Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хуçалăхсем вырмана тухма хатӗр

Пур культурăпа та тухăç япăх мар, ь вырма ӗçӗсем мӗнле иртнинчен тата çанталăк условийӗсенчен нумай килнине ТР Правительство çуртӗнчи иртнӗ канашлура ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ.

Кăçал республикăра 1 миллион та 168 пин гектар лаптăкран тыр-пул пухса кӗртмелле. Кӗрхи рапс çитӗннӗ, ăна июлӗн 15-мӗшӗ хыççăн тирпейлеме тытăнма палăртнă, июлӗн 20-мӗшӗ хыççăн кӗрхи тыр-пул культурисене вырма пуçлӗç. Пурӗ 470 пин гектар кӗрхи культурăна тирпейлемелле.

Тутарстанра  411 тырă типӗтмелли комплекс ӗçлет, вӗсем талăкне 214 пин тонна тырă типӗтме хатӗр. Унсăр пуçне çăкăр йышăнакан предприятисемпе элеваторсем пур. Вӗсен талăкне 85 пин тоннăна яхăн тырă типӗтме пултараççӗ. Кăçал хуçалăхсем талăкне 40 пин тонна типӗтмелли  10 комплекс туяннă.

Июнӗн 29-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 17-мӗшӗччен çăкăр йышăнакан предприятисемпе элеваторсене кăçалхи тырра йышăнма хатӗррине тӗрӗслеççӗ. Элеваторсенче иртнӗ çулсенчи 767 пин тонна тырă упранать, кăçал 4 миллион тонна тухăç йышăнма вырăн пур.

Арск, Черемшан, Камско-Устьински тата Рыбно-Слободски районсенче ял хуçалăхсенче тырă вырмалли техникăна тепӗр хут тӗрӗсленӗ: техника юсанă, хуçалăхсем вырма ӗçӗсене ирттерме хатӗр.

Республикăра вăтамран илсен пӗр комбайн  500 гектар лаптăка вырмалла, хăш-пӗр районсенче çак кăтарту пысăкрах. Çавна май икӗ сменăпа ӗçлеме е хушма машинăсем явăçтарма сӗннӗ министр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство уборка урожая минсельхоз