Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

XI «Глаголица» Халăхсен хушшинчи литература премийӗн лауреачӗсене палăртрӗç

Тунтикун «Глаголица» Халăхсен хушшинчи литература премине çӗнсе илнисене Хусанти С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче премисем пачӗç.

Мешехене РФ тава тивӗçлӗ артистки Нонна Гришаева ертсе пычӗ. Çакăн умӗн «Татар-информ» информаци агентствине ача-пăчана пулăшу пама йӗркеленӗ «Счастливые истории» фонд йӗркелӳçи Ирина Витальевна Хуснутдинова, вăлах «Глаголица» конкурса пуçараканни, жюри пайташӗсем – Надежда Ильинична Ажгихина, Галимьян Хамитьянович Гильманов тата Нина Сергеевна Дашевская – пулчӗç. 

Тӗлпулăва Ирина Витальевна савăнăçлă хыпарпа пуçларӗ. Кăçалхи конкурс ЮНЕСКО витӗмӗпе иртет иккен. «Глаголица» çинчен ЮНЕСКО журналӗнче те çырса кăтартнă. Уйрăм организаци йӗркелекен конкурса çапла хаклани сайра тӗл пулать, тен, çавăнпах савăнăçӗ те пысăкрах пулӗ. Пӗлтӗр конкурса хутшăнакансем мире чӗнсе открытка – чӗнӳ ӳкерсе янăччӗ ЮНЕСКОна, ăна ырласа йышăннă тӗнче шайӗнчи организацире.

Кăçал «Глаголица» нихăçанхинчен нумай заявка пăхса тухнă – 30 çӗршывран 2558 хайлав. Сăвăсем те пур, тӗрлӗ жанрпа çырнă проза та. Конкурса хутшăнакансем Вăтам Азирен нумай – Корея, Китай, Инди. Америка çӗршывӗсене те асăнчӗç спикерсем. Кăçал тата Великобритани, Занзибар, Израиль çӗршывӗсенчен те килнӗ заявкăсем. Паллах, СНГ çӗршывӗсенчен хутшăнакансем яланхи пекех нумай, кунтан тӗлӗнмелли те çук. Чылай чухне пӗр-пӗринпе хутшăнма çынсем СССР чухнехи пекех вырăс чӗлхипе усă кураççӗ-çке.  

Иртнӗ конкурсра тутар чӗлхипе çыракансен йышӗ пӗчӗк пулни пирки каланăччӗ тутарла хайлавсен секцине ертсе пыракансем. Кăçал лару-тăру улшăнни çинчен кăмăллăн пӗлтерчӗ Галимьян Гильманов. Çакна вăл чи малтанах ТР Вӗрентӳ тата наука министерствин политикипе ăнлантарчӗ. Тутар чӗлхине, тăван чӗлхесене аталантарас тӗлӗшпе ирттерекен конкурссем, ытти мероприятисем  ачасенче çыру пултарулăхне ӳстернине палăртрӗ. Çавăн пекех кăçал тутар чӗлхипе çырнă хайлавсем Тутарстан тулашӗнчен те пур. Тен, хальлӗхе пит нумай та мар пулӗ, анчах пӗлтӗрхинчен ытларах пулни савăнтарать – Пенза, Киров облаçӗсем, Пушкăртстан Республики. Анчах жюри пайташӗсем кунпа та кăмăллă.

Надежда Ильинична Ажгихина «Глаголица» Халăхсен хушшинчи премин жюри пайташӗ кăçал пӗрремӗш хут мар. Паллă литератора, журналиста тата обществăлла ӗçчене итлеме интереслӗ пулчӗ. Çамрăк ăрăва ырласа калаçрӗ вăл. Вӗсен пултарулăхне те, ӗçлеслӗхне те, шухăш вӗçевне те мухтарӗ. Приключениллӗ хайлавсене тишкернӗ Нина Сергеевна Дашевская та ӗçтешӗпе килӗшрӗ.   

Паллах, йӗркелӳçӗсем хайлавсене вуласа вырăнӗсене палăртса парнесем валеçсе тухнипех çырлахнă пулсан мероприятие интереслӗ пулчӗ теме çукчӗ, лауреатсен те асра юлмалли сахал пулӗччӗ. 

Конкурса кун кăтартнă «Счастливые истории» фонд ятне кура ачасене  (аса илтеретпӗр, конкурса 10 – 17 çултисем икӗ ушкăнпа 10 – 13 тата 14 – 17 çултисем хутшăннă). Çапла ачасем маларах Хусана çитнӗ, хулан историллӗ вырăнӗсенче пулса курнă, кунти культурăпа паллашнă. Лауреатсене чыслас умӗн ноябрӗн 18,19-мӗшӗсенче «Московский» Культура центрӗнче чăн-чăн уяв йӗркеленӗ. Унта 25 издательство кӗнекесем кӳрсе килсе «Тау» кӗнеке фестивальне хутшăннă.  Мастер-классем иртнӗ. Çакăнтах паллă киноактриса Ксения Алферова çемьепе пăхмалли фильмсемпе паллаштарнă. 

Конкурссен йӗрки çулран çул çирӗпленсе çитсен те пурпӗрех мӗн-тӗр çӗнни тупăнать. Кăçал кун пек тӗслӗхсем сахал мар пулчӗç. Хăвăрах шутлăр, мӗне тăрать çамрăк литераторсене парнесем парас церемоние çавăн пекех çамрăк музыкантсем хутшăнни!

Светлана Геннадьевна Лось ертсе пыракан оркестрти музыкантсем çулӗсемпе пит çамрăк – 8 – 17 çулсенче. Оркестр Хусанти 11-мӗш музыка шкулӗ çумӗнче йӗркеленнӗ.  Светлана Геннадьевна ачасене творчествăпа воспитани памалла тесе шутлать. Çапла тусан çамрăксем чăнах та тӗнчене лайăх енне, ырă енне улăштарӗç, – тет вăл. «Глаголицăна» хутшăннă ачасемпе оркестрта калакансен пӗрлӗхӗ çакăнта тесе шутлать С.Лось. 

Халăхсен хушшинчи литература премине хутшăнакансен ӗçӗсене йăлана кӗнӗ тăрăх альманахра пичетленӗ. Йӗркелӳçӗсем: «Хайлавсем хут çинче пичетленни пысăк пӗлтерӗшлӗ, – тесе палăртрӗç. – Ачасем пӗр-пӗрин ӗçӗсене экранран мар, паха хутран çӗленӗ альманахра вулани пысăк пӗлтерӗшлӗ», – тесе ăнлантарчӗç çакна.  Альманаха француз, турккă чӗлхисене куçарнă. Çӗнтерӳçӗсене хаклă парнесемпе савăнтарнă.  (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество