Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗл Мучи те Çӗнӗ çул каç вăрманта

Килти ӗçсене вӗçленӗ хыççăн каçсерен (çулталăк вăхăтне, çанталăка пăхмасăр кашни кун) Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче çывăхри вăрмана 10 километра яхăн çуран утассине йăлана кӗртнӗ.

Этем çителӗклӗ хускалманни, кирлӗ чухлӗ кăна апат çименни паянхи кунăн пысăк проблеми. Пилӗк çинчи ытлашши сантиметрсем кӗлеткене илемсӗрлетнинчен ытла сывлăх çине витӗм параççӗ, паллă ӗнтӗ, лайăх енчен мар. Шăпах çакна шута илсе Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн хастарӗсем Владимир Старшовпа Валерий Ефрейторов пӗр виçӗ çул каяллах ялта «Сывлăх сукмакне» хывнă. 

Сывă пурнăç йӗркипе чирлекенсен йышӗ ялта ӳсет кăна. Хальхи вăхăтра çывăхри вăрманта уçăлса çӳрекенсем нумай. Каçхине утаканнисем кăна 20 ытлан, вӗсенчен 15-16-шӗ (Надеждăпа Владимир Старшовсем, Валентинăпа Анатолий Кузьминсем, Иринăпа Юрий Фадеевсем, Вячеслав Трифонов, Алексей Запискин, Владимир Кузнецов, Валерий Младшев, Марина Ермолаева, Елена Ункина, Владимир Одиноков, Зоя Кудрявцева) кун сиктермесӗр палăртнă вăхăтра каçхи вăрман тăрăх уçăлма тухать. Кăмăл пуррисене пурне те йышăнаççӗ. Район центрӗнче пурăнакан Галина Ермолаева, тӗслӗхрен, çак тӗллевпе ятарласа тăван яла килме те ӳркенмест.


Çуран утни, темиçе сехет кăкăр тулли вăрман сывлăшӗпе сывлани, калаçса кăмăла уçни сывлăха самай лайăхлатнине калаççӗ вӗсем. «Утма тытăннăранпа гардероба улăштарма тиврӗ», — йăл кулаççӗ хăйсем. Шӳтлемесӗр каласан, чăнах та нумайăшӗн юн пусăмӗ йӗркене кӗнӗ, ал-ури ыратма чарăннă.
— Валерий Михайлович Ефрейторов акă малтан пит хытах утаймастчӗ, халӗ хăваласа çитме çук, — çурма шӳтлӗн каларӗ ял-йышпа çуран утассине пуçарнă Владимир Старшов. Владимир Михайлович хăй те ӗçлӗ çын, унăн пысăках мар тимӗрçӗ лаççи пур ялта. Апла пулин те уçăлма тухма вăхăт тупать. Мăшăрӗпе, ялти шкул вӗрентекенӗпе Надежда Владимировнăпа, пӗр 8 çул каяллах куллен çуран утассине йăлана кӗртнӗ вӗсем. Малтан иккӗшӗ кăна утнă, майпен ял çыннисене те хăнăхтарнă.


— Кашни каç 3-4-шар сехет утаттăмăр, ялти кашни урама кӗрсе тухаттăмăр, район центрне каякан çурма çулти Пухăрлă плотини патнех те çитеттӗмӗр. Пӗр виçӗ çул каялла Валерий Ефрейторовпа ял варрипе иртекен асфальт çулпа вăрманалла утма тытăнтăмăр. Пӗр çумăрлă кун хӗрарăмсем пирӗнпе тухмарӗç. Вăрман хӗррине çитсен: «Валери, атя-ха вăрмана шала кӗрер», — тетӗп. Умри хăрăк туратсене тасата-тасата утатпăр, çапла Ишлӗ енчи вăрманăн варринчи таканкка патӗнчен иртсе ăвăслăхах çитрӗмӗр. Каялла каллех çула тасатса антăмăр. Килӗшрӗ. Тепӗр кун хыçалти касри Анатолий Кузьмина, вăл хăй пекех Норильскра ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухсан пурăнма яла килнӗ Юрий Фадеева чӗннӗ. Вӗсем иккӗшӗ те харсăр çынсем пирӗн. Тытăнтăмăр çула тасатса анлăлатма. Утакансем çулран ан пăрăнччăр тесе маршрута ялавсем çыхса паллă турăмăр, каçхине утакансем валли йывăçсем çине çутта тавăракан япаласем çакрăмăр. Çурма çулта канма лармаллисем турăмăр. Анатолий Кузьминпа Владимир Кузнецов хӗлле снегоходсемпе таптаса çула такăрлатаççӗ.


— «Сывлăх сукмакне» çынсăр тăратмастпăр пӗрре те, — тăсăлать малалла калаçу. — Вăйлă çумăрсенче Валерий Михаловичпа иксӗмӗр кăна утатпăр. «Çумăр çăвать тухар мар пуль», — тет вăл та хăш чух. «Чул çумасть вӗт, çумăр кăна», — тетӗп вара.
«Сывлăх сукмакӗ» чăнах та ял çыннисен пурнăçне çӗнӗ сывлăш кӗртекен проект, усăллă кану. Çӗнӗ çул каç та вăрмана утмасăр юлмаççӗ вӗсем. Каçхи вăрман тăрăх Хӗл Мучипе, халапри ытти персонажсемпе çӳрени хăй пӗр кăсăк. Чи интересли — çуран утакансенчен никам та пирус туртмасть, эрехпе иртӗхмест.
Аслă çултисене те, вăтаммисене пухать «Сывлăх сукмакӗ». Мӗнле професси çынни кăна çук ку ушкăнра — вӗрентекен, юрист, бухгалтер… Ӗмӗрне колхозра бригадирта ӗçленӗ Владимир Поликарпович Кузнецов, тӗслӗхрен, 1953 çулти. Вăхăтӗнче уйсем-хирсем тăрăх куллен утнăскер, халӗ те утассипе çамрăкраххисенчен те ирттерет. Хӗлле тата йӗлтӗр çине тăма та ӳркенмест.


Чи хастаррисен команди кӗркунне районти эстафетăна хутшăнса иккӗмӗш вырăн та çӗнсе илнӗччӗ. Раççей спорт комитечӗ пӗлтӗр кӗркунне çуран утакансен Раççей ăмăртăвӗ ирттернине пӗлнӗ пулсан –юлмастчӗç.
— Çулла пӗрремӗш смена, пирӗн хисеплӗ педагог-ветеран Людмила Илларионовна Эсливанова ытти пенсионерсемпе, çак çулпа вăрманта уçăлса çӳрет. Ытти ушкăнсем те пур, — сывă пурнăç йӗрки ялта анлă сарăлнăшăн савăнать Владимир Старшов.


— Малтан кун пекех хытă утаймастăмăр. 16 сехет те 20 минутра килтен тухакансем халӗ 7-мӗш сехетрех таврăна пуçларăмăр. Ял-йыша бассейна илсе каяр мар-ши тетпӗр. Хамăр эпир мăшăрпа иксӗмӗр икӗ çул ӗнтӗ кӳршӗллӗ Чăваш Енри Шăмăршă бассейнне çӳретпӗр, — пӗлтерет тепӗр пысăк ӗмӗтне Владимир Михайлович. Çӗпрел районӗнчи бассейнра çын нумаййипе Шăмăрша каяççӗ иккен вӗсем. Шывра ишни шăм-шакшăн çав тери усăллине кура, тен, ял-йыша ку шухăш та кăмăла кайӗ-ха.
(В.Старшов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

7

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество