Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх пуласлăхӗ – ачасенче

Ноябрӗн 29-мӗшӗнче Хусанти 180№ полилингвальлӗ гимназире Раççейре пурăнакан халăхсен чӗлхисемпе шкул ачисен тӗпчев конференцийӗ иртрӗ. Унчченхи çулсенчи пекех унта çичӗ халăх – вырăс, тутар, чăваш, мари, мордва, удмурт тата пушкăрт – вӗренекенӗсем хутшăнчӗç. Асăннă конференци, унта тăтăш хутшăнакансем пӗлеççӗ ӗнтӗ, кашни çулах ноябрь уйăхӗн вӗçӗнче иртет. Ăна Тутарстан Республикин Вӗрентӳпе наука министерстви, ТР Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ, Хусан хулин Вӗрентӳ управленийӗ тата тӗп хулари 180№ полилингвальлӗ гимнази йӗркелет.

Ку мероприяти хамăр республикăра çеç мар паллă, унта кашнинчех ытти регионсенчи вӗренекенсем те хастар хутшăнаççӗ. Çавăнпах шайӗ те регионсен хушшинчи шутланать. Кăçал та тӗпчев конференцине Тутарстанри шкулсенче вӗренекенсемсӗр пуçне Чăваш, Мордови, Удмурти, Пушкăртстан, Марий Эл республикисенчен, Оренбургпа Ульяновск облаçӗсенчен, Пермь крайӗнчен шкул ачисем хутшăнчӗç. Конференцин юлашки тапхăрне хутшăнма заявка панисенчен 108 ача тивӗçнӗ. 

Каларăмăр ӗнтӗ, ку мероприяти Хусанти чи пысăк шкулсенчен (1800 ытла ача вӗренет) пӗринче – 180№ гимназире – иртет. Асăннă вӗренӳ учрежденийӗ çӗнӗ-ха, 2017 çулта кăна уçăлнă. Паллах, шкула вӗренӳре кирлӗ çӗнӗ йышши оборудованисемпе тивӗçтернӗ, пӳлӗмсем нумай, пысăк, акт залӗ те пӗр-пӗр Культура çурчӗннинчен пӗртте кая мар.  Кӗскен каласан, кунашкал мероприятисене ирттерме мӗн кирли пӗтӗмпех пур çӗнӗ шкулта. Гимнази директорӗпе вӗрентекенӗсен Вӗрентӳпе наука министерствин ӗçченӗсемпе пӗрле регионсен шайӗнчи конференцин ӗçне йӗркелес, хăнасене кӗтсе илсе ăсатса ярас опычӗ те пысăк ӗнтӗ ку таранччен, çавăнпа та кашни çул çӳллӗ шайра иртет вăл. 

Шкул ачисен тӗпчев конференцийӗ кашнинчех уяв евӗрлӗ иртет. Ăна гимназин акт залӗнче юрă-ташăпа пуçлаççӗ, йӗркелӳçӗсем саламлаççӗ. Кăçал та çаплах пулчӗ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн управленийӗн ертӳçи Алсу Шарипова тата 180№ гимнази директорӗ Аида Ибрагимова саламларӗç конференцие хутшăнакансене, ăнăçу сунчӗç. Унтан çичӗ халăх ачисем кашни хăйӗн тăван чӗлхипе секцисене пайланса тӗпчев ӗçӗсене хӳтӗлеме саланчӗç. 

Чăваш шкулӗсенче вӗренекенсенчен кăçал конференцие хутшăнма 15 заявка килнӗ. Анчах та тăваттăшӗ тӗрлӗ сăлтавсене пула ноябрӗн 29-мӗшӗнче Хусана çитеймерӗ. Çавăнпа та жюри пайташӗсем – ЧР Вӗрентӳпе çамрăксен политикин министерствин Вӗренӳ институчӗн чăваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ, доцент Анна Семеновна Егорова тата çак йӗркесен авторӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ Вера Валерьевна Александрова – 11 ачан тӗпчев ӗçне хакларӗç. Кăçалхи конференцие çак ачасем хутшăнчӗç: Ульяна Малова (Чăваш Ен, Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ 10№ шкул, 11-мӗш класс, вӗрентекенӗсем Ю.Е.Анисимова тата  А.В.Егорова), Камилла Илюхина (Элкел районӗ, Сиктӗрме шкулӗ, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ Н.Н.Чернова), Софья Малышева (Хусанти 177-мӗш лицей, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ Е.В.Огородникова), Екатерина Оленкина (Чăваш Ен, Шупашкарти Г.Н.Волков академик ячӗллӗ 62№ шкул, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ Н.И.Егорова), Софья Ярзуткина (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упи шкулӗ, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ Л.А.Ярухина), Татьяна Архиреева (Пăва районӗ, Чăваш Киштек шкулӗ, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ О.М.Бахтинова), Евгения Хайруллина (Элкел районӗ, Кивӗ Тахтал шкулӗ, 9-мӗш класс, вӗрентекенӗ Н.А.Александрова), Алина Симухина (Çарăмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗ, 8-мӗш класс, вӗрентекенӗ М.А.Захарова), Евгения Синдюкова (Çӗпрел районӗ, Чăваш Çӗпрел шкулӗ, 10-мӗш класс, вӗрентекенӗ А.В.Артемьева), София Сусарина (Апас районӗ, Чӗрккӗн шкулӗ, вӗрентекенӗ – С.П.Сусарина) тата Магдалина Юманова (Çӗпрел районӗ, Хурăнвар Шăхаль шкулӗ, вӗрентекенӗ Г.Н.Сандиярова). 

Вӗренекенсем питӗ интереслӗ темăсем суйласа илнӗ. Ытларахăшӗ хăй пурăнакан вырăнпа, çынсемпе, йăла-йӗркепе çыхăнтарнă тӗпчевне. Ак, тӗслӗхрен, Алина Симухина хăйсен ялӗнчен тухнă паллă кинорежиссер Дмитрий Михлеевăн кун-çулӗпе ӗç-хӗлне тӗпченӗ, Евгения Синдюковăпа Магдалина Юманова ялти çынсен ячӗ-хушма ячӗсемпе интересленнӗ, Софья Ярзуткина хăйӗн ентешӗн Георгий Тал-Мăрсан поэзине тӗпченӗ, Ульяна Малова çамрăк чăваш çыравçин Ольга Австрийскаян сăввисенчи анне сăнарне уçăмлатма тăрăшнă, Софья Малышева чăваш эрешӗсене геометри енчен хакланă... 

Кашнине тăрăшнăшăн Диплом парас килет хаклакансен. Анчах та ТР Вӗрентӳпе наука министерстви палăртнă призлă вырăнсен хисепӗ шутлă. Чăваш ачисенчен улттăн диплом илме тивӗçрӗç хальхинче: Евгения Синдюкова – çӗнтерӳçӗ, Магдалина Юмановăпа Ульяна Малова – призерсем, Софья Малышева, Алина Симухина тата Екатерина Оленкина – лауреатсем. 

Диплома тивӗçнисене гимназин акт залӗнче наградăларӗç. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин представителӗсем, вӗрентекенсемпе хăнасем саламларӗç, тăван чӗлхе кашни ачашăн ялан тӗп вырăнта пулмалли, ăна тăрăшса вӗренмелли пирки нумай калаçрӗç, конференцие хутшăннă кашни ачапа вӗрентекене тав турӗç. «Кашни халăхăн пуласлăхӗ – ачасенче», – çапларах пулчӗ тухса калаçакансен тӗп шухăшӗ. Чыслав церемонине тӗрлӗ халăх ачисем юрă-ташăпа илемлетрӗç. Чăвашсенчен Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнче вӗренекен Софийăпа Стефания Чаркинасем илемлӗ юрă юрласа савăнтарчӗç. 

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование конференция