Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсен пӗрлӗхне çирӗплетет

Хусанта Тутарстан Халӑхсен Туслӑх Ҫурчӗн сцени çинче эрне каялла Республикӑри «Пирӗн ҫурт – Тутарстан» этнокультура фестивалӗн зонӑри суйлав турӗ иртрӗ.

 

Кӑҫал мероприятие Республикӑри Хусантан тата Çӳлту, Ешӗлвар, Лайăш, Пӗтреç тата Рыбно-Слободски районӗсенчен 100 ытла пултарулӑх коллективӗ пухăнчӗ. Вӗсен хушшинче Светлана Садыкова ертсе пыракан Хусанти «Салам» фольклор ушкăнӗ те пулчӗ.  

Фестиваль Тутарстанра пурӑнакан халӑхсен пӗрлӗхне ҫирӗплетет тата пӗр-пӗрне ӑс-хакӑлпа пуянлатать, «Ҫемье» наци проекчӗн «Ҫемье хаклӑхӗсемпе культура инфраструктури» федераци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшать.

  Суйлав турӗсем Нурлат, Арск тата Пӑва районӗсенче ӑнӑҫлӑ иртнӗ. Умра – Лениногорск, Сарман тата Менделеевски.

 


#Фестиваль

Нет комментариев