Вулакансем юратнă кӗнекесен авторӗсемпе тӗл пулчӗç
Мартăн 13-мӗшӗнче Санкт-Петербургран Кӗнеке поезчӗ çулçӳреве тухрӗ. Маршручӗ вăрăм – Санкт-Петербург, Минск, Мускав, Чулхула, Хусан, Ульяновск, Волгоград. Тунтикун Кӗнеке поезчӗ пӗр кунлăха Хусана килсе чарăнчӗ. Хулари вунă площадкăра вулакансем юратнă кӗнекесен авторӗсемпе — Олег Ройпа, Сергей Лукьяненкăпа, Сергей Переслегинпа, Илья Бояшовпа, Анна тата Сергей Литвиновсемпе, Ася Лавриновичпа, Люцида Аквилапа — тӗл пулчӗç. Кӗнеке кăларакансем — издательсем — те пулчӗç поезд çинче. Çӗршыври пысăк издательствăсенчен пӗри «Эксмо», ачасем валли кӗнекесем кăларасси çине пусăм тăвакан «Рипол-классик» хутшăнчӗç.
Тутарстан Наци библиотекинче иртнӗ пленарлă лару поездпа килнисемшӗн те, кӗтсе илекенсемшӗн те чи пӗрремӗш мероприяти пулчӗ. Тӗлпулăва килнисене саламлама ТР культура министрӗн çумӗ Данил Натфуллин, «Татмедиа» республика агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев, паллă тутар писателӗ, драматург Ркаил Зайдулла трибуна умне тухрӗç. Айдар Саитгараевич хăнасене Тутарстанра курма хавас пулнине, пултаруллă çыравçăсене пӗр çӗре пухма çăмăл маррине, апла пулин те Кӗнеке поезчӗ çак пысăк ӗçе пурнăçланăшăн савăннине пӗлтерчӗ. Кӗске вăхăтрах литераторсем республикăн интереслӗ историйӗпе те, авалтан пыракан ырă йăлисемпе те паллашма ӗлкӗрессе шанса калаçрӗ. Каласа хăварни вырăнлă, Айдар Салимгараев 2023 çулта та ку проекта хутшăннă (ун чухне, каларăмăр ӗнтӗ, проект «Кӗнеке экспедицийӗ» ятлă пулнă).
Наци библиотекин директорӗ Мадина Тимерзянова çак интереслӗ тӗлпулăвăн модераторӗ те, хăй шухăшне кӗскен, сулмаклăн калаканни те, спикерсене пуриншӗн те интереслӗ ыйтусем параканни те хăйех пулчӗ.
Чи малтанах тепӗр площадкăри мероприятие васкакан Илья Бояшов (унăн «Танкист, или „Белый тигр“ кӗнеки тăрăх К.Шахназаров „Белый тигр“ фильм ӳкернӗ) залра ларакансене саламларӗ.
Издательсемпе писательсем вулакансемпе çапла тӗл пулни, тӗрлӗ çӗрте пурăнакансем патне çитни пуриншӗн те усăллă акци пулса тăрать. Вулакансемшӗн чӗрӗ писательсене курни, юратса вулакан кӗнекесен авторӗсене куçран пăхса ыйту пама пулни хаклă, вӗсем малашне те пушă вăхăтра алла кӗнеке тытӗç, тӗлпулусем хыççăн çӗнӗ вулакансем хушăнӗç. Писательсем вара вулакана мӗнлерех хайлавсем кирлине ăнланса илӗç, ыйтнине тивӗçтерме тăрăшӗç.
Тепӗр ыйту та хускалчӗ пленарлă ларура — кӗнеке индустрийӗн сӗнӗвӗпе вулакансем кӗтнин хушшине танлаштару лартма пулать-и? Ман шутпа Сергей Переслегин публицист, литература критикӗ питӗ тӗрӗс хуравларӗ ку ыйтăва: индустри, вулакан — уйрăм ăнлавсем пулмалла мар. Кӗнекесене вулакан валли кăлараççӗ, вăл хăйне кирлине, интереслине вулать. Апла вулакан ыйтнине, кӗтнине кăлармалла кӗнеке индустрийӗн. Çапла тусан йăлт йӗркеллӗ пулать.
Хăйне Сергей Борисович вăрçă историкӗ тесе шутлать, кӗске вăхăтрах иртнӗ вăрçăсене тишкернине итлеме кăсăк пулчӗ. Унăн шучӗпе вăрçăсенче çӗнтересси халăх мӗнле хайлавсем вуланинчен те килет иккен. Уйрăмах фантастика пӗлтерӗшне пысăка хурса хакларӗ вăл. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германин темӗнле вăйлă çар пулнă, анчах кӗнекисене тишкерсен жанрӗсем фантастикăран самай аякра пулни курăнать. Совет Союзӗнче вара писатель-фантастсен хайлавӗсене аса илер-ха? Вӗсем пурте çутă пуласлăхпа, ырлăхпа çыхăннă. Ачасем те, çитӗннисем те вӗсене каçса кайса вуланă. Çакă çӗнтерӗве çывхартнă та. (Сăнӳкерчӗксем „Татар-информ“ ИА, ТР Наци библиотекин пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев