Вуншар пикерен Александр Дьяченко Маргаритăна суйласа илнӗ
Кăçал çуркунне Елабугăна кайсан тӗлӗнмелле илемлӗ çынпа паллашрăм. Сăн-питрен кăна мар, пур енчен те илемлӗ çынпа. Кун йышши тӗлпулусем ӗмӗрлӗхе асра юлаççӗ. Маргарита Дьяченко çинчен сăмахăм. Хăйне тыткалани, калаçни тăрăх хакласан ăна аристократсен çемйинчен теме пулать. Çын çинче сăпайлă та сапăр, хăвна культурăллă тытни пирки кăна пымасть сăмах. Эпир пурте çавнашкал хамăра, çынна хисеплесен. Аристократизм вăл юнра, унпа çуралаççӗ, вăл е пур, е çук, тумтир пек хăв çине уртса яраймастăн ăна. Вăл харпăр хăвна, çынна, обществăна, çынсен хушшинчи хутшăнусене хăйне евӗр йышăнни, хăвна тивӗçлӗ тытни. Аристократизм хăйне уйрăм социаллă сий пулнине пурте пӗлетпӗр. Анчах хăш-пӗри çак статуспа çуралмасан та Турри ăна хăйне уйрăм калăпласа ярать пулмалла. Маргарита Поликарповна çавăн йышшискер. 83 çулпа пырать пулин те илемлӗ сăнне пач та çухатман.
Тивӗçлӗ канăва милици майорӗ пек тухнине пӗлтерсен тата ытларах тӗлӗнтӗм. Çепӗçскере ытларах артист е юрăç профессийӗ килӗшӳллӗ пек. Йăнăшман иккен. Маргарита Поликарповна хăй пурнăçне чăнахах культура сферипе çыхăнтарма шутланă малтанласа. Елабугăри культурăпа çутӗç училищине вăл Чăваш Енри Çӗрпӳрен вӗренме килнӗ. Вӗренме кӗнӗ хӗр, йăлт шутланă пек пулса пынă. Пӗррехинче милици сотрудникне тӗл пуличчен...
Çамрăк каччă училище йӗркеленӗ ташă каçне ятарласа килнӗ пулать. «Чи хитре хӗре тупатăп та паянах авланса яратăп», – çапла пулнă унăн тӗллевӗ. Чи хитри, паллă ӗнтӗ, Маргарита пулнă. Çак самантран унăн пурнăçӗ йăлт улшăнать. Çапах йӗркипе. Çак тӗлпулура эпир унăн хӗрӗпе Алена Александровнăпа та паллашрăмăр. Вăл каласа пачӗ те ӗнтӗ амăшӗн тӗлӗнмелле историне.
Вăрçă вăхăтне тивнӗ ачалăх
Маргарита Поликарповна 1939 çулта Çӗрпӳре Игнатьевсен çемйинче çуралнă. Унăн ашшӗ Поликарп Игнатьевич вăрçă пуçланнă чух районти потребкооперацире ӗçленӗ. Тылра кирлӗ çын тесе ăна «до особого распоряжения» тесе бронь та панă, анчах çакăнпа усă курас темен Поликарп Игнатьевич. Вăрçăн пӗрремӗш кунӗсенчех фронта яма ыйтса заявлени çырнă. Çапла вăл пехота шутӗнче Тăван çӗршыва хӳтӗлеме тухса кайнă. Фронта каяс умӗн иккӗри хӗрпӗрчине темӗнччен аллинчен ямасăр тытса тăнă. Чунӗ сиснӗ пулӗ юлашки хут курнине. 1943 çулта унпа çыхăну татăлать, виç кӗтеслӗ çырусем килме пăрахаççӗ. Почтальон малтан ашшӗ хыпарсăр çухалнă текен хута килсе парать. Ун хушамачӗ вилнисен хушшинче те, чӗррисен хушшинче те пулман. Маргарита Поликарповнан амăшӗ мӗн виличчен унран хыпар кӗтнӗ, халӗ унăн мăнукӗ те кукашшӗ çинчен мӗн те пулин тупма ӗмӗтленсе пурăнать.
Маргарита Поликарповна ун чух иккӗре кăна пулин те ашшӗне астунине калать. «Кашни çул, май уйăхӗ çитсе пынă май эпӗ ачалăхри самантсене уççăнрах аса илме тытăнатăп. Хама ватă асатте чӗрçи çинче ларнине, çумра йӗрсе тăракан аннене тата палламан çынсене астăвап. Аттене – кăштах кăна. Ун чухне эпир ăна фронта ăсатнă иккен. Урăх эпӗ ăна курман», – тет Маргарита Поликарповна.
Çапла Поликарп Игнатьев ытти миллион совет салтакӗ пек тăван çӗре хӳтӗлесе пуç хунă. «Тăвансем каласа панинчен кукаçей питӗ те тӳрӗ кăмăллă, ырă çын пулнине пӗлетӗп. Потребкооперацире те вăл чыслă ӗçленӗ», – каласа парать Маргарита Поликарповнăн хӗрӗ Алена Чернова.
Вăрçă çулӗсенче пӗчӗк Ритăна кукамăшӗпе кукашшӗ пăхнă, апат-çимӗçпе пулăшнă. Анчах ытларах пӗчӗкскере хваттерте тăракан хӗр-студенткăсем пăхнă. Вăрçă пынă пулин те Çӗрпӳре виçӗ профессилле училище ӗçленӗ. Унта ытларах хӗрсем вӗреннӗ, каччăсем вăрçăра пулнă. Ритăн амăшӗ ирпе ирех окоп чавма тухса кайнă та сӗм çӗрле тин таврăннă. Пӗчӗк хӗрӗ валли пӗçернӗ çӗрулмипе пӗр курка сӗт хăварнă. Рита вара çывăрса тăрсан тӳрех урама чупса тухса эвакуаципе килнӗ ача-пăча килессе сăнаса тăнă. Амăшӗсемсӗр юлнăскерсем выçлăха çӗнтерме тем те пӗр шутласа тупнă. Ленинградран килнӗ Ким ятлă арçын ача салтаксен столовăйӗ патне ертсе кайма пуçланă. Тӗпел патӗнче дежурствăра тăракан салтак ачасем валли çăкăр татăкӗсем, пăтă, пӗçернӗ пахча çимӗç йăтса тухса панă. Çурма выçă ача-пăчана çапла кашни кун тенӗ пек çитерсе тăнă. Пӗчӗк аллипе çăкăр татăкӗпе пиçнӗ хӗрлӗ чӗкӗнтӗр е çӗрулми чăмăртаса Рита пӗтӗм вăйран килнелле чупнă. Мӗн панине йăлт çисе ярасран хăраса вăл юлнине комод çине çӳлерех пуçтарса хунă – амăшӗ валли.
– Кукамай йывăр ӗçрен таврăнсан анне савăнса çак «трофейпе» амăшне хăналанă. Анчах кукамай хӗрӗн çăкăрне нихçан та çимен, çием пекки кăна тунă. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн чӗпӗтсе анненех çитернӗ... Ун чухне анне пиллӗкре кăна пулнă-ха. Хулана лайăх пӗлсе те çитереймен. Пӗррехинче вăл выляса çӳресе çухалса каять. Пӗчӗкскер палламан хапхасем умӗнче ӗсӗклесе йӗрсе тăрать. Макăраканскере иртен-çӳрен милици участокне кӳрсе ярать. Кунта шăпаллă тӗлпулу пулса иртет темелле. Кабинетра аннене милици формине тăхăннă çамрăк хӗрарăм ыталаса илет, йăпатса лăплантарма пуçлать. Берет тăхăннă хитре хӗрарăм аннене те килӗшнӗ ахăр, йӗме чарăнать те хăй пӗлнӗ сăвăсене каласа пама тытăнать. Такмаксем тата хӗрлӗ çар пирки юрă та юрласа парать. Хăй пирки вара çурт номерне тата амăшӗн ятне çеç калама пултарать. Тем вăхăтран амăшне шыраса тупаççӗ. Кам шутланă ун чухне тепӗр çирӗм çултан ман анне милици формине тăхăнасса? Хăй ӗмӗрӗн 38 çулне йӗрке хуралӗн ӗçне парасса? Çăмăл пулман вăрçă ачисен ачалăхӗ. Анне кукамая кӗте-кӗте йӗнине, таçтан пӗрре иртсе каякан машинасен мӗлкисенчен, тӗрлӗ шăв-шавран хăранине аса илсе каласа паратчӗ. Халӗ хăй йӗнине илтсе Малышка ятлă качака пӳрте кӗнине кулса асăнать. Çав çулсенче янавар хăй сӗчӗпе тăрантарса çăлса хăварнă-çке çемьене... Малышка чӗрчун-анне туйăмӗпе ача хуйхине сиссе пӳрте кӗнӗ пулмалла. Амăшӗ киличчен вăл качака çумне кӗрсе выртса çывăрнă, – иртнине асăнса куççульленет Алена Александровна.
Çӗнтерӳ кунӗсене питӗ лайăх астăвать Маргарита Поликарповна. Эрне уявланă Çӗрпӳре Çӗнтерӗве. Амăшӗ ăна шурă алшăллирен кӗпе çӗлесе парать. Савăннăскер вăл ун чухне татăлса йӗрекен амăшне ăнланса та пӗтереймен. Ытти çемьесенче вăрçăран таврăннă мăшăрӗсене, ывăлӗсене кӗтсе илнӗ е вилнисене асăннă. Вӗсен вара паллă марлăх. Çапла хӗрача ашшӗ юратăвӗпе хӳтлӗх мӗнне пӗлмесӗрех ӳсет.
Завода юрлама чӗннӗ
1947 çулта Рита шкула каять. Амăшӗ ăна кукамăшӗн ăшă кофтинчен кӗпе çӗлесе парать, инçетри тăванӗсенчен пушмак лекет, портфель вырăнне пусмаран çӗленӗ сумка. Букварь класа пӗрре пулнă. Хутпа кăранташ учитель салатса панă. Кашни кун ачасене кишӗр сокӗпе пӗр катăк сахăр панă. Рита пултаруллă пулни ачаран палăрма пуçланă. Вăл концертсене хутшăнма, чунтан юрлама тытăнать. Пӗр япала çеç пăшăрхантарнă, вӗренме те, концертсенче юрлама та пӗр кӗпе çеç пулнă. Амăшӗ шурă çипрен çухавасем çыхса илемлетме тăрăшнă, кофтисене тӗрлесе тăхăнтартнă. Тумтире хитрелетсе тăхăнасси Маргарита Поликарповнан ачалăхранах юлнă. Амăшне килте тӗрлӗ чечек ӳстерсе, урай сармаллисем, чӳрече чӗнтӗрӗсем çыхса савăнтарма тăрăшнă. Пӗррехинче вăл тин çеç чечек çурнă килти розăн çеçкисене татса пӗрене хушшисене чиксе тухнă. Амăшӗ вăрçса та илнӗ кăштах çакăншăн. Ашшӗ вăрçа кайиччен кăна çурт лартнă пулнă. Тӗл-тӗл мăкласа та ӗлкӗреймен. Вăт Рита хăйне май илемлетме тăрăшнă çурта.
Саккăрмӗш класс тӗлне Ритăн юрлас опычӗ пысăк пулнă ӗнтӗ. Шкул шайӗнчен тухса пысăкрах концертсемпе конкурссене хутшăннă. Жюри ялан ун пултарулăхне çӳле хурса хакланă. Пӗррехинче амăшӗ киле таврăннă чух пӳрчӗ умӗнче çăмăл машина асăрхать. Вăл вăхăтра машина сайра пулнă та, кил умне пырса ларни пысăк пулăм шутланнă. Мăшăрӗ таврăнман-ши вăрçăран тесе те шутласа илнӗ хӗрарăм. Çук иккен. Хӗрӗн юрлас пултарулăхӗ пирки илтсе ăна çар заводне ӗçлеме чӗнме килнӗ иккен. Ун чухне илемлӗ пултарулăх енӗпе завод питӗ палăрса тăнă. Вăт вӗсен хăйсен йышне тепӗр артистпа вăйлатас тенӗ. Çапла Маргарита заводра ӗçлеме тытăнса илемлӗ пултарулăх ӗçне хастар хутшăнать. Часах ăна паспорт параççӗ, кăштахран ӗç укçи те килме тытăнать. Амăшӗ хӗрӗшӗн питӗ савăнать. Ӗçлеме чармасть. Хӗрӗ хăйхальлӗн те пурăнма пултарни савăнтарать ăна.
Пӗрре курсах юратнă
– Анне Елабугăри культурăпа çутӗç училищине вӗренме кайма шутласан та кукамай хирӗç пулман. Вăт çакăнта ӗнтӗ аннене шăпаллă тӗлпулу кӗтнӗ, – малалла каласа парать Алена Александровна.
Ашшӗне, Александр Дьяченкăна, институт хыççăн распределенипе Елабугăна янă. Вăл патшалăх хăрушсăрлăхӗн сотрудникӗ пулнă. Çапла ăна ӗçпе ют çӗршыва кайма тивет. Анчах чикӗ леш енне авланманнисене кăлармаççӗ иккен. Шутлă кунра мăшăр тупса авланса ямалла. Каччă хăй валли мăшăр культурăпа çутӗç училищинче шыраса тупма тӗллев лартать. «Чи хитре хӗре суйлатăп та авланатăп», – шутлать хайхискер юлташӗпе пӗрле хулари ташă площадкине утнă май. Юлташӗ Виктор Баранников каярахпа СССР шалти ӗçсен министрӗ пулса тăнă. Вăл шăпах Маргаритăпа пӗрле вӗреннӗ. Виктор паллаштарать те училищӗри чи хитре хӗрпе юлташне. Çапла вуншар пикерен Александр Дьяченко Маргаритăна суйласа илет. Хӗр те пӗрре курсах килӗштерет каччăна.
Сăмах май, Маргарита Поликарповнăпа пӗр вăхăтра нумай интереслӗ çын вӗреннӗ. Дирижерпа хор уйрăмӗнче унпа пӗрле Монголирен нумайăн вӗреннӗ. Çавсенчен пӗри каярах Монголин культура министрӗ пулса тăнă.
– Мăшăрăм питӗ хитре çынччӗ, спортпа туслăччӗ питӗ. Подполковник таран ӳсрӗ, – упăшкине аса илсен Маргарита Поликарповнан куçӗсем ăшшăн çуталчӗç.
Маргаритăпа Александр Дьяченкосем питӗ те телейлӗ пурнăç пурăнса ирттернӗ. Хӗр çуратса ӳстернӗ. 50 телейлӗ çул. Вӗсен çамрăклăхӗ пӗтӗм Союз пӗлтерӗшӗллӗ «КамАЗ» заводпа автоград стройки вăхăтне тивнӗ. Маргарита Поликарповна мăшăрӗ пекех хăй пурнăçне шалти ӗçсен органӗсемпе çыхăнтарнă. Юрлама та пăрахман, илемлӗ пултарулăх ушкăнне çӳреме ӗç нихăçан та чăрмав пулман уншăн.
Маргарита Поликарповна çамрăк Çырчалли хулин паспорт службин пуçлăхӗнче тăрăшнă. Милици майорӗ ятне илме тивӗçнӗ. Тӗлӗнмелле вăхăт пулнă чун чух, комсомолецсен энтузиазмӗ вӗренӗ тапхăрсем... Кунсерен Çырчаллине пинӗпе çын килнӗ. Кашнине вырнаçтармалла, ӗçпе тивӗçтермелле пулнă. Паспорт службин ӗçченӗсен ӗç вӗресе тăнă. Хăш чух канмалли кунсемсӗр те юлнă. Регистрацилемелле, пропискăна тăратмалла, йӗркене пăсакансене, алимент тӳлесрен тарса килнисене те шырама тивнӗ. Çав вăхăтра шăпах паспорт реформи пулса иртет. Хӗрӗ каланă тăрăх, Маргарита Поликарповнăна паспорт куписем халӗ те тӗлӗке кӗркелеççӗ. Кунӗпе те çӗрӗпе паспортсене çӗннипе улăштарса вӗсене «КамАЗ» завод тума килнисене чаплă лару-тăрура валеçнӗ.
Иртнине аса илсе Маргарита Поликарповна пуриншӗн те шăпана тав тăвать, уйрăмах аслă та вăйлă çӗршывра – СССРта çуралса ӳсме тӳр килнишӗн. Вăрçă ачисене çӗршыв лайăх пӗлӳ илме, юратнă ӗçпе ӗçлеме, çынсене усăллă пулма май туса панă. Вӗсен пурнăçӗ вăрçă çулӗсенчи йывăрлăхра, каярах аслă стройкăсенче пиçӗхнӗ.
Саккăрмӗш класс тӗлне Ритăн юрлас опычӗ пысăк пулнă ӗнтӗ. Шкул шайӗнчен тухса пысăкрах концертсемпе конкурссене хутшăннă. Жюри ялан ун пултарулăхне çӳле хурса хакланă. Пӗррехинче амăшӗ киле таврăннă чух пӳрчӗ умӗнче çăмăл машина асăрхать. Вăл вăхăтра машина сайра пулнă та, кил умне пырса ларни пысăк пулăм шутланнă. Мăшăрӗ таврăнман-ши вăрçăран тесе те шутласа илнӗ хӗрарăм. Çук иккен. Хӗрӗн юрлас пултарулăхӗ пирки илтсе ăна çар заводне ӗçлеме чӗнме килнӗ иккен. Ун чухне илемлӗ пултарулăх енӗпе завод питӗ палăрса тăнă. Вăт вӗсен хăйсен йышне тепӗр артистпа вăйлатас тенӗ. Çапла Маргарита заводра ӗçлеме тытăнса илемлӗ пултарулăх ӗçне хастар хутшăнать. Часах ăна паспорт параççӗ, кăштахран ӗç укçи те илме тытăнать. Амăшӗ хӗрӗшӗн питӗ савăнать. Ӗçлеме чармасть. Хӗрӗ хăйхальлӗн пурăнма пултарни савăнтарать ăна.
Пӗрре курсах юратнă
– Анне Елабугăри культурăпа çутӗç училищине вӗренме кайма шутласан та кукамай хирӗç пулман. Вăт çакăнта ӗнтӗ аннене шăпаллă тӗлпулу кӗтнӗ, – малалла каласа парать Алена Александровна.
Ашшӗне, Александр Дьяченкăна, институт хыççăн распределенипе Елабугăна янă. Вăл патшалăх хăрушсăрлăхӗн сотрудникӗ пулнă. Çапла ăна ӗçпе ют çӗршыва кайма тивет. Анчах чикӗ леш енне авланманнисене кăлармаççӗ иккен. Шутлă кунра мăшăр тупса авланса ямалла. Каччă хăй валли мăшăр культурăпа çутӗç училищинче шыраса тупма тӗллев лартать. «Чи хитре хӗре суйлатăп та авланатăп», – шутлать хайхискер, юлташӗпе пӗрле хулари ташă площадкине утнă май. Юлташӗ Виктор Баранников каярахпа СССР шалти ӗçсен министрӗ пулса тăнă. Вăл шăпах Маргаритăпа пӗрле вӗреннӗ. Виктор паллаштарать те училищӗри чи хитре хӗрпе юлташне. Çапла вуншар пикерен Александр Дьяченко Маргаритăна суйласа илет. Хӗр те пӗрре курсах килӗштерет каччăна.
Сăмах май, Маргарита Поликарповнăпа пӗр вăхăтра нумай интереслӗ çын вӗреннӗ. Дирижерпа хор уйрăмӗнче унпа пӗрле Монголирен нумайăн вӗреннӗ. Çавсенчен пӗри каярах Монголин культура министрӗ пулса тăнă.
– Мăшăрăм питӗ хитре çынччӗ, спортпа туслăччӗ питӗ. Подполковник таран ӳсрӗ, – упăшкине аса илсен Маргарита Поликарповнăн куçӗсем ăшшăн çуталчӗç.
Маргаритăпа Александр Дьяченкосем питӗ те телейлӗ пурнăç пурăнса ирттернӗ. Хӗр çуратса ӳстернӗ. 50 телейлӗ çул. Вӗсен çамрăклăхӗ пӗтӗм Союз пӗлтерӗшӗллӗ «КамАЗ» заводпа автоград стройки вăхăтне тивнӗ. Маргарита Поликарповна мăшăрӗ пекех хăй пурнăçне шалти ӗçсен органӗсемпе çыхăнтарнă. Юрлама та пăрахман, илемлӗ пултарулăх ушкăнне çӳреме ӗç нихăçан та чăрмав пулман уншăн.
Маргарита Поликарповна çамрăк Çырчалли хулин паспорт службин пуçлăхӗнче тăрăшнă. Милици майорӗ ятне илме тивӗçнӗ. Тӗлӗнмелле вăхăт пулнă ун чух, комсомолецсен энтузиазмӗ вӗренӗ тапхăрсем... Кунсерен Çырчаллине пинӗпе çын килнӗ. Кашнине вырнаçтармалла, ӗçпе тивӗçтермелле пулнă. Паспорт службин ӗçченӗсен ӗç вӗресе тăнă. Хăш чух канмалли кунсемсӗр те юлнă. Регистрацилемелле, пропискăна тăратмалла, йӗркене пăсакансене, алимент тӳлесрен тарса килнисене те шырама тивнӗ. Çав вăхăтра шăпах паспорт реформи пулса иртет. Хӗрӗ каланă тăрăх, Маргарита Поликарповнăна паспорт куписем халӗ те тӗлӗке кӗркелеççӗ. Кунӗпе те çӗрӗпе паспортсене çӗннипе улăштарса вӗсене «КамАЗ» завод тума килнисене чаплă лару-тăрура валеçнӗ.
Иртнине аса илсе Маргарита Поликарповна пуриншӗн те шăпана тав тăвать, уйрăмах аслă та вăйлă çӗршывра – СССРта çуралса ӳсме тӳр килнишӗн. Вăрçă ачисене çӗршыв лайăх пӗлӳ илме, юратнă ӗçпе ӗçлеме, çынсене усăллă пулма май туса панă. Вӗсен пурнăçӗ вăрçă çулӗсенчи йывăрлăхра, каярах аслă стройкăсенче пиçӗхнӗ.
И.Кузьмина тата А.Чернова архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев