Халь çырăнсан йӳнӗрех!
Хаклă вулаканăмăрсем! Декабрӗн 3-мӗшӗнчен çырăнтару декади пуçланчӗ. Вăл декабрӗн 13-мӗшӗччен тăсăлать. Çак тапхăрта «Сувар» хаçата çырăнтарăвăн тӗп кампанийӗнчи хакран Тутарстанра 150 тенкӗ, Чăваш Ен, Марий Эл республикисемпе Ульяновскпа Самара облаçӗсенче 110 тенкӗ, Пушкăртстанпа Челябинскра 118 тенкӗ йӳнӗрех хакпа çырăнма пулать.
Хисеплӗ тусăмăрсем, тăванăмăрсем! 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне пичет кăларăмӗсене çырăнас кампани вӗçлениччен вăхăт нумай юлмарӗ. Çавăнпа та хăвăр юратнă хаçата вăхăтлă çырăнса ӗлкӗрӗр. «Сувара» 6 уйăха çырăннисен хушшинче акци ирттерни пирки те аса илтеретпӗр, парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне – музыка колонки.
Чăваш пулар, пӗрле утар – вулар кашни килте «Сувар»!
Сăнӳкерчӗкре: Лайăш районӗнчи Габишевăри Культура центрӗн ӗçченӗсем «Сувара» питӗ кăмăллаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев