Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХĂЙ ӖРЧЕТНӖ ПАНУЛМИПЕ ХУРЛĂХАН ПАХЧИ – ХАЛӖ ТЕ КУÇӖ УМӖНЧЕ

Ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Анна Дементьева çак кунсенче 95 çул тултарать

«Çут тӗнче тăрантмасть, вăл куçа илӗртет, савăнăç кӳрет, совеçпе  чыслăн пурнăçланă ӗç кăна малалла пурăнма вăй хушать, кăмăла çӗклет», – тет Нурлатри Кăрмăш микрорайонӗнче пурăнакан тыл ӗçченӗ, ӗç ветеранӗ, нумай сумлă наградăна тивӗçнӗ Анна Дементьева. 

Анна Ивановна Дементьева (Ильина) Октябрьски районӗнчи Чăваш Менчӗ ялӗнче 1929 çулхи çу уйăхӗн 27-мӗшӗнче çуралнă. Пурнăçра нумай тӗрӗслев витӗр тухма тивнӗ ăна.

 

Питӗ вӗренес  килнӗ

 – Атте, Иван Архипович Ильин, 1933 çулта тифран вилнипе ăна пач та астумастăп. Эпӗ 4 çулти ача кăна. Анне, Евдокия Яковлевна, ултă ачипе пӗччен тăрса юлнă. Питӗ вӗренес килетчӗ. Шкула çăпатапа çӳреттӗмӗр. Çуркунне юр ирӗлме пуçласан тӗпне такан çапса паратчӗç. Икӗ класа пӗр кăмакаччӗ, ăна вутăпа хутатчӗç. Хӗлле учитель хура чернила кăмака çине хурса ăшăтатчӗ. Шартлама сивӗсенче ачасене шăнтас темен, хӗллехи тумпах ларма ирӗк паратчӗ. Калемпе çыраттăмăр. 1940 çулта 4-мӗш  класран вӗренсе тухсан колхозра ӗçлеме пуçларăм. Шăп çав çул ял хуçалăхӗн Октябрьски район заготконторине, аптекăсене сарă чечек (кукша пуç) пуçтарса памаллаччӗ. Чупса çӳресе ӗçлеттӗмӗр. Вир çумлани халӗ те асрах. Вăл вăхăтра пӗр çум курăкне те ана айккине пăрахса сая яман, миххе тултарса пынă. Эпир ӗне тытнă. Курăка кил хуçалăхне йăтса килсе мăйракаллă шултра выльăха çитернӗ. Кӗркунне пире çав миххех тыттарса анне çул çинче урапаран ӳксе юлнă улăм-утта пуçтарса кӗртме кăларса яратчӗ.  Ăна шăпăрпа пухаттăмăр. Хамăра тăрантаракана тутлă çитерме тăрăшнă мар-и? 

Анне хăй фермăра сыснасем пăхатчӗ. Ачисем валли вăл чӗпсем туянса паратчӗ. Вӗсене ӳстерсе чăх фермине тавăрса памаллаччӗ. Тыр­çинче анне йăмăкпа иксӗмӗре уя илсе тухрӗ. Анне çавапа çулать, эпир кӗреплепе çилпе ӳкнӗ тулă пучахӗсене пуçтарса пыратпăр. Кашни çыншăн норма 32 сотăй. Аннене кӗлте çыхма пулăшатпăр. Бригадир кашни кунах пирӗн ӗçе тӗрӗслеме, йышăнма килсе каятчӗ. Карттусне ана çине перетчӗ – унăн ăшне тулă пуçӗ лексен çӗнӗрен пуçтарттаратчӗ. Эпир тăрăшса вăй хунă. Аннене вăрçтарас килмен. 

 

Хăюллă звеньевой

1941 çулта хăрушă вăрçă тытăнчӗ. Асаттепе асанне ватă. Вăйпитти çынсем кирлӗрен малалла шкула кайма май пулмарӗ. Пӳрте ăшăтма вутă кирлӗ. Вăрмана кайма лаша пурне те паман. Колхозра ӗçлекенсем кăна çак ырлăха тивӗçнӗ. Эпӗ те халь пулăшакан вырăнӗнче кăна мар, хам тӗллӗн вăй хуракан.  Çанă тавăрса тăрăшнăшăн пӗр стакан çăнăх виçсе паратчӗç, – ачалăхне аса илет çак кунсенче 95 çул тултаракан Анна аппа. – Аслă вăрçă вăхăтӗнче пире, çамрăксене (тӗрӗссипе, ача-пăча кăна пулнă-ха), Нурлатри юр хӳсе кайнă чугун çула тасатма илсе килетчӗç. Пуйăссем, эшелонсем иртейччӗр тесе линие кӗреçепе тасатнă. Лашасемпе килеттӗмӗр. Çурлă-кӗрлӗ колхозра вăй хунă. Тӗреклӗ вăйпитти лашасене фронта илсе кайсан станцине тырă леçме, унтан вăрлăх турттарма, вăрмантан вутă кӳме вăкăрсемпе çӳреттӗмӗр. 

Аннăн тăватă тетӗшне те вăрçа илсе кайнă. Килте аслашшӗпе асламăшӗ, амăшӗ тата вӗсем, икӗ хӗрача, тăрса юлнă. Мӗн каламалли, мӗнпур ялӗпех, çӗршывӗпех лару-тăру çапла. Ял хуçалăхне ачасен,  хӗрарăмсемпе мучи-кинемисен тытса тăма тивнӗ. Чăваш Менчинче колхоз «Сталин» ятлă пулнă, кӳршӗллӗ поселокра – «Весна». Хуçалăхсенче аслисен хăйне уйрăм звено, ачасен хăйне пулнă. Хăюллă Аннăна 5-6 çамрăкăн звеньевойне лартнă. Хӗрача ыттисемпе пӗр шайра уйра тăрăшнисӗр пуçне тата хăшӗ мӗн чухлӗ сотăй çулнине, çумланине çырса пынă. Ӗç кунӗсем лартнă. 

Пӗррехинче вăкăр кӳлнӗ урапапа вăрмантан типӗ вутă тиесе килнӗ хушăра Пестрый ятлă вăкăр Менчӗ çырмине урнă пек кӗрсе кайнă. Пӗвӗпе çӳллӗ те хытанка хӗрача мӗнле ӳксе юлман-ши? Аран çаврăнса сиксе юлма ӗлкӗрнӗ. Выльăха шывран илсе тухас тесе урапана вӗçертме, вутта çырана ывăтма тӳр килнӗ. Çакăн хыççăн асăрхануллăрах пулма тытăннă вăл, тантăшӗсене хăрушсăрлăх техникине вӗрентнӗ. 

 

Вутă та каснă,

 ака та тунă...

Анюкăн аслашшӗ, 1870 çулхи Архип Сетнерович Ильин, ялти паллă сӗрме купăсçă, мăнукӗсемпе ваттисен сăмахӗсемпе калаçса ларса васкамасăр мăштук туртнă. Унăн ывăлӗсем тӗпрен илсен пурте тенӗ пекех Аслă вăрçăра вилнӗ. Вăл хăйӗн сӗрме купăсӗпе кинӗсене ташлаттарнă. Чăваш ялӗнче Архип Ильин пӗрремӗш староста ятне тивӗçнӗ. Иртнӗ ӗмӗр пуçламăшӗнче ачасем выçăпа вилме пуçласан çак пултаруллă арçын пуçарăвӗпе Чăваш Менчинче ача сачӗ евӗр учреждени уçнă. Унта шăпăрлансене пăтă-яшка çитерме хушнă, вилме паман. Вăйлă чирлисене сипленме ял пуçлăхӗ Чис­тай больницине янă. Ятарласа лав уйăрнă. 1921, 1936,1937 çулсенче ку тăрăхра выçлăх пулнă. Архип Сетнерович кăшт та пулин укçа ӗçлесе илме тесе Ленинграда кайнă. Вăл хула урамӗсенче сӗрме купăс каласа ларнă тет имӗш. Таврăннă. Ывăлӗсен – Иванăн, Петӗрӗн, Ваççилин – çемйисене унăн пулăшăвӗ кирлине пӗлнӗ вăл.     

– 1945 çулта, Аслă Çӗнтерӳ хыççăн, арканнă Совет Союзне пур вăйран çӗклеме пуçланă. Уйрăмах пире, çамрăксене, нумай лекрӗ. 60 çухрăма вутă касма ячӗç. Çав тем хулăнăш вутăсене лашапа Нурлатри чугун çул разъездне турттараттăмăр. Эшелонсем çине тиесе ăсатма çывăхрах пултăр тенӗ ӗнтӗ. 1945 çулхи кӗркунне кайнă та çуркунне кăна таврăннă. Унтан хирте ака тума тытăнтăмăр. Лашасем çитменнипе ӗнесем кӳлсе сӳреленӗ, тулă-ыраш вăрлăхне алăпа сапнă. Ака-суха ӗçӗсем вӗçленсен пӗр самант та пушă тăман – çутă юписем валли алăпа шăтăксем алтнă. Уй-хирти ӗне кӗреймен чӗрӗ çӗрсене алăпа кӗрепленӗ, сӳреленӗ. Ӗне йӗпе, шурлăхлă вырăнсенче ан путтăр тесе çурри ытла ӗçе хамăр çине илме тивнӗ. Шăйрăк-шайрăк пӗр алтман вырăн та хăварман, – малалла асаилӳ çăмхине сӳтет 9 теçетке çул урлă каçнă чун-чӗрипе те, сăн-пичӗпе те илемлӗ, паттăр хӗрарăм.

1947-1948 çулсенче Анна Ивановна фермăра ӗне сунă.

– Специалистсем кирлӗрен колхоз ертӳлӗхӗ мана вӗренме яма йышăннă. Эпӗ хаваспах Çарăмсанти пӗр çуллăх курссенче ятарлă пӗлӳ илме пуçларăм. Полевода вӗренсе тухрăм. Тăрăшуллă çамрăксене малалла ăс пухма ячӗç – эпир Свияжск хулинче виçӗ çул пурăнтăмăр. Анлă профильлӗ агроном-зоотехник дип­ломӗпе мана Ямаш (халь Элмет) районӗнчи Клемтел чăваш ялӗн хуçалăхне практика иртме ячӗç. Унта виçӗ çул таранах çанă тавăрса вăй хутăм. Çав хушăра темӗн те пулса иртрӗ. Телее, инкек-мӗн сиксе тухман. Пӗррехинче кӗркунне вика вăрлăхӗ йӗпеннӗччӗ, кӳршӗ хуçалăхра сушилка пуррине пӗлтӗм. Вăхăтпа типӗтмеллеччӗ. Веçех тӗрӗс тунă пек туйăнчӗ. Анчах та каялла тиесе таврăннă вăрлăха алла илтӗм те – çурăлма пуçланине куртăм. «Пӗтрӗ пуç! Мӗн ку?!» – йӗретӗп. Ватă специалист мана канаш пачӗ: «Эсӗ ăна пӗр савăтра чӳрече кантăкӗ çинче акса пăх. Шăтӗ-и?» – терӗ. Юпа уйăхӗ.  Эпӗ савăнсах ырă канаша пурнăçлама пикентӗм. Пурте тенӗ пекех шăтрӗç. 

Тепрехинче çуракинче манăн нарядпа йăва (гнездовой) мелӗпе хӗвелçаврăнăш акрăмăр. Пӗри те те пулин шăтинччӗ! Мӗн тумалла? Кӳршӗ хуçалăхран вăрлăх туянтăм. Вӗтӗ хăй. Шăкăрин шăтса тухрӗç. Тухăçӗ çав тери аван пулчӗ. Вăхăчӗ ыйтнине пурнăçлама тăрăшнă. Темӗн те курнă, тӳснӗ, хӗрӗм, – терӗ тава тивӗçлӗ ял ӗçченӗ. 

 

Таврари ялсене те улма-çырлапа 

тивӗçтернӗ

1955 çулта Анна Петр Алексеевич Дементьева качча кайнă.  Тăван ялне отпуска килсен вырăнти маттур йӗкӗтпе, малта пыракан комбайнер-механизаторпа туслашнă маттур пике. Вара ентешӗн мăшăрӗ пулма килӗшнӗ. 

Çапла майпа çамрăк та пултаруллăскер хăй çуралнă тăрăха таврăннă. Агроном-зоотехник кунта та питӗ кирлӗ.  Хӗлле фермăра ӗçленӗ, çуркунне çитсенех уйра ака тивӗçӗсене пикеннӗ. Вара хӗрӳ тыр­çи ӗçӗсем вӗçленичченех – хирте. Çемье хушăнсан аслă хӗрӗпе Вальăпа килте икӗ уйăх çеç ларнă. Телее, пăянамăшӗ ачисене ӳстерме, ӗçрен таврăниччен вӗсемпе ларма килӗшнӗ. 

– Колхозсене пӗрлештерсен, 1957 çултан пуçласа 1970 çулччен, Чăваш Менчӗ ялӗн пысăк хуçалăхӗнче зоотехникра вăй хутăм. «Дружба» ял хуçалăхӗн  председателӗ, Социализмла Ӗç Геройӗ Шариф Хафизовччӗ. Мана питӗ хисеплетчӗ вăл. Хăйӗн хӗрӗ, питӗ тарăн пӗлӳллӗ специалист вырăнне хурса сума сăватчӗ. Тӗрӗссипе, çакăн пек тӗлӗнмелле ăста хуçапа ӗçлеме тивнипе мăнаçланатăп эпӗ. Çамрăксемшӗн тӗслӗхчӗ, ватăсемшӗн – мухтава тивӗçлӗ ывăлччӗ пирӗн председатель. 1970 çулччӗ ун чухне. Пӗррехинче ман пата пычӗ те: «Пирӗн хуçалăхăн малкурăмлă вӗреннӗ çамрăксем пуррипе савăнатпăр эпир. Сана, Анна Ивановна, питӗ яваплă ӗç шанса парасшăн», – терӗ Шариф Сагирович, – аса илет мухтава тивӗçнӗ ӗç ветеранӗ.

 Анна Дементьева килӗшнӗ. Вара ăна çил хуçаланакан пуш-пушă уй-хирте сад пахчи ӗрчетме 54 гектар çӗр шанса параççӗ. Пур ӗçе те чунӗпе парăнса пурнăçлакан пултаруллă специалиста  агроном-пахчаçа куçараççӗ. Тӗллевӗ пӗрре – панулмипе хурлăхан сачӗ ӗрчетесси.

 – Пӗлетӗр-и, çакăн пысăкăш лаптăка шăтăрнаксем (штакетник)  лартса карта тытса тухрăмăр. Тул енне тирексем лартрăмăр. Çак лаптăка хăтлăх кӳме пире шкул ачисем пулăшрӗç, – малалла калаçать Анна Ивановна. – Панулми, хурлăхан ӳстерсе мӗнпур колхоз çыннине, таврари ялсене улма-çырлапа тивӗçтереттӗмӗр. Кӗске хушăрах питӗ пысăк тухăç туса илме пуçларăмăр. Пысăк çурт лартса сушилкăсем вырнаçтартăмăр. Халь ӗнтӗ эпир пан­улми тураса типӗтсе патшалăха паратпăр. Лавккасемпе столовăйсем пиртен компот вӗретме, кукăль пӗçерме типӗтнӗ панулми туянатчӗç. Вăхăт иртнӗçемӗн 3 литрлă банкăсемпе маринадласа сутлăха пама тытăнтăмăр. Кӳршӗллӗ Аксу, Çарăмсан, Чистай районӗсене, Самара тăрăхне ăсататтăмăр. 

 

Ӗç ветеранӗ

Ӗçленӗ чухне  пӗр вӗçӗмсӗр районти Депутатсен канашӗн, ял Совечӗн депутачӗ пулнă. 1964 çулта Анна аппана опытпа ылмашăнма Мускава ВДНХна янă. Вăл халӗ те астăвать çав савăнăçлă пилӗк куна. 

 1984 çулта ял хуçалăхӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ӗç ветеранӗ Анна Дементьева тивӗçлӗ канăва тухнă. Унтанпа кашни çулах пур пысăк уяв тӗлне те чăваш хӗрарăмне юбилей медалӗсемпе чыслаççӗ, Нурлатра иртекен парада, митингсене, шкулти тӗлпулусене чӗнеççӗ. Çамрăксемшӗн тӗслӗх вăл. 

«Мӗн вăл пурнăç тӗллевӗ? Юратнă ӗç, хам лартнă çурт, умри сад пахчинче ӗрчетнӗ виноград, ытти улма-çырла. Тата мӗн? Кашни хӗрарăмăнах пархатарлă ачасем ӳстермелле, атьсен уссине курмалла», –  терӗ юбиляр кашни кунах тухса вăй хума кăмăллакан сад пахчипе паллаштарса. 

Савнă мăшăрӗпе Анна Ивановна 4 ачана пурнăç парнеленӗ. Паян Дементьевсен йăх-ăру йывăççи пысăк: пӗтӗмпе 11 мăнук, 19 кӗçӗн мăнук. Ачисем питӗ пултаруллă вӗсен, пурнăçра пысăк çитӗнӳсем тунăскерсем, пурнăç çулӗпе малалла сарлака утăмсемпе ăнтăлакан ывăлӗпе хӗрӗсем мӗнпур тимлӗхӗпе ăшшине амăшне халаллама тăрăшаççӗ. Аслине хисеплеççӗ, юратаççӗ.

Алена СЕЛИВАНОВА.

Дементьевсен çемье 

архивӗнчи сăнӳкерчӗк.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев