Хусан – ислам тӗнчине уçакан чӳрече
Май уйăхӗн 18–21-мӗшӗсенче ӗçленӗ «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ кăçал РФ Президенчӗн В.Путинăн хушăвӗпе федераллă шайра иртрӗ. Раççейӗн 84 регионӗпе 85 çӗршыв делегацийӗ хутшăнчӗ. Форум «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче уçăлчӗ.
Унта РФ Правительство Председателӗн çумӗ Марат Хуснуллин, Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов, РФ экономика аталанăвӗн министрӗ Максим Решетников, Таджикистан Премьер-министрӗ Кохир Расулзада тата ыттисем хутшăнчӗç. Мероприятие хутшăнакансене РФ Федераци Пухăвӗн Федераци Канашӗн Председателӗ Валентина Матвиенко саламларӗ. «Сире пурсăра та Тутарстанăн тӗп хулинче, Раççейре ят илнӗ авторитетлă площадкăра кӗтсе илме хавас. Форумăн тата та çӳллӗрех шая тухма мӗнпур майсем пур. Мӗншӗн тесен Раççейӗн Ислам тӗнчипе хутшăнса ӗçлес опычӗ пысăк. Ислам тӗнне тытакансем Раççейре йышлăн пурăнаççӗ. Çавăнпа KazanForumăн формачӗ питӗ кирлӗ, унăн пӗрлештерес вăйӗ пысăк. Кăткăс лару-тăрура пирӗнпе туслă Ислам çӗршывӗсем хăйсене Раççейӗн шанчăклă тусӗ пек кăтартрӗç. Эпир ăна хаклатпăр. Халăхсен хушшинчи политикăра Ислам çӗршывӗсен организацийӗ хăйне уçă та тӳрӗ партнер пек кăтартрӗ. Тӗнчери экономика хутшăнăвӗсем шанчăклă туслăх принципӗсем çинче никӗсленмелле тата йăлари йӗркесене хисеплесе тытса пымалла», – терӗ Валентина Матвиенко.
Марат Хуснуллин хăй сăмахӗнче Раççейпе Ислам çӗршывӗсен хушшинчи хутшăнусем тӗрлӗ енлӗ аталаннине палăртса хăварчӗ. «Эпир малашне те çак туслă хутшăнусен çирӗп аталанăвне упраса хăварасса шанатăп. Пӗрле эпир паянхи кун тӗнчери лару-тăру кăларса тăратнă йывăрлăхсене çӗнтерсе çӗршывсен аталанăвне мала ярайăпăр», – терӗ РФ Вице-премьерӗ.
Таджикистан Премьер-министрӗ Кохир Расулзада форумри ӗçлӗ тӗлпулусем нумай енлӗ килӗшӳсем тума пулăшасса, бизнес валли çӗнӗ майсем тупса парасса шаннине пӗлтерчӗ.
ТР Раисӗ Рустам Минниханов хăнасемпе делегатсене пурне те Тутарстан çӗрӗ çинче курма хавассине пӗлтерчӗ. «Пысăк тав сăмахӗсем Раççей Федерацийӗн Президентне Владимир Путина, йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхне Марат Хуснуллина экономика форумне федераллă шайпа тивӗçтернӗшӗн тата ăна ирттерме пур енлӗ пулăшу панăшăн», – терӗ Рустам Нургалиевич. Ислам çӗршывӗсен организацине те пысăк тав сăмахӗсем каларӗ республика ертӳçи.
Малалла хăнасемпе делегатсем Хусан форумӗн курав центрӗнче вырнаçнă предприятисемпе компанисен продукцийӗпе паллашрӗç.
«Атом» сутлăха 2025 çулта тухать
Производительсем кунта хăйсен продукцине сӗннисӗр пуçне рынокра çӗнӗ поставщиксемпе, туянакансемпе çыхăну йӗркелеççӗ. Хăйсен продукцине Тутарстанри, регионсенчи, ют çӗршывсенчи пурӗ 400 ытла предприяти тăратнă.
Экспозици пӗтӗмпе икӗ павильона, курав центрӗ умӗнчи урамăн икӗ енне йышăннăччӗ. Музыка инструменчӗсенчен пуçласа техника çӗнӗлӗхӗсем, инвестиципе инфраструктура проекчӗсем таранахчӗ унта. Шел те, Чăваш Ен производителӗсем вӗсен йышӗнче курăнмарӗç. Сăлтавӗ кунта сӗнмелли çуккинче мар, йӗркелесе ăсатакан тупăнманнинче-тӗр.
Чи курăмлă вырăна Раççейӗн çӗнӗ «Атом» бренчӗллӗ электромобиль прототипӗ йышăнчӗ. Машина сутлăха 2025 çулта тухмалла. Электромобилӗн пайӗсене хамăр çӗршыврисемсӗр пуçне Турци, Инди, Китай çӗршывӗсенчи пурӗ 90 компани хатӗрлӗ. Литейнăй батарейăна вара Тутарстанра тăвӗç. Машинăна хамăр çӗршывра пуçтарӗç.
Хӗвеланăçран – кăнтăралла
Раççейпе Ислам çӗршывӗсен çыхăнăвӗсем ӗнер-паян кăна йӗркеленмен, РФ Президенчӗн В.Путинăн пуçарăвӗпе акă ӗнтӗ 20 çул ăнăçлă аталанаççӗ вӗсем. Паян, халăхсен хушшинчи аренăра пирӗн çӗршыв енӗпе сисӗнмелле улшăнусем пынă вăхăтра, ку çыхăнусен пӗлтерӗшӗ тата пысăкрах.Тӗп вырăнта – суту-илӳпе экономика тата инвестици. Урăхла каласан, кăнтăр тата хӗвелтухăç çӗршывӗсемпе пӗрле никама пăхăнман, пӗрлехи финанс системине, энергетика, апат-çимӗç хăрушсăрлăхне туса хурасси тата цифра трансформацийӗ.
Тӗнче экономикинче сисӗнмелле вырăн йышăнакан ислам экономикин витӗмӗ тӗнчери суту-илӳре çулсерен ӳссе кăна пырать. Раççей пекех тӗрлӗ культурăллă, тӗп хаклăхлă Ислам тӗнчи паян пирӗн çӗршывшăн шанчăклă партнер. Çакна шута илсе хальхи лару-тăрура вӗсемпе икӗ енлӗ тавар çаврăнăшне ӳстермелле, санкцисене пула пăсăлнă тавар ăсатмалли-кӳмелли логистикăна çӗнӗлле йӗркелемелле, импорта хамăрăннипе ылмаштарас, технологи суверенитетне çирӗплетмелли ыйтусене татса памалла, халăхсен хушшинчи транспорт коридорӗсене çӗнетмелле, пӗрлехи инвестици проекчӗсене пурнăçа кӗртмелле. Урăхла каласан, экономикăна хӗвеланăçӗнчен – кăнтăр, кăнтăр хӗвелтухăç çӗршывӗсем еннелле çавăрмалла. Вăхăта вăраха тăсмасăр татса памалли ӗçсем çӗршывăн калама çук нумай.
Раççей, СНГ, Ислам çӗршывӗсен патшалăх влаçӗсен органӗсене, финанс институчӗсене, дипломати представительствисене, парламентарие, инвесторсене, Раççейпе ют çӗршыв компанисен топ-менеджерӗсене пӗрле пухакан «KazanForum» ку енӗпе чи меллӗ площадка. Тӗнче эксперчӗсемпе экономика, политика ыйтăвӗсене пӗрле сӳтсе явнисӗр пуçне Раççейре ислам финанс системине, экономикине ӗçлеттерессипе çыхăннă законсем енӗпе кирлӗ сӗнӳсемпе те пулăшаççӗ. Кăçалхи форумра ислам финансӗ, халяль индустрийӗ, инноваци технологийӗсем, инвестици, промышленность, логистика ыйтăвӗсемпе, пурӗ 16 темăпа, 150 ытла мероприяти иртрӗ.
Раççейри ислам экономикин аталанăвӗн потенциалӗ пысăк. Паянхи кун çӗршывра халяль-апат индустрийӗ, туризм, медицина тата ытти хастар аталанать. 2023 çулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен 4 регион Тутарстан, Дагестан, Чечня, Пушкăртстан эксперимент шайӗнче 2 çул шариат законӗсемпе финанс операцине пурнăçласа пăхӗç. Пӗлтӗр декабрь уйăхӗнче Хусанта Сбербанкăн ислам финансированийӗпе ӗçлекен офисӗ те уçăлнă. Уйрăм çынсемпе те, корпоративсемпе те ӗçлет вăл.
Раççейпе Ислам çӗршывӗсем çаплах микроэлектроника, телекоммуникаци, космос, наука, вӗрентӳ, культура, спорт енӗпе те çыхăнусем йӗркелеççӗ.
«Çурçӗр – Кăнтăр»
Форумăн чи нумай калаçтаракан теми «Çурçӗр – Кăнтăр» транспорт коридорӗ пулчӗ тесен те юрать. Çитес вунă çуллăхăн чи пысăк геополитика тата геоэкономика инфраструктурин проекчӗ вăл. Раççейӗн Европа енчи регионӗсем урлă Перси заливне тухакан 6–8 пин километрлă транспорт магистралӗ. Каспи регионӗнчи çӗршывсене – Казахстана, Туркменистана, Азербайджана, Ирана Раççейпе çыхăнтарӗ вăл. Бенифициарсен шутӗнче çаплах Перси заливӗн çӗршывӗсем, Инди, Китай, Кăнтăр хӗвелтухăç çӗршывӗсем, Пакистан тата ыттисем.
Асăннă транспорт коридорӗн ӗçӗсем сахал мар: кадрсем хатӗрлемелле, çӗршывсен таможня тата ытти право ыйтăвӗсене пăхса груз турттарассине йӗркелесе тăракан услови тумалла. Тăватă çул хушшинче инфраструктурăна йăлтах çӗнетме план лартнă. Урăхла каласан, маршрутăн чукун çул, автомобиль инфраструктурине, патшалăх чикки урлă тухмалли пропуск пункчӗсене аталантармалла; груза ниçта пушатмасăр, хăрушсăр турттарассине йӗркелемелле. Çулсем хушши аталаннă логистикăна Хӗвеланăçпа Европа санкцисене пула пăснăран «Çурçӗр – Кăнтăр» транспорт коридорӗн пӗлтерӗшӗ çав тери пысăк. Мӗн шухăшлани пурнăçланайсан ку коридора ӳлӗмрен Хӗвеланăçпа Европа кансӗрлеймӗ. Мӗншӗн тесен инфраструктури йăлтах Раççейӗн пулӗ. Майăн 17-мӗшӗнче Раççейпе Иран çак транспорт коридорӗн хӗвеланăç юппин чи пысăк Астара – Решт чукун çул участокӗн строительствине пуçарасси çинчен килӗшӳ туни ку ӗç вырăнтан хускалнине пӗлтерет. РФ пӗрремӗш Вице-премьерӗ Андрей Белоусов пӗлтернӗ тăрăх, 2030 çул тӗлне ку транспорт коридорӗ тăрăх груз турттарасси виçӗ хут ӳссе 41–45 миллион тоннăна çитмелле. Ку вăл пӗрремӗш тапхăр кăна-ха. Коридор пӗтӗмпе 60–100 миллион тонна чухлӗ груз ăсатма-кӳме пултарать.
Шеф-поварсен кубокӗ
«Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» Халăхсен хушшинчи экономика форумӗ халяль стандарчӗсемпе апат хатӗрлесси çине пысăк тимлӗх уйăрчӗ. Майăн 19–21-мӗшӗсенче Хусанти «Казань» Агро- промышленность паркӗнче апат-çимӗç, косметика, тумтир, аксессуарсем тата ыттин куравӗ пулчӗ пулсан, «Казань Экспо» комплексра 13 çӗршыв шеф-поварӗсен команди кулинари ăсталăхӗпе вăй виçрӗ.
Тӗнче шайӗнчи 150 шеф-повар кулинари вӗрентӗвӗн учрежденийӗсен студенчӗсемпе пӗрле сехет çурăра виçшер тӗрлӗ апат (какайпа тата какайсăр, тинӗс продукчӗсенчен вӗри апат, закуска тата пылак десерт) хатӗрлерӗç. Апатсене халăхсен хушшинчи жюри комиссийӗ кулинари критерийӗсем тăрăх хакларӗ. Чи пултаруллине хаваслă лару-тăрура кубокпа чысларӗç.
Тутарстан хăйӗн апат-çимӗçне тӗнче рынокне кăларассипе те ӗçлет. Сăмах кунта халяль продукцийӗн экспорчӗ çинчен кăна пымасть. Тутар кухнипе тӗнчене паллаштарасшăн. Тӗслӗхе, «Тюбетей» хăвăрт апатлану ресторанне илмелле. Ресторансен сечӗн хуçисенчен пӗри Айнур Камалиев каланă тăрăх, вӗсем тутар наци апатне 8 çул каялла шыв спорчӗн тӗсӗсемпе иртнӗ чемпионатра çӗнӗлле, фастфуд манерӗпе сӗнсе пăхнă. Çапла майпа пултаруллă çак йӗкӗтсем тутар кухнине çӗнӗ пурнăç вӗрсе кӗртнӗ те. Кыстыбургер, эчпочмакфреш тата ытти çакăн пек апат шутласа кăларнă.
«Бэлиш, губадия пек тутлă çимӗçсене асаннесем пире пысăк праçниксенче кăна пӗçерсе паратчӗç. Мӗншӗн-ха вӗсене пӗчӗклетсе халăха сӗнес мар тесе шутларăмăр. Пӗлетӗр-и, хамăра та, хăнасене те килӗшрӗ», – хавхаланса пӗлтерчӗ Айнур Ильшатович. Паянхи кун Хусанта кăна вӗсен хăвăрт апатланмалли 6 ресторан тата «Татар» музей-кафе уçнă. Икӗ кун ӗçленӗ форумра та акă хăйсем çинчен стендсемпе мар, апатлантарсах паллаштарчӗç вӗсем. Атăлçи тăрăхӗн рынокне майпен тухса пыракан «Тутар Макдоналдсӗпе» форумра Раççейӗн Çурçӗр регионӗсем пит интересленнӗ иккен. Эппин, çӗнелнӗ тутар кухни малашне хӗвелтухăç еннелле те çул тупӗ.
Ислам моди
Форумăн тӗллевӗсенчен пӗри Ислам çӗршывӗсен хушшинче культура çыхăнăвӗсене йӗркелессиччӗ. Хальхинче Хусанти экономика форумне курма мар, ӗçлес шутпа килнӗ 100, 50-шар çынран тăракан делегациллӗ çӗршывсем те пурччӗ. Май уйăхӗн 20-мӗшӗнче, тӗслӗхрен, Раççей регионӗсемпе ют çӗршывӗсенчен, пурӗ 15 модельер хăйсен мăсăльман тумӗн коллекцийӗсене кăтартрӗç. Сенегал, Индонези модин концепцийӗ тахçанах пиçсе çитнӗ пулсан, Раççей мăсăльманӗсем шыраççӗ кăна-ха. Апла пулин те хитре тумсем çуккине пӗлтермест ку. Мурманскпа Улан-Удэ модельерӗсем, тӗслӗхрен, ăшă тум коллекцине те хатӗрленӗччӗ. Хусан мăсăльман тумӗн модельерӗсемшӗн форум усăллă пулни иккӗленӳллӗ мар, регионсенчи, ют çӗршывсен модельерӗсемпе курса калаçма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май пачӗ вăл.Тен, кунта хутшăннă модельерсен тумӗсен лавккисем те уçăлӗç-ха.
Çветтуй Пăлхар пухăвӗ
Атăлçи Пăлхар ислам тӗнне йышăннă куна халалласа майăн 21-мӗшӗнче Аслă Пăлхарта иртнӗ «Изге Болгар жыены» (Çветтуй Пăлхар пухăвӗ) форума вӗçлекен мероприяти пулчӗ. Раççей, ют çӗршывсенчи мăсăльмансен общинисен, Раççей мăсăльманӗсен тӗп духовенствин ертӳçисемпе пӗрле республикăри район-хуласенчен, Раççей регионӗсенчен пурӗ 20 пине яхăн çын хутшăнчӗ унта. Дагестанран ятарласа илсе килнӗ Мухаммад пророкпа унăн подвижникӗсен 10 реликвийӗн куравӗ мӗнпур мăсăльманшăн чи пысăк парне пулчӗ. Тутарстанри Мăсăльмансен духовенстви куншăн Дагестан муфтине Ахмад афандие чӗререн тав турӗ.
Мероприятин официаллă пайӗ пуçланас умӗн тӗп сцена çинче пысăк концерт пулчӗ. Пухăннисене унтан Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ăшă сăмахсем каласа саламларӗ. Кăнтăрла тӗлӗнче «Пӗчӗк минарет» тата «Хан усыпальници» комплекссен территорийӗсенче пӗрлехи намаз иртрӗ. Ăна ытти çулсенчи пекех Раççейӗн Верховнăй муфтийӗ Талгат хазар Таджутдин ирттерчӗ.
Мӗнле уяв кӗрешӳсӗр пултăр-ха? Кăçал та кавир çине 17 çӗршывран 100 ытла спортсмен тухрӗ. Çавна кура ăмăрту темиçе сехетех тăсăлчӗ. Тӗп парнешӗн – байк мотоциклшăн – кӗрешӳ пысăк виçе йывăрăшлă Раççей спортсменӗпе Фирдус Зайнуллинпа Азербайджан спортсменӗ Джамал Фейзиев хушшинче пычӗ. Пӗр спортсмен та теприне парăнасшăн пулмарӗ. Çапах та çӗнтерӳ хальхинче Джамал Фейзиев енче пулчӗ. Шăпах вăл абсолютлă чемпион пулса тăчӗ те.
Çакăн пек шавласа та кӗрлесе иртрӗ «Раççей – Ислам тӗнчи: KazanForum – 2023» халăхсен хушшинчи экономика форумӗ. Турци, Египет, Азербайджан, Узбекистан, Малайзи, Иран тата ытти çӗршывсемпе Раççей 130 килӗшӳпе меморандума алă пусни Ислам çӗршывӗсемпе Раççей хушшинчи суту-илӳпе экономика çыхăнăвӗсем çӗнӗ шая çӗкленессине пӗлтерет, Хусан вара хӗвелтухăçалла тухакан чӳрече пулнине çирӗплетет.
Ирина ТРИФОНОВА,
Ирина КУЗЬМИНА.
И.Кузьмина тата «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев