ХӖЛ МУЧИ илсе килтӗр телей!
Сисмерӗмӗр те — тепӗр чылай çулталăк хыçа юлчӗ. Çӗршывшăн, республикăшăн, кашни çыншăн вăл хăйне евӗр тӗрӗслев пулчӗ
Сисмерӗмӗр те — тепӗр чылай çулталăк хыçа юлчӗ. Çӗршывшăн, республикăшăн, кашни çыншăн вăл хăйне евӗр тӗрӗслев пулчӗ.
Çăмăл теме çук 2023 çула, савăнăçӗ те, хурланăвӗ те, çитӗнӳсемпе çухатусем те пулчӗç. Раççей, Тутарстан шайӗпе илсен мăнаçланмалли пирӗн самай: çӗршыв халăхӗ чăмăртанни, экономика тытăнса юлни, йăлари йӗркесене упраса хăварни, халăхсен хушшинчи мероприятисем иртни, стратегилле пӗлтерӗшлӗ объектсем хута кайни тата ытти те. Уйрăм çын пурнăçӗ енчен илсен — ӗçре, обществăлла пурнăçра тунă харпăр çитӗнӳсем, пӗрлехи аталанăва хывнă харпăр тӳпе.
Çак лару-тăрура чи кирли вăл — тăванлăх, пӗр-пӗрне тӗревпе пулăшу пани, савăнăçа та, хуйха та пӗрле пайлани.
Хамăр ӗçре те çакна тӗпе хуратпăр эпир. Çулталăк тăршшӗпе пирӗнпе пулнисем Тутарстан чăвашӗсем мӗнпе пурăннине, вӗсен çитӗнӗвӗсем, пурнăçӗ, кун-çулӗ çинчен лайăх пӗлеççӗ. Редакци ӗçченӗсем тăрăшнипе паян пӗтӗм республика чăваш халăхӗн сумлă ывăл-хӗрӗ, пӗрле пурнăçланă ӗçсем çинчен пӗлсе тăрать. Çакăнта вăл хаçатăн социаллă пӗлтерӗшӗ, кирлӗлӗхӗ, усăлăхӗ. Вăл Тутарстанри чăвашсен статусӗн палли.
Çӗнӗ çулта пирӗн хаçат кашни чăваш çемйине çитессе шанас килет.
Хаклă вулакансем, сире çывхарса килекен Çӗнӗ çулпа чун-чӗререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, çутă телей сунатпăр! Малашне те эсир пирӗнпе пуласса шанатпăр
Ирина Трифонова, тӗп редактор.
Сăнӳкерчӗк М.Захаровăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев