Хальхи çанталăк лайăх тухăç шантарать
ТР Гидрометцентрӗн хыпарӗсемпе, республика территорийӗнче 1 метр тарăнăш тăпрари нӳрӗк запасӗ 30 миллиметр, вырăн-вырăнпа ытларах та. 2,7 миллион ытла гектар лаптăкри калчасемшӗн хальхи ăшă та çумăрлă çанталăк питӗ лайăх. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров июнӗн 10-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра пӗлтерчӗ.
Министр сăмахӗпе, çураки кăçал вăхăтра тата чăрмавсемсӗр вӗçленнӗ, 1,3 миллион гектар лаптăка пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсем, 583 пинне çуллă культурăсем, 53,7 пинне сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 752 пинне нумай çул ӳсекен курăк йышăннă.
Марат Азатович кăçал çуллă культурăсен лаптăкне – 100, çӗрулминне 1,3 пин гектара ӳстернине палăртрӗ. Çуллă культурăсене нумайрах акни тупăшлă пулнипе çыхăннă пулсан, çӗрулмин лаптăкне ӳстерни «Чистополье» холдинг компанийӗ çӗрулми тирпейлекен завод уçассипе. Кунта чипсы, фри кăларма тытăнаççӗ, завод кăçалах хута каймалла.
Хамăр вăрлăх япăх мар
Çураки кампанийӗ çине республика кăçал пӗтӗмпе 42,1 миллиард тенкӗ (вăрлăх, запас пайсем, удобрени, çунтармалли-сӗрмеллисем, ыттисем) тăкакланă.
Раççей ял хуçалăхӗллӗ çӗршыв пулсан та, вăрлăха 100 проценчӗпех туса илеймест-ха хальлӗхе. Чăн та, çӗршыв селекцийӗ пӗр вырăнта тăмасть, ют çӗршыв санкцийӗсем аталанма хистеççӗ. Кăçал сахăр чӗкӗнтӗр вăрлăхӗн 53 проценчӗ (пӗлтӗр пурӗ 8 процент кăна пулнă), кукурузăн – 70, хӗвелçаврăнăшӗн – 61, рапсăн – 60, сойăн 53 проценчӗ хамăр çӗршывăн. Ку енӗпе ӗç чарăнмасть, наци проекчӗпе 2030 çул тӗлне хамăр вăрлăх 75 процентран кая пулмалла мар. Министр хамăр вăрлăхсене хурламарӗ, пӗлтӗр акнă сахăр чӗкӗнтӗрӗ ăнса пулнине палăртрӗ. Апла пулсан та, ют çӗршывран вăрлăх кӳреймесӗр пултараймастпăр-ха хальлӗхе, тӗнчери çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр вăрлăха кăçал та Францирен, Германирен тата ытти çӗршывсенчен кӳнӗ.
Программăра 43 район
ТР Раисӗн Р.Миннихановăн хушăвӗпе, халăха пахча çимӗç вăрлăхӗпе тивӗçтерес программа çине кăçал 20 миллион тенкӗ уйăрнă. Çапла майпа потребительсен кооперацийӗсемпе Татпотребсоюзăн кооперативӗсем ытлашши тухăçа халăхран хăйсемех туянас шутпа ял çыннисене 30 тонна сухан, 600 килограмм кишӗр, 700 килограмм хӗрлӗ чӗкӗнтӗр вăрлăхӗсемпе 109 пин штук ытла купăста калчипе тивӗçтернӗ. Ку программăна 43 муниципаллă район хутшăннă. 2024 çулта 736 ял хутлăхӗн çыннисене, 261 шкулпа 33 648 харпăр хуçалăха вăрлăхсем уйăрса панă.
Техника çителӗклӗ
Ял хуçалăх техникине туса кăларакансемпе тата дилерсемпе тачă çыхăнса ӗçленипе çураки вăхăтӗнче кирлӗ мӗнпур техникăна вăхăтра хатӗрленӗ. Республикăн уй-хирӗсене пурӗ 11 пин трактор, 857 ака агрегачӗ, 5 пиншер сеялкăпа тăпрана ӗçе кӗртекен техника тухнă.
Марат Зяббаров хальхи вăхăтра вырмана тухмалли техника юсавӗ пынине те асăнчӗ. Вӗсене июлӗн 1-мӗшӗ тӗлне йăлтах хатӗрлесе хумалла-мӗн, мӗншӗн тесен 1 миллион та 298 пин гектарти пӗрчӗллӗ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра тата çухатусемсӗр пухса кӗртмелле. Хамăрăн «Татнефть» тата «ТАИФ» нефть компанийӗсем ял хуçалăхӗсене йӳнӗрех хакпа çунтармалли-сӗрмелли хатӗрсем пани çав тери пысăк пулăшу пулнине те каларӗ вăл.
Юлашки çулсенче республикăра мелиораци аталанăвӗ çине пысăк тимлӗх уйăрнине уйрăммăн палăртрӗ министр. Çанталăка пӗлме çук, типӗ çулсенче хирсене шăвармасăр май çук халӗ. 2010 çултанпа, ахăртнех çав тери типӗ çул ку проблемăна çӗнӗлле пăхма хистенӗ, республикăри 37 пин гектара шăвармалли системăсене юсанă. 2025 çулта кăна мелиораци комплексӗн аталанăвӗ çине 4,2 миллиард тенкӗ инвестици хывӗç. РФ Ял хуçалăх министерствин федераллă программипе Чистайра 6 пин гектарти çӗрулми, пахча çимӗç тата выльăх апачӗн культурисене шăвармалли системăн строительстви пырать халӗ.
Çум та, кăпшанкă та çывăрмасть
Хӗл ăшă, çанталăк çумăрлă тăнине кура тыр-пул калчисем кăна мар, çумкурăк та лайăх ӳсет, кăпшанкă та çывăрмасть. Марат Зяббаров кун çинче питех чарăнса тăмарӗ. Уй-хирсене çумкурăкран, хурт-кăпшанкăран сыхлама пысăк ӗç тумаллине кăна каларӗ. Кăçал республикăра 1,3 миллион гектара çумкурăкран, 500 пинне кăпшанкăсенчен, тепӗр 568 пинне ӳсен-тăран чирӗсенчен хими препарачӗсене сапнине тата 650 пин гектарти калчана çулçăран апатлантарнине асăнса хăварчӗ. «Вăхăтра ӗлкӗрмелле»,– терӗ кун пирки.
Пӗр ӗне пуçне 27 апат единици
Ял хуçалăх ӗçченӗсем паянхи кун тепӗр яваплă ӗçре. Марат Азатович кăçал республикăн пӗр ӗне-выльăх пуçне пӗтӗмпе 40 апат единици выльăх апачӗ хатӗрлемеллине каларӗ. Планпа 3,3 миллион тонна сенаж, 3,7 миллион тонна силос, 330 пин тонна утă хатӗрлесе хумалла-мӗн. Харпăр хуçалăхсенчи 265 пин мăйракаллă шултра выльăха апатпа тивӗçтерес тесен тата 514 пин тонна утă типӗтсе хумалла. Паянхи кун тӗлне ял хуçалăх ӗçченӗсем пӗр ӗне пуçне 2,7 апат единици хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
4 миллионран кая мар
Хамăра кирлӗ чухлӗ кăна тырă ӳстермест республика. Марат Азатович сăмахӗсемпе, паянхи кун та пӳлмесенче 585 пин тонна тырă упранать-ха, вӗсенчен 280 пин тонни 2023 çулхиех. Тыр-пул ӳстернин тăкакне кура хакӗ те лайăх пулмалла пек те, çук çав. Чи лайăх 3-мӗш класлă тыррăн пӗр тонни 14600 тенкӗрен иртмест. Çавăнпа ял хуçалăх ӗçченӗсен тăкакне саплаштарма патшалăх 392,6 миллион тенкӗ субсиди уйăрать.
Чăн та, кăçал мӗн чухлӗ тырă пухса кӗртессине прогноз тумарӗ хальхинче министр. Республикăн планӗпе çӗнӗ тухăç 4 миллион тоннăран сахал пулмалла маррине кăна асăнчӗ. «Мускавра ав, темӗн пысăкăш пăр çуса кайнă. Тырă пӳлмене кӗрсен кăна цифрăсене пӗлтерӗпӗр», – çанталăкран мӗн кӗтмеллине пӗлме çуккине палăртрӗ вăл.
«Агроволга»
Марат Зяббаров юлашкинчен пурне те июлӗн 9 – 11-мӗшӗсенче «Хусан Экспо» курав центрӗнче «Агроволга 2025» Пӗтӗм Раççей агропромышленность куравӗ иртессине пӗлтерчӗ. Кун пек курав Раççейӗпе урăх ниçта та çук-ха хальлӗхе. Куравăн программи анлă, мăйракаллă шултра вылăх чӗрнине касассин турнирӗнчен пуçласа конференцисем, трактор-шоу таранах. Çав вăхăтрах пӗрремӗш хут иртекен техникăпа оборудованисен «Спецтехника» куравӗ те ӗçлӗ. Павильонсенче, урамра вырнаçтарнă техникăпа технологисене, продукцисене кашнин хăй куçӗпе курса хаклама май пулӗ.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев