Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗлле мӗншӗн пушар тухать?

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пурӗ 4568 пушар тухнă, вӗсенчен 108-шӗ — декабрьте. Кăçал пӗтӗмпе 125 çын (пӗлтӗр 115) пушартан тухайман, 182-шӗ (пӗлтӗр 183) аманнă. Чи нумай вилнисем Тукай районӗнче, аманнисем Çырчаллипе Хусан хулисенче. Кун çинчен Тутарстанăн пушар надзорӗн тӗп инспекторӗ Максим Трущин паян «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

Декабрь уйăхӗн çурри те çитмен-ха, республикăра вара 108 пушар тухнă та ӗнтӗ. МЧС ӗçченӗсен куллен вуншар е ытларах та пушар сӳнтерме тивнӗ. Спикер инкексен шучӗ ӳснине çанталăк тăрук сивӗтнипе çыхăнтарчӗ. Декабрӗн 1 — 5-мӗшӗсенче талăкри вăтам температура минус 8 градус чух — 42, 6 — 10-мӗшӗсенче (минус 23 градус) 66 пушар тухнине пӗлтерчӗ. Инкек тӗпрен илсен, харпăр хуçалăхсенче пулнă. Сăлтавӗ пӳлӗмсене ăшăтас шутпа электрооборудованипе усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни: пăхмасăр е çӗрлене хăварни.

Хутса ăшăтмалли прибор пӗрре пăхма кăна нимӗнле хăрушлăх та кăларса тăратмасть пек туйăнать. Тӗрӗссипе, вӗсене пăхсах тăмалла. Хăвăрт тивсе каякан чӳрече карри пек япаласен çумне лартнипе кăна çыхăнман хăрушлăх. Хăватлă прибора нумай чухне электропралуксем, уйрăмах кивелнисем, чăтайманнипе кӗске замыкание пула розеткăна вут тивет иккен. Çавăнпа ӗçлекен прибора нихăçан та çӗрлене хăварма юрамасть.
Иртнӗ канмалли кунсенче Кукмор хулинчи пӗр харпăр çуртра пулнă хăрушă инкекре те акă, çурт çумне хушса лартнă картари чăхсене ăшăнма тесе лартнă электроприбора çӗрлене сӳнтермен. Картаран тухнă вут хăвăрт çурт çине куçнă. Шел те, кил хуçи арăмӗ тухса ӗлкӗреймен. Актаныш районӗнчи пӗр ялта та кил хуçисем верандăри шыв насосӗ шăнасран электроприбор лартнă пулнă. Каçхине çутă сӳннипе верендăна тухнăскерсем МЧС ӗçченӗсене шăнкăравлас вырăнне пушара хăйсем тӗллӗн сӳнтерме тăрăшса вăхăта çухатнă. Кунта та кил хуçи чӗрӗллех çунса кайнă. 

Тӗп инспектор граждансене сивӗ çанталăкра электрооборудованисӗр май çук пулсан, хăйсем ăсталанипе мар, заводра кăларнисемпе кăна тата инструкцие пăхăнса усă курмаллине каларӗ. Ӗçлесе ларакан оборудовани вăл яланах хăрушлăх пулнине, апла-тăк пăхсах тăмаллине, уйрăмах çӗрлене хăвармалла маррине асăрхаттарчӗ.

Пушар тухнине систерекен ятарлă хатӗрсем, огнетушитель валли укçа перекетлени нумай чухне хака ларать. Калăпăр, электроприбортан пушар тухас пулсан, шыв е юр огнетушитель чухлӗ пулăшаймасть иккен. Тӗрӗссипе, кухатӗрсем 500 – 1000 тенкӗрен хаклă та мар. Апла-тăк кашни килтех пулмалла вӗсем. Иртнӗ сивӗсенче, тӗслӗхрен, пушар тухнине систерекен çак хатӗр республикăри икӗ çемьен пурнăçне çăлнă. Сасса вăхăтра сиссе çунакан пӳртрен тухса ӗлкӗрнӗ вӗсем.

Вутăпа, газпа хутакансен те тимлӗ пулмалла. Пӗрремӗшӗсем хăрăмне илсех тăмалла, кăмака çăварӗнчен вӗри кăвар ӳкесрен сыхланмалла пулсан, иккӗмӗшӗсем газ шăршине сиссен ятарлă службăсене пӗлтермелле. Сивӗ çанталăкра конфркăсене çутса ăшăнас йăлана пăрахмалла.
Газ баллонӗсене мăйӗ таран тултарни те хăрушсăр маррине аса илтерчӗ Максим Трущин. Кун пеккисем те тупăнаççӗ иккен пирӗн хушăмăрта. Те укçа перекетленипе, те тепре кайма ӳркеннипе тăваççӗ çакна. Тӗрӗссипе, ăшă пӳлӗмре газ сарăлса баллона хӗсме тытăнать те çывăхра шăрпăк е çутă çутсанах сирпӗнет. Акă мӗншӗн газ баллонӗсене урамра, сивӗре кăна упрамалла.

Ачасен хӗллехи канăвӗ çывхарать.Тӗп инспектор ку ыйтăва та асăнмасăр хăвармарӗ. Зажигалка, шăрпăк пек япаласене ача алли айне хурасран сыхланнипе пӗрлех ашшӗ-амăшӗн вӗсене пушар хăрушсăрлăхӗ пирки те ăнлантармалла. Калăпăр, пушар тухас пулсан кравать, сӗтел айӗсене пытанас вырăнне урама тухмаллине асăрхаттарсах каламалла. Ашшӗ-амăшӗн те ачисене тул енчен çăрапах питӗрсе кайма тăрăшмалла мар.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество