ХĂНАЛАС ЙĂЛА-ЙӖРКЕНЕ ТЕ ПӖЛМЕЛЛЕ
Музей урокӗ тӗнчекурăма анлăлатма пулăшрӗ
Нарăсăн 9-мӗшӗнче П.Дементьев музейӗнче Тутарстанри Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне халалласа «Халăхсене хăналас йăла-йӗрке» музей урокӗ иртрӗ.
Хăнана çӳресси – çăмăл ӗç мар, чăн-чăн ăслăлăх та иккен. Чăваш тата вырăс халăхӗсен тараватлăх йăлисем тӗнчекурăма уçаççӗ.
Ачасем хаваспах хутшăнчӗç урок юхăмне – хăнасене çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Кил хуçи занятире хăнасене мӗнле кӗтсе илмелли çинчен – кил-çурта хăнасем мӗн илсе килни, хуçисем мӗнпе хăналани, мӗнле ăсатса яни – каласа пачӗ. Çаплах урока хутшăнакансем чей ӗçмелли вăрттăнлăхпа, хăнара хăвна мӗнле тытмалли, тӗрлӗ лару-тăрура усă курмалли правилăсемпе паллашрӗç.
Мероприятире ытти халăхсен хăналас йăли-йӗркипе электронлă хăтлав пăхса кăсăкланчӗç. Унтан пурте сӗтел хушшине сăмавар тавра вырнаçса ларса шушкăпа сăйланса техӗмлӗ чей ӗçрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев