Халăх календарӗ
Çӗртме уйăхӗн 5-мӗшӗ – Леонтий. Çак кун кукăркутсем (овод) йышлă-тăк – тухăç ăнса пулать кăçал.
◊ Çӗртме уйăхӗн 6-мӗшӗ – Симеон. Çумăр çусан кăмпа ăнса пулать. Шăлан (шиповник) çак кун яланхинчен ытларах шăршă сарать-тӗк – çумăр кӗт.
◊ Çӗртме уйăхӗн 7-мӗшӗ – Иван. Çак кунтан пахчаçăсем ӳсекен пахча çимӗçсене каçсерен лайăх хуплама тăрăшаççӗ – ӳсен-тăрана сиенлетекен çăнăхлă сывлăм ӳкме пуçлать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 8-мӗшӗ – Карп. Вăрăмтунасем питӗ йышлă пулсан июнь вӗçӗ ăшă, анчах çумăрлă пулать.
◊ Çӗртме уйăхӗн 9-мӗшӗ – Федор. Хӗвел тухнă чухнех питӗ пăчă – çывăх вăхăтра çумăр çăвать. Çак кун хирӗçме, урай шăлма юрамасть тет.
◊ Çӗртме уйăхӗн 10-мӗшӗ –
Никита. Ку кун лăпкă-тăк – кӗркунне тулăх тухăç пухса илме хатӗрлен.
◊ Çӗртме уйăхӗн 11-мӗшӗ – Феодосия. Ыраш лайăх ӳсет пулсан кăмпа та ăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев