Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХАЛЬХИ ПУРНĂÇ ÇИНЧЕН СПЕКТАКЛЬСЕМ КӖТЕÇÇӖ КРИТИКСЕМ

Кăçал «Наурузра» тӗрӗк театрӗсен 29 ӗçне хаклама пултарчӗç хусансем

Июнӗн 5-мӗшӗнче Хусанта «Науруз» тӗрӗк халăхӗсен театр фестивалӗ ӗçлеме пуçларӗ. Шучӗпе вăл вун улттăмӗш, анчах фестивалӗн илемлӗх ертӳçи Фарит Бикчантаев пресс-конференцире 2023 çул «Наурузшăн» юбилей çулӗ тет çирӗппӗн – шăп 25 çул каялла «Науруз» пӗрремӗш хут Хусанта иртнӗ. Кăçал фестивальте тӗрӗк театрӗсен 29 спектакльне пăхса хаклама пултарчӗç хусансем. Тӗнчере кунран кун лăпкă мар, анчах сцена ӗçченӗсене «Науруза» пухăнса пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма чараймарӗ çакăн пек лару-тăру.

Вырсарникун, июнӗн 4-мӗшӗнчех Г.Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх академи театрӗн спектакльне пăхма пултарчӗç фестивале хутшăнакансем. Театрăн кӗçӗн сцени çинче яппунсен авторӗн Коки Митанин  «Академия смеха» пьеси тăрăх Айдар Заббаров режиссер лартнă «Кӗл» интереслӗ спектакле пăхма пултарчӗç. Пьесăн тутарла текстне ТР халăх артисчӗ Фанис Зиганшин хатӗрленӗ. Сăмах цензорпа драматург хутшăнăвӗсене сăнлать. Спектакле лартакансене яппун драматургӗн ӗçне Тутарстан сцени çине улăштармасăр, анчах çав тери тăванлатса кăларма пултарнишӗн мухтамалла. Цензура алли чарса тăратнă паллă тутар классикӗсен кӗске историйӗсене те каласа пама ӗлкӗреççӗ актерсем (ТР тав тивӗçлӗ артисчӗ Эмиль Талипов тата Алмаз Бурганов артист). Тӗрӗссипе цензурăна пула творчествăра тăхтав тума тивнӗ авторсене халалланă ӗнтӗ спектакле.

Кун йӗркинче – Чехов

Фестивале акăш-макăш концертпа мар, питӗ сăпайлăн уçрӗç – Игорь Яцко ертсе пыракан «Школа драматического искусства» вырăс театрӗ (Мускав) «Вишневый сад» (А.Чехов) спектакль кăтартрӗ. Эпир шкултан драматургăн çак пьесине тунсăхлă (тен, хурлăхлă та – Фирса хупса хăварни, тӗслӗхрен) тесе шутланă.  Апла пулин те Яцко режиссер кулăшла самантсем чылай асăрханă «Вишневый садра». Куракансем хăш-пӗр самантсене йышăнмарӗç те пулӗ – юмор туйăмӗ пурин те пӗр шайра мар-çке. Асăрхăр – мускавсем Антон Павлович пьесинчи пӗр сăмаха та улăштарман, автор асăрханă кашни сăмаха типтерлӗ  куракан патне çитернӗ.

Чехов кунпах вӗçленмерӗ. Казахстанри Театр А.И. «Сад» спектакль илсе илчӗ Хусана. Ку та «Вишневый садах» иккен. Анчах вăл чие сачӗ мар, панулми сачӗ пулса тăнă. XX ӗмӗрӗн 90-мӗш çулӗсенче пулса иртет ӗç-пуç. Спектакльти геройсем «казахланнă»: Гаев, Раневская... мар, Габит Ахметович, Сезим Ахметовна ... «Антон Чехов тăрăх» лартсан çапла пулать-тӗр.

Çурçӗр Кавказ театрӗ

Кашни «Науруза» мӗнле те пулин халăха халаллаççӗ. Кăçал Çурçӗр Кавказран килнӗ театрсене сум пулчӗ. Дагестанран чылай пулатчӗ Хусан сцени çине тухманни. Махачкалари А.Салаватов ячӗллӗ Дагестан патшалăх кумык музыкăпа драма театрӗ Ч.Айтматовăн «Пегий пес, бегущий краем моря» драми тăрăх лартнă спектакль (режиссерӗ Линас-Мариус Зайкаускас) илсе килчӗç. Кимӗпе пулă тытма тухса кайнă ушкăнран пӗр арçын ача çеç чӗрӗ юлать. Кӗтмен çӗртен сиксе тухнă тăвăл, хыççăнах тинӗс çине аннă çăра тӗтре çынсен пурнăçне, шанчăкне татать – ӗçме шыв юлмасть, ишме çулне курмаççӗ. Аслашшӗ, тетӗшӗ, ашшӗ – пӗрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлаççӗ, юлашки сыпкăм шыва чи çамрăк пулăç валли хăвараççӗ. Кимӗ çинчи пӗртен пӗр чун – Кириск ача сывă юлать. Халран кайнипе вăйсăрланнăскер тӗтре сирӗлсен кимӗ йытă хурмиллӗ сăрт çывăхӗнчех пулнине курать. Килне ишсе çитнӗпе пӗрех иккен вӗсем...

Спектакльти драматизма техника мелӗпе усă курса вăйлатнине хакламасăр хăвармăн. Спектакль пуçланас умӗн залра çутă сӳнтерсен таçтан хыçалти ретсенчен видеопроекторпа ӳкерсе куракансене экран çине кăлараççӗ (каярах та видеопроекторпа пӗрре мар усă кураççӗ). Çапла майпа, куракан хăй те постановкăна хутшăнать пек. Сцена çинче пулса иртекен драмăна залра ларакан хăйӗнпе пулса иртнӗн çивӗч йышăнать.

Спектакль пынă май куракана сцена çинчи ӗçсене тата «хутшăнтараççӗ»: е тăвăла лекнӗ пулăçсене пулăшма телефонсен хунарӗсене çуттараççӗ, е зал витӗр геройсем сцена çине хăпараççӗ-анаççӗ. Пӗтӗмӗшле илсен спектакле режиссер, видеограф ӗçӗ теес килет. Фестивальсенче кун пек ӗçсене кăсăкланса пăхаççӗ.

Театр ертӳçи Скандарбек Тулпаров фестиваль уçăлас умӗн иртнӗ пресс-конференцире кумык театрӗнчи «куракан спектаклӗ» çинчен каласа пачӗ. Репертуарти пӗтӗм куракана килӗшекен «Молла Насретдин» спекткаль 82 çула çитнӗ иккен. Кун пек спектакльсем театрăн тата пур, афишăна лартсан кӗске вăхăтрах билетсем туянса пӗтереççӗ. Пуян историллӗ кашни театрăн ватăлма пӗлмен, сезонран сезона репертуарта юлакан халăх килӗштерекен спектакльсем пур пулӗ. Скандарбек Даниялович каласа панине интересленсе итлесе ларакан Фарид Бикчантаев çавăнтах идея «çуратрӗ»: «Тен, пирӗн фестивале кӗреймен, халăх юратакан спектакльсене уйрăммăн кăтартмалла?»

Мӗн тесен те çак сăмахсенче чăн шухăш пурах. Калăпăр, Махачкалана кайса кумык театрӗн 100 çула яхăн сцена çинче пыракан спектакльне пирӗнтен сайра кам пăхӗ. Çак «ватă» спектакль хамăр пата килсен вара интресленсех театра кайăпăр. Г.Камал театрӗнче те пур кун пек спектакль – «Сенкер шел», К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗнче пур-и? Нумай çул «Кай, кай, Ивана» (Н.Айзман) унтан «Праски инке хӗр парать» (А.Чебанов) спектакльсене халăх юратса пăхатчӗ. Анчах паянччен репертуарта юлман курăнать вӗсем.

Чӗре хӗлӗхӗсене сӗртӗнеççӗ

Ю.Платонов ячӗллӗ Саха (Якути) патшалăх эстрада театрӗн «Уйбаанчык» (режиссерӗ Леонид Попов) спектакльне палăртса хăварас килет. Сюжечӗ вăрçă çинчен калакан произведенисенче час-час тӗл пулать: çамрăк качча Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Пӗрремӗш çапăçурах пуçне хурать Уйбаанчык, хăйне панă пăшалӗнчен пӗрре персе ӗлкӗреймест. Пурнăçăн юлашки самантӗнче ялне «таврăнать». Юратнă хӗрне, ашшӗ-амăшне, ял-йыша, юлатшӗсене аса илет. Сценăна илемлетнӗ çӗрте минимализм мелӗпе усă курнă. Артистсен ансамблӗ 9-11 çынран ытла мар. «Мӗнле выляççӗ?»– ыйтăр эсир. Выляççех-и? Тен, вӗсем спектакльти ӗçсене чăннипех пурăнса ирттереççӗ? Тен, çавăнпах куракан чӗри патӗнчен тухакан хӗлӗхсене сӗртӗнсе куçран вӗри куççуль кăлараççӗ? Спектакль хыççăн куракансем «Браво» кăшкăрса хыттăн алă çупса артистсене тав турӗç.

Сцена çинче – чăвашсем

Чăваш Республикинчен «Науруза» яланах хутшăннă, çапла кирлӗ те. Пирӗн театрсен Ӗçтешӗсене кăтартмалăх опычӗ те, ăсталăхӗ те пур. XVI «Науруза» Чăваш патшалăх Пукане театрӗ Марье Левтинан «Виçӗ хӗвел» спектаклӗпе иртнӗ эрнекун «Экият» пукане театрӗнче пулчӗ. Тепӗр кунах, июнӗн 10-мӗшӗнче, Г.Камал ячӗллӗ театрăн пысăк сцени çинче Иакинф манахăн кун-çулӗ çинчен Наталия Сергеева лартнă «Эп сӳннӗ чух – эс çун!» (Михаил Сунтал) спектакле пăхрăмăр. Спектакле музыкăпа илемлетнине уйрăммăн палăртмалла. Вăл тӗп геройăн çул юлташӗ те, пурнăç тапхăрӗсем вӗçленнине пӗтӗмлетекенӗ те вăлах. Никита Бичурин хăвачӗпе Андриян Николаевран кая мар, апла пулин те мӗншӗн-тӗр халăхра ун ячӗ тăтăш илтӗнмест. Кăçал майăн 23-мӗшӗнче вăл çӗре кӗнӗренпе 170 çул çитрӗ. Пӗлтӗр вăл çуралнăранпа 245 çул çитнине паллă турăмăр. Пӗр тапхăр аса илетпӗр те татах тем вăхăт шăплантапăр. Çавăнпа Раççейӗн чăвашран тухнă пӗрремӗш Китай тӗпчевçи çинчен лартнă спектакль кураканшăн питӗ кăсăк. Кунта чăваш халăхӗн хурлăхлă историне те каласа пама ӗлкӗреççӗ,  акăш-макăш куçа йăмăхтаракан тӗссемпе пуян Китая та çитсе килетпӗр. Анчах чи пӗлтерӗшли, паллах, Бичурин-тӗпчевçӗн кун-çулӗ. Чăваш ялӗнче çуралса ӳснӗ Никита мӗнле майпа Раççей синологине никӗслекенсенчен пӗри пулса тăнине каласа пама тăрăшаççӗ сцена ăстисем. Тӗп геройăн сăнарне икӗ артист ăсталанă: çамрăк Никита Бичурин – Евгений Урдюков, ватăлса çитнӗ, шур сухаллă Иакинф архимандрит – ЧР халăх артисчӗ Геннадий Медведев.

Залра ларакансем ура çине тăрса темӗнччен алă çупса «Браво» кăшкăрнине, театртан тухнă чух та сцена çинче пулни-иртни çинчен хавхаланса калаçнине шута илсен творчество коллективӗ ума лартнă задачăна тивӗçлӗн пурнăçланă тесе каламалла. 

Тишкерекенсен сăмахӗ

Паллах, фестиваль программинчи спектакльсене хаклакансен шутӗнче театра юратакан ырă кăмăллă куракансем çеç мар, çирӗп тишкерӳллӗ критиксем те пулчӗç. Июнӗн 11-мӗшӗнче – «Науруз» вӗçленнӗ кун – хăйсен сăмахӗсене пӗр шелсӗр каларӗç. Паллах, вӗсем сцена ăстисене кӳрентересшӗн тумарӗç çакна. Программăра хальхи вăхăтри пьесăсем пулманни, сцена çинче çамрăксен темине çӗклеменнине палăртрӗç вӗсем. Çакăн сăлтавӗсенчен пӗри фестивале театрсем пӗрер ӗç сӗннинче тесе шутлаççӗ театр критикӗсем. Г.Камал ячӗллӗ театрăн тăватă сехете пыракан «Муть. Мухаджиры» (М.Галяу, режиссерӗ Фарид Бикчантаев) спектакльне ырларӗç. XIX ӗмӗрте тутарсем выçлăхран тарса Турцие куçса кайни пирки пырать сăмах.

XVI «Науруз» фестиваль Мускаври «Et Cetera» театрăн А.Чехов калавӗсем тăрăх лартнă «Лица» спектаклӗпе вӗçленчӗ. Ăна Театр ӗçченӗсен Союзӗн председателӗ, РФ халăх артисчӗ Александр Калягин лартнă. Спектакльте А.Калягин тата РФ халăх артисчӗ Владимир Симонов вылярӗç.    

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Сăнӳкерчӗк drama21.ru сайтран.

«Эп сӳннӗ чух – эс çун!» спектакльти сцена.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев