Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Вырăс юррин фестивалӗ, çав вăхăтрах ал ăстисемшӗн те пысăк, кӗтнӗ мероприяти

Çулран çул тӗрекленсе, вăйланса пыракан Лайăш районне юрлама юратакансем, вырăс культурине килӗштерекенсем «Каравон» Пӗтӗм Раççейри фестиваль тăрăх пӗлеççӗ. Районăн чи чаплă бренчӗ пулса тăнă вырăс культурин уявӗ 33-мӗш хут иртрӗ.

Кăçал «Каравона» ТР Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнчӗ. Çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова, Тутарстан Республикин Федераци Канашӗнчи сенаторӗ Александр Терентьев, ТР Халăхсен ассамблейин представителӗсем, СВО ветеранӗсем пулчӗç вырăс культурин фестивалӗнче.

Шăматкун фестиваль иртес вырăна ир-ирех илемлӗ пултарулăх коллективӗсем килсе çитнӗ. Вӗсен шучӗ кашни уяв иртмессерен ӳссе пырать – Тутарстан районӗсенчен кăна 200 коллектив, Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчен – Мускав, Санкт-Петербург хулисенчен, Курск, Пенза, Свердловск облаçӗсенчен  – тата кӳршӗ республикăсемпе облаçсенчен 13 коллектив килсе çитнӗ.

«Каравон» – вырăс юррин конкурсӗ, çав вăхăтрах ал ăстисемшӗн те пысăк, кӗтнӗ мероприяти пулса тăрать. 2025 çулта 136 алă ăстине суйласа илнӗ йӗркелӳçӗсем. Вӗсенчен 35-шӗ Раççейӗн 16 регионӗнчи ăсталăха кăтартаççӗ. 

Халăх вăййисем, ӗçми-çими те çителӗклӗ. Тӗслӗхрен, Лайăш таврашӗнче тытса типӗтнӗ çупаха туянас текенсем хӗртсе пăхакан хӗвел айӗнче черетре тăма та хатӗр. Чуна кантарма та, хул-çурăма вылятма та, пӗçерекенне мухтаса тутлă апат çиме те май пулчӗ.

Тӗрӗ тӗрлессипе, вырăс халăх апатне хатӗрлессипе конкурссем те иртрӗç. 

Тӗп площадкăра театрла курава Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалланă. Ячӗ те унăн «Каравон памяти». Никольски яш-кӗрӗмӗ юратса пӗрлешнине, Тăван çӗршыва хӳтӗлеме ăсатнине, çӗнтерӳпе таврăннине кӗске вăхăтра илемлӗн кăтартса пачӗç. Нушаллă вăрçă çулӗсене, çапăçусенчи çухатусене те чăтса ирттернӗ тылри халăх та пулчӗ.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов тата Лайăш муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Ильдус Зарипов «Каравона» пуçтарăннисене саламларӗç. Хальхи лăпкă мар лару-тăрура пирӗн пӗрле пулмаллине астутарчӗç, наци уявӗсем халăхсене пӗрлештернине палăртрӗç.

Чăнах та, фестивальте тӗрлӗ халăх çыннисене курма пулчӗ. Вӗсем пурте кăмăлтан, калăн, хăйсен наци уявӗ пек, савăнчӗç.  Вырăс культурине аталантарас ӗçре çитӗнӳсем тунисен хушшинче те вырăссем çеç мар, тутарсем, чăвашсем, ытти халăх çыннисем пулчӗç. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи «Калинушка» вырăс ансамбльне (ертӳçи Наталья Макарова) сертификат парса чыслани те çӳлерех çырнă йӗркесене çирӗплетет. 

Кăçалхи «Каравонăн» хедлайнерӗ РФ тава тивӗçлӗ артистки Варвара пулчӗ.  Ятарласа чӗннӗ хăнасем – «Партизан FM» тата «Хвоя» ушкăнсем. Кашни фестивальтех пӗр-пӗр коллектив, уйрăм юрăç, ăстаçă ыттисенчен уйрăлса халăх тимлӗхне хăй çине илет. Пултарулăхӗпе, ăсталăхӗпе, репертуарӗпе вӗсем уйрăлса тăраççӗ. Кăçал Курск облаçӗнчи Суджа хулинчи «Криница» вокалпа музыка хатӗрӗсен фольклор ансамблӗ (ертӳçисем Евгенийпе Ирина Шестопаловсем) çакăн пек коллектив пулчӗ. Вӗсем Курск облаçӗнчи ялсене тухса фольклор юррисене пухса илемлӗ юрăсем хатӗрленӗ. «Çак юрăсене юрласа панă  мăнаккасенчен халӗ чылайăшӗ çук ӗнтӗ», – терӗ хурлăхлăн хăйӗн умсăмахӗнче Евгений Шестопалов... «Криница» артисчӗсем пурте музыка иструменчӗсемпе калаççӗ, пурте юрлаççӗ. Таса фольклор юррисене итлеме те, артистсен пултарулăхӗпе киленме те хавас пулчӗç куракансем. 

Аван, тулли кăмăлпа иртрӗ «Каравон». Йӗркелӳçӗсем пресс-конференцире: «Сахалтан та 20 пин çын кӗтетпӗр», – терӗç. Чăннипе 25 пин çын пулчӗ Никольскинче. 

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность Праздники Каравон Русская культура