Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАÇАТПА СĂН ӲКЕРӖН ТЕ РЕДАКЦИЕ ЯРСА ПАР

Çӗнтерӳçӗсене «Сувар» логотипӗллӗ парнесем кӗтеççӗ. Сăнӳкерчӗксене «Фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла

Хаклă вулаканăмăрсем! Акă 2023 çулăн иккӗмӗш çур çулне те кӗтӗмӗр. Паллах ӗнтӗ, çӗнӗ вулакансем те хутшăнчӗçех пуль пирӗн йыша. Çавăнпа та редакци ирттерекен фотоконкурс пирки тепӗр хут аса илтеретпӗр ку номерте.

Кăçал «Сувар» хаçат тухма пуçланăранпа 30 çул çитет. Хаçат вулаканпа куллен çыхăнура. Редакци ирттерекен конкурссене аслисем те, ача-пăча та хастар хутшăнни савăнтарать пире. Çакна шута илсе хаçатăмăрăн 30 çулхи юбилейне халалласа «Сувар» – чи çывăх юлташ» сăнӳкерчӗксен конкурсне ирттерме шутларăмăр. 

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? «Сувар» хаçатпа сăн ӳкермелле. Сăнӳкерчӗк урлă хăвăр (е ытти вулакансем) хаçата еплерех юратнине, хисепленине, вăл сирӗн пурнăçра мӗнле вырăн йышăннине палăртма тăрăшмалла. Чи-чи креативлă сăнӳкерчӗк авторӗсене редакци хаçат логотипӗллӗ парнесемпе чыслать. Конкурса ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ. 

Конкурс комиссийӗ чи интереслӗ сăнӳкерчӗксене суйласа илсе Гран-при, пӗр 1-мӗш, икӗ 2-мӗш тата виçӗ 3-мӗш вырăнсем палăртать конкурса хутшăнакансен хушшинче. Сăнӳкерчӗксене хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр, çавăн пекех редакцин социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче кăларатпăр. Конкурса 2023 çулхи октябрь уйăхӗнче пӗтӗмлететпӗр. 

Сăнӳкерчӗксене «Фотоконкурса» тесе палăртса редакцин suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе Ватсап урлă ярса памалла. Сăнӳкерчӗк авторӗн ятне тата хушаматне, адресне, телефон номерне палăртма манмалла мар. Конкурсăн положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашма пултаратăр. Сăнӳкерчӗксене сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнатпăр. Хутшăнмасăр ан юлăр!

Редакци. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев