Хамăра çитет
Кăçал çăвӗпех типӗ çанталăк тăчӗ пулсан та Тутарстан хăйне çитмелӗх тыр-пул, çӗр улмипе ытти пахча çимӗç тата сахăр песокӗ туса илнине пӗлтерчӗ ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров ТР Министрсен Кабинетӗнче ытларикун, сентябрӗн 5-мӗшӗнче, иртнӗ брифингра.
Çав кун тӗлне республикăн акăнакан çӗрӗсен 98 процентӗнчи тыр-пула пухса кӗртнӗччӗ пулсан та министр пӗтӗмлетӳ тума васкамарӗ, мӗншӗн тесен çӗр ӗçӗнче пӳлмене кӗмен тырра шутласси йăлара мар. Çапах та тепӗр икӗ процент лаптăкри (25 пин гектарти) тухăç пӗтӗмӗшле кăтартăва питех улăштараймӗ. Ытларикун тӗлне 3,7 миллион тоннăна яхăн тырă пухса илнине пӗлтерчӗ Марат Зяббаров. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан 30,2 процент сахалрах ку, ун чух 5,3 миллион тонна пулнă. Кăçал пӗр гектартан вăтамран 25,8 центнер (пӗлтӗр – 36,9) тухнă. Тӗрӗссипе, çулне кура япăх та мар пек-ха ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен çуркунне ир килни усса каймарӗ, уйрăмах Кама леш енчи районсене ăнмарӗ кăçал. Шăтнă калчасене май уйăхӗнче тăм илчӗ. Ун чух çӗрле 12 градус таранах сивӗ пулчӗ. Калчасем вăй илсе ӳсес вăхăтра çумăр çумарӗ. Республикăра çăвӗпе те нормăран 48 процент чухлӗ кăна çумăр пулчӗ кăçал. Çак сăлтавсене пула республикăн хӗвелтухăç енчи районӗсенче 30 пин гектарти калчасем пӗтнӗ. Çавăнпа министр хуçалăхсене килес тухăçа халех страхламаллине аса илтерчӗ. Мӗншӗн тесен япăх метеусловисене пула пӗтнӗ тухăçшăн тăкака патшалăх саплаштармасть. Ӳсен-тăран ӳстерессинче вара яланах агротехнологирен çанталăк ытларах витӗм парать.
Атăл ку енчи районсем акана иртерех тухнипе тата кунта хушăран çумăрсем çукаланипе тухăç япăх мар вӗсен. Теччӗ районӗ, тӗслӗхрен, пӗр гектартан вăтамран – 39,2, Çӗпрел районӗ – 37,8, Кукмор районӗ 35,7 центнер илнӗ. Теччӗ, Çӗпрел, Кукмор, Камско-Устьински тата Кайпăç районӗсем 150-шар пин тонна тырă пухса илнӗ.
Агротехнологие тӗрӗс пăхăннипе, вăхăтра удобрени сапнипе кăна кăçал республика 3,7 миллион тонна тухăç илейнине пытармарӗ министр. Апла пулин те лару-тăру çав тери япăх темелли çук. Республикăн тырри хăйне çителӗклӗ. Тӗслӗхрен, çăкăр пӗçерме çулталăкне республикăна 300 пин тонна, выльăх-чӗрлӗхпе кайăк-кӗшӗк отраслӗсене 3 миллион тонна кирлӗ.Пӗлтӗрхи тухăçран юлнă 600 пин тонна тырă та пур-ха. Çитес çул анасене чакараççӗ тенине пӗлтермест ку. Тухăçа упрамашкăн республикăн вырăнӗ çителӗклӗ. Элеваторсенче, хуçалăх кӗлечӗсенче 5 миллион тонна тырă вырнаçать.
Чăн та, хаксем йӳнелни пăшăрхантармасăр мар ӗнтӗ. Калăпăр, 3-мӗш класлă туллăн тонни – 10, 4-мӗш класлин – 9, ыраш пурӗ те 6 пиншер тенке кăна юлни çӗр ӗçченне савăнтармалли хак мар. Тырçи вăхăтӗнче кашни çул хаксем çапла чакаççӗ иккен. Çавăнпа Марат Зяббаров хуçалăхсене тырра сутма васкама хушмарӗ. Мӗншӗн тесен тепӗр икӗ-виçӗ уйăхранах хаксем ӳсмелле.
Ял хуçалăхӗллӗ регион пулнă май, Тутарстан ытлашши тырра сутать. Тӗнчери лару-тăрăва пула тырра никам та илмест тени тӗрӗс мар, Тутарстанра ку процесс пӗрре те чарăнман. 2023 çул пуçланнăранпа акă 12 миллион долларлăх тырă сутнă эпир. Чи пысăк партие Турци, Иран, Сири, Казахстан туяннă. Кӗлетсенче упранакан ытлашши тырра малалла та сутас шутлине пӗлтерчӗ спикер, ку енӗпе калаçусем пыраççӗ те ӗнтӗ. Чăн та, мӗн чухлӗ тырă сутасси, мӗн чухлӗ упрама хурасси тырçи вӗçленсен татăклăн паллă пулӗ. (О.Бердникова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев