Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хуçалăхлă ялăн малашлăхĕ пур

Çӗньялта паян, июлӗн 13-мӗшӗнче, ял кунне паллă тăваççӗ.

Микулай Павловскийпе Филипп Осипов архивсенче тӗпчесе пӗлсе çырнă тăрăх, Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗ XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринче йӗркеленнӗ — 1860 çулччен. Ял çыннисем — патшалăх хресченӗсем. XX ӗмӗр пуçламăшӗнче ялта земство шкулӗ ӗçлеме тытăннă — вăл 1900 çулта уçăлнă. Ялта икӗ арман, пӗр хысна эрех лавкки тата виçӗ пӗчӗк лавкка пулнă. Ял хутлăхӗнче 1207 теçеттин çӗр шутланнă.

«Хӗрӗм, кунта çывăрма юрамасть...»

Çӗньялăн çурçӗр енчи вӗçӗнче авалхи Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ вăхăтӗнчи, 1346 çулхи, палăк ларать. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсенче иккӗмӗш палăкӗ те курăнатчӗ-ха, халӗ пӗри кăна юлнă. 

Р. Г. Фахрутдиновăн «Археологические памятники Волжско-Камской Булгарии» кӗнекинче çапла çырни пур: «Новочувадамовское надгробие на северной стороне деревни Новый Чувашский Адам, на левом берегу Адамки. Исследовано Г. В. Юсуповым в 1963 году. Материалы в АК ИЯЛИ КФЛИ СССР. Надгробный типман заполняет кораническая формула: «Он живой».

Ку палăк легендăна çаврăнса кайни те куçкӗретех. Пирӗн ялти ӗçпе тыл ветеранӗ Наçта акка Лаптина каласа пани яланах асра. Пӗрре Емелькино шкулӗнче ӗçлекен Севостьян Ломоносов ыйту панă ветерана. «Наçта акка, мӗншӗн ара санăн хăрах аллу ялан чӗтресе тăрать?» — тесе ыйтсан вăл Севостьян Семеновича акă мӗн каласа кăтартнă. Вăл ача чухнех палăк вырнаçнă вырăнтан инçех мар кӗтӳ кӗтсе çӳренӗ-мӗн. Кӗтӳçшӗн кун вăрăм, ӗшеннӗскер кăшт канса илес тесе выртать те (çав палăк умӗнчех) çывăрса каять. Тӗлӗк курать: ун умӗнче шлем тăхăннă, кольчугăсемлӗ çарпуç тăрать. «Хӗрӗм, кунта çывăрма юрамасть, килне кайса çывăр», — тесе калать. Наçта вăранса каять те килне вӗçтерет. Çавăнтанпа унăн хăрах алли чӗтреме пуçланă. 

Сăмах май, Наçта аккан мăшăрӗ Палюк пичче вăрçă ветеранӗччӗ. Эп хамăр ялта пуçламăш шкулта вӗреннӗ чух пирӗн учитель Кузьма Гаврилович Михайлов (хăй те вăрçă ветеранӗччӗ, аслă лейтенант, кăкăрӗ çинче Хӗрлӗ Çăлтăр орденне çакса çӳретчӗ) ялан Палюк пиччене вăрçă çинчен каласа пама уроксене чӗнетчӗ. Вăл пире нимӗçсемпе мӗнле çапăçни çинчен каласа пани халӗ те асра. 

Адам патша пуçласа янă

1236 — 1241 çулсенче пулса иртнӗ хăрушă пулăмсем Хӗвелтухăç Европа историне Атăлçи Пăлхар патшалăхне Батый хан ирсӗррӗн çавăрса илнипе кӗрсе юлнă. Тапăнса кӗрсен пӗрремӗш çулах Атăлçи Пăлхарăн тӗп хулине Пӳлере çӗмӗрсе кӗрет тăшман, пӗтӗм пуянлăха çаратать, хулине çунтарса ярать, çыннисене вӗлерсе пӗтереççӗ. Юлнă çынсем Адам çарпуçӗпе Пӳлертен 10, 20 çухрăмра ялсем пуçласа ярса пурăнма тытăнаççӗ. Пирӗн ял чи варринче пулнă — Пӳлертен 12 çухрăмра, çавăнпах кӳршӗллӗ ялсем Адам ячӗпе çӳреççӗ. Пирӗн ялтан 5 çухрăмра Унтакшă (вырăсла Старый Чувашский Адам), тепӗр енче Мишер (Старый Татарский Адам), ун çумӗнче Тявкаел (Новый Татарский Адам). 

Пирӗн яла 1076 — 1118 çулсенче Пӳлер хулинчи Адам ятлă патша ларнă вăхăтра пуçласа янă, çавăнпа ял ятӗнче «Адам» сăмах пур. 

Çӗньялта «Вырăс халăхӗн пухăвӗ» (СРН, черносотенецсем) уйрăмне уçнă. 1909 çулта çак уйрăма кӗнисемпе ял çыннисен хушшинче вăйлă хирӗçӳ тухать. Пӗр енче революци, халăх майлисем. СРН Çӗньялти уйрăмне ертсе пыракан Егор Михайлов тата 30 хӗрарăм Хусан кӗпӗрнаттăрӗ М. В. Стрижевский патне çыру çырнă. Унта пуçланнă хирӗçӳсем пирки ӳпкелешсе, ял çыннисем хăйсене пит курайманни çинчен пӗлтернӗ, пулăшма ыйтнă. 

1920 çулхи нарăс уйăхӗнче Ӗпхӳ, Хусан, Самара кӗпӗрнисенчи хăш-пӗр уессенче Сенӗк вăрçи пуçланса кайнă. Хресченсем продотрядсем тырра, тырă вăрлăхӗсене сӗмсӗррӗн туртса илсе кайнине хирӗç пăлхав çӗкленӗ. Сенӗк вăрçи пирӗн пата та çитнӗ, пăлхавçăсем Аксу енчен килнӗ. Пирӗн тăрăхри ялсенчи çынсем те унта хутшăннă. Хăш-пӗри кайман — вăрмана тарса пытаннă. 

Пăлхавçăсем Пӳлер еннелле çул тытнă. Унта вӗсене лайăх хӗçпăшалланнă Хӗрлӗ çар чаçӗсем кӗтсе илнӗ. Хӗрлисем таракансене тыта-тыта персе пăрахнă, çав шута темиçе Çӗньял çынни те лекнӗ. 

Манăн асаттен Николай Константинович Садовниковăн (1879 — 1975) асаилӗвӗнчен: «Эпир лашасене кӳлсе, сенӗксене хурса Пӳлерелле кайрăмăр. Шеме ялне çитеспе хурал вышкинчен пулеметпа шатăртаттарма тытăнчӗç. Малта пыракансем çавăнтах, лаши-мӗнӗпех, пульăсем айне пулса вилсе, суранланса пӗтрӗç. Эпир, сывă юлнисем, вăрмана тарса пытантăмăр» (1975 çулхи августра каласа панă. — Авт.). 

Çӗньяла, таврари ялсене те выçлăх килсе çапнă. Ваттисем каласа панă тăрăх, Çӗньялти хăш-пӗр çынсем тӗрлӗ сăлтава пула хăйсен çӗрӗсене кӳршӗри тутарсене сутнă, çавăнпа вӗсен çӗрӗсем пирӗн ял çывăхӗнчех пулнă. Çӗр сахал пулнăран çителӗклӗ тырпул туса илеймен. Шăрăх та типӗ çанталăк сахаллине те пӗтернӗ. Халăх выçăпа вилме пуçланă. 

Ял халăхне выçлăхран çăлăнма американецсем вăйлă пулăшнă. Вӗсен АРА (Америкăн пулăшу администрацийӗ) пӗрлешӗвӗ ялта столовăй уçнă. Çавăнта çисе тăнипе кăна çынсем сывă юлайнă. 

Çӗньялта çуралса, ӳссе çитӗннӗ, кайран Хырăшнене качча кайса пурăннă Упруççа мăнакка (Ефросинья Максимовна Герасимова, 1903 — 2004) каласа панă тăрăх, вăл выçлăх вăхăтӗнче пахчине нумай кăшман лартнипе, ăна çинипе тата американецсем уçнă столовăйне ӗçлеме кӗнипе сывă юлнă. 

Колхоз пахчинче арбуз та ӳстернӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине пирӗн ялтан 105 çын кайнă. 57-шӗ яла çӗнтерӳпе таврăннă, 48-шӗ яланлăхах вăрçă хирӗнче выртса юлнă. Уйрăмах палăрнă вăрçă ветеранӗсене асăнса хăварасах килет. А. И. Ломоносов — майор, каярах полковник, востоковед, çичӗ чӗлхе пӗлнӗ. Иркутск хулинче пурăннă. 1960-мӗш çулсенче Çӗньяла час-час килкелесе çӳренӗ вăл. Н. Г. Степанов — взвод командирӗ, гварди кӗçӗн лейтенанчӗ, яланлăхах Латви çӗрӗ çинче выртса юлнă. Н. Е. Садовников — çар санитарӗ, Ленинград патӗнче пуç хунă. Т. Евлампьев старшина, С. В. Петров отделени командирӗ, К. Артемьев кӗçӗн политрук, С. З. Ломоносов, П. Н. Лаптин, И. В. Григорьев салтаксем, А. В. Григорьев кӗçӗн сержант, йывăр аманса таврăннă Д. Тиманов... 

Совет Союзӗ вăхăтӗнче пирӗн ялта питӗ пуян колхоз пахчи пурччӗ. Хăяр, помидор, çарăк, турнепс, арбуз ӳстеретчӗç çав пахчара. Степан Гаврилович Гаврилов пахча хуçиччӗ. Колхоз пахчинче çитӗннӗ арбуза машина çине тиесе Чистая кайса сутатчӗç. Эпӗ те аттепе, Николай Николаевич Садовниковпа, Чистая темиçе те кайнă. Хăш-пӗр çынсем арбуза тăварлатчӗç те. 

Степан Гавриловичăн ывăлӗ, ман йысна Петр Степанович Гаврилов «Восток-3» колхозра председатель пулса нумай çул ӗçлерӗ. Çӗньял 1-мӗш бригада шутланатчӗ. Колхозăн вăрманта вӗлле хурчӗсем те пурччӗ, вӗсене Елюк акка Ломоносова пăхса тăратчӗ.

Совет Союзӗ вăхăтӗнче Çӗньялта ултă ГАЗ-51 машиначчӗ. Вӗсемпе Николай Садовников, Николай Герасимов, Павел Тимофеев, Николай Петров, Петр Тимофеев, Анатолий Калуков ӗçлетчӗç. Николай Зайцев, Николай Романов, Леонид Тиманов, Петр Герасимов, Владимир Герасимов, Юрий Харитонов — ятлă трактористсемччӗ. Филимон Федоров, Иван Тиманов, Дмитрий Чугуров — пултаруллă комбайнерсем пулнă. Маргарита Тиманова, Лидия Артемьева, Раиса Степанова дояркăсен ӗçне те мухтамалла. 

Ялти пуçламăш шкулта малтанах Мария Михайловна (хушаматне астумастăп) вӗрентетчӗ, пире вара Кузьма Гаврилович Михайлов вӗрентрӗ. Елизавета Семеновна Герасимова, Елизавета Алексеевна Федорова тăрăшса ӗçлерӗç. 

Совет Союзӗ аркансан Çӗньялта «Звено» колхоз йӗркелерӗç. Алексей Иванович Герасимов, Константин Яковлевич Ефремов председатель пулса тăрăшрӗç. 
Халӗ, юнашарти ытти чăваш ялӗсемпе танлаштарсан, Çӗньялта кăна ял хуçалăх ӗçӗсене пурнăçлакан пӗрлешӳ — «Колос» тулли мар яваплăхлă общество — сыхланса юлнă. Ăна Алексей Николаевич Чукин ертсе пырать. 

Геннадий САДОВНИКОВ,
Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. 
Çӗньял — Лениногорск. 
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев