Вулавӑшра Виталий Станьял 80 тултарнине халалласа пуху иртет
Çӗнӗ хыпарсем

Вулавӑшра Виталий Станьял 80 тултарнине халалласа пуху иртет

Хуҫана та, тарҫа та тӗрӗслӗхе тӳрӗрен, куҫран калакан ҫынсем сайра тӗлпулаҫҫӗ паян. Станьял ҫавӑн пеккисенчен пӗри.

 

Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче "Виталий Станьял: ӑсчах, вӗрентекен, сӑвӑҫ тата чӑваш халӑх ывӑлӗ" ятлӑ пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна В.П.Никитин-Станьял ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ. Мешехере паллӑ учёнӑйсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, литераторсем, учительсем, юбилярӑн йышлӑ вӗренекенӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Уяв каҫӗнче Виталий Станьялӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланисӗр пуҫне чӑваш литературипе таврапӗлӗвӗн аталанӑвне те  пӑхса тухӗҫ.
Кӑмӑл тӑвакансене Наци библиотекин 119-мӗш пӳлӗмӗнче – акт залӗнче – 14.00 сехетре кӗтеҫҫӗ.

 


Нет комментариев