Хӗрлӗшурта шыв кӗртӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗрлӗшурта шыв кӗртӗç

Тутарстан Республикин Строительствăпа архитектурăн патшалăх экспертизипе хаксен управленийӗ Аксу районӗнчи Хӗрлӗшур ялӗнче шыв кӗртмелли проекта ырланă. Проект докуменчӗсене техника регламенчӗсемпе строительство нормисене тивӗçтеренине августăн 12-мӗшӗнче çирӗплетнӗ.

Фото сгенерировано с помощью ИИ.Хусанти ООО «ПрофПроект» хатӗрленӗ проекта Аксу районӗн Ӗç тăвакан комитечӗ пурнăçа кӗртет. Техника надзорне «Современные энергосберегающие технологии и инженерные коммуникации» патшалăх бюджет учережденийӗ пурнăçлать. Ял халăхне таса ӗçмелли шывпа тивӗçтермелли программа шайӗнче çывăх вăхăтра  Хӗрлӗшурти килсене шыв кӗрӗ.

Патшалăх экспертизин пӗтӗмлетӗвӗ – ӗçсене тума  ирӗк паракан тӗп документ. Вăл пурри проект докуменчӗсем нумай тапхăрлă тӗрӗслев иртнине  кăтартса парать: конструкцисен çирӗплӗхне шутлассинчен пуçласа смета хакне палăртасси таранах. Халӗ çынсем кранран шыв юхасса çеç кӗтмелле.


село #Татарстан водоснабжение

Нет комментариев