Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хамăра тытма пĕлсен шыв хăрушă мар

Кинора кăна çын шывра кăшкăра-кăшкăра путать, чăн пурнăçра вара сасă та кăларса ӗлкӗреймест

– Юнашарах çын путнине нумай чухне ыттисем сисмесӗрех юлаççӗ, мӗншӗн тесен инкеке лекнӗ çын шывран пуçа кăлара-кăлара антăхса сывлама тăрăшнипе сасă кăлараймасть. Акă мӗншӗн шыв-шурсем çинче кашнин асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, – кӗскен хакларӗ инкеке ТР МЧСӗн шыв-шурсем çинче çынсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес уйрăмăн ертӳçи Юрий Владимирович Венедиктов августăн 16-мӗшӗнче «Татар-информ» агентствăра журналистсемпе тӗл пулсан.

 Шыва кӗмелли сезонра çынсем путса вилменни пулман хальччен. Нумайăшӗ çакна шăпапа çыхăнтарсан та айăпӗ пирте хамăрта, урăхла каласан шыв-шурсем çинче хамăра тытма пӗлменнинче. Шыва кӗмелли сезон пуçланнăранпа, июнӗн 1-мӗшӗнчен, кăçал Тутарстанра кăна 49 çын, вӗсенчен 7-шӗ ача, путса вилнӗ. Статистикăна пăхас пулсан, кун пек çухату июнӗн 1-мӗшӗнчен чылай маларах та пуçланать. Çуркунне пăр кайнă вăхăтра шăпана тӗрӗслеме юратакан пулăçсем тата ытти çавнашкал çынсем нумай пирӗн. Юрий Венедиктов мӗнпурне шута илсе çулталăк пуçланнăранпа республикăн шыв-шур объекчӗсенче пӗтӗмпе 84 инкек пулнине, вӗсенче 62 çын (7-шӗ ача) путса вилнине каларӗ.

 Кăçал çанталăк шăрăх тăнипе тата тӗнчери лару-тăрăва пула çынсем ют çӗршывсене питех кайманнипе хамăр шыв-шурсен хӗрринче канакансем йышланнă. Чăн та, хăрушсăрлăхпа тивӗçтернӗ пляжсен шучӗ те пӗлтӗрхинчен нумайланнă-ха. 2022 çулта республикăра 48 пулнă-тăк, кăçал – 56. Шыв-шур объекчӗсен хӗрринче канакансене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерме хушма мерăсем те йышăннă кăçал. Урăхла каласан, юраман вырăнсенче тата ӳсӗрле шыва кӗресрен профилактика ирттерес шутпа муниципаллă районсенче 541 çынран тăракан 186 патруль ушкăнӗ йӗркеленӗ. Пӗтӗмпе 11 пин хутчен тӗрӗслеве тухса 50 пин ытла çынпа курса калаçнă вӗсем, 1116 асăрхаттару аншлагӗ вырнаçтарнă. Шел те, путакансен шутне пурпӗр чакарман ку. Вăл пӗлтӗрхи шайрах. Мӗншӗн тесен çынсем юраман вырăнта хальччен мӗнле шыва кӗнӗ, кăçал та йăлана пăрахман. Шăпах çак çăмăлттайлăха пула 39 çын, çав шутра 7 ача, пурнăçпа сывпуллашнă та.

Шыв-шур инкекӗсен тӗп сăлтавӗсенчен тепри çынсем шыва ӳкнипе çыхăннă. Кун пек инкексен çухатăвӗ те пӗчӗк мар, çулталăк пуçланнăранпа 17 çын вилнӗ. Вӗсенчен хăшӗ ăнсăртран, тепри ӳсӗрле, виççӗмӗшӗ сывлăхӗ тăрук япăхнипе çырантан шыва чăмнă. Тепӗр 4 çын вара кимӗ-карапсенчен ӳксе сывă юлайман.

Ачисемпе шыва кӗме кайнă ашшӗ-амăшӗсем кăçал нихçанхинчен те явапсăртарах пулни çинче уйрăммăн чарăнса тăчӗ Юрий Владимирович. 4-7 çулти ачисем хăйсем кăна шыва кӗнӗ вăхăтра ашшӗ-амăшӗ пӗр шухăшсăр çыран хӗрринче выртать иккен е вуçех те ачисем енне çурăмпа çаврăнса ларать. Çакăн пек ашшӗ-амăшӗ енӗпе 8 протокол та çырма тивнӗ. Ку вăл ведомство çыннисем е патруль асăрханă тӗслӗхсем кăна-ха, асăрхаманнисем тата мӗн чуль? Кӗçӗн çулти ачисене вӗрсе хăпартнă матрассемпе (кун пек хатӗрсемпе çынсем çав тери нумай усă кураççӗ кăçал) хăйсем тӗллӗн, çитменнине çыранран аякка ишме ирӗк пани мӗн патне илсе çитерессине тепӗр хут асăрхаттарчӗ вăл. Пӗрремӗшӗнчен, шăрăх çанталăка кун пек хатӗрсен çӗвви чăтайманнипе шăтас хăрушлăх пысăккине манмалла мар. Иккӗмӗшӗнчен, юхăм вӗсене çырантан хăвăрт илсе каять, алăпа кăна авăснипе хăйсем тӗллӗн ишсе тухаймаççӗ. Тăрук хăраса кайнипе матрасӗпе ӳпле çавăрăнасси те, шыва ӳкесси те кӗтменлӗх мар кун пек чух. Çырантан аякка кайнăскерсене пулăшма ашшӗ-амăшӗ вăхăтра çитеймесси паллă. Матрассене юхăм çырантан аякка илсе кайнă тӗслӗхсем вара Кама юханшывӗнче кăçал темиçе те пулнă. Акă мӗншӗн ашшӗ-амăшӗн ачине пӗчӗкренех ишме вӗрентмелле тата шывра яланах юнашар тăмалла. Ачин хăрушсăрлăхӗшӗн чăн малтан ашшӗ-амăшӗ яваплă-çке.

Кимӗ-карапсем çӳрекен вырăнсенче шыва кӗрекенсем тата асăрхануллăрах пулмаллине каларӗ вăл. Шыври паллăсенчен (буйки) нихăçан та тухса каймалла мар, мӗншӗн тесен кимӗ-карап çӳретекенсем шывра ишекене асăрхаса ӗлкӗреймеççӗ. Хумпа  баржа е ытти карап айне сӗтӗрсе кӗрес хăрушлăх та пысăк. Кунсăр пуçне гидроцикла, моторлă кимме ӳсӗрле çӳретекенсем те çителӗклӗ пирӗн.

Кăçал çăва тухнăранпа 112 экстренлă службăсем çине нагрузка пысăккине асăнчӗ спикер, мӗншӗн тесен пур-çукшăнах кансӗрлекенсем йышланнă. Калăпăр, камăн-тăр кимми çырантан пилӗк метрта ăшăх вырăна ларнă та киммине хăй тӗллӗн çырана кăлараймасть е бензинӗ пӗтсе ларнă, кӳрсе пама ыйтать. Тепри юлташӗсенчен 5 метра мала кайнă та ыттисене кӗтме чăтăмлӗхӗ çитмест тата ытти те. Экстренлă службăсен вара кашни ăнсăрта вырăна кайса тӗрӗслемелле, çапла пур-çукпа вăхăт нумай иртет çăлавçăсен. Хăрушлăха лекнӗ, пулăшу чăнах та кирлӗ çынна пулăшма вăхăтра çитме кансӗрлет ку.

Юрий Венедиктов çынсене шыв-шурсем хӗрринче хăйсене тытмалли пӗтӗмӗшле правилăсемсӗр пуçне шăрăх çанталăкра мӗн тумаллине те аса илтерчӗ. Ирхине 11 сехетрен пуçласа каçхине 17 сехетчен хӗртсе пăхакан хӗвел айӗнче лармалла мар, çитменнине пуçа тăхăнмасăр. Çӗрле шыва кӗни те хăрушшине каларӗ, мӗншӗн тесен тӗттӗмре çын ăçта ишмеллине ăнланманнипе хытă хăраса ӳкет, хăйне алла илеймерӗ-тӗк – путать. МЧС çил-тăвăллă çанталăк çывхарассине систерет-тӗк, пӗлтерӗве курмăш-илтмӗш пулмалла мар, мӗншӗн тесен çутçанталăка пӗлсе пӗтерме çук, çакна июль уйăхӗн 29-мӗшӗ тепӗр хут аса илтернине асăнчӗ. Калаçу ытларах хурлăхлă статистика тавра çаврăнчӗ пулсан та спикер пресс-конференцие оптимистла вӗçлерӗ: «Шывран хăрама кирлӗ мар, эпир унсăр пурăнаймастпăр, яваплăха туйса хамăра кăна тытма пӗлмелле», – терӗ лăпкăн.

Ирина КУЗЬМИНА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасность