Хусан музыка турисчĕсене кĕтет
Сентябрӗн 8, 9-мӗшӗсенче Хусанта «СоТворение» фестиваль иртрӗ
Эпир хамăрăн сайтра «СоТворение» фестиваль пуласси çинчен çырнăччӗ. Хусан мэрийӗ фестиваль ирттерессипе «Туризм тата тараватлăх индустрийӗ» наци проекчӗн конкурсӗнче çӗнтерсе илнӗ федераллă грантпа йӗркеленӗ ăна. Çакăн тӗллевӗ – Хусанта музыка туризмне аталантарасси.
Икӗ куна пынă фестивале сакăр çӗршыв – Раççей, Инди, Турци, Армени, ЮАР, Мали, Китай, Бразили – музыканчӗ, 26 коллектив, пӗтӗмпе 150 артист хутшăнчӗ. Пресс-конференцире Хусан Ӗçтăвкомӗн культура управленийӗн начальникӗ Азат Абзалов 100 пин çын пухăнасса шаннине каланăччӗ, чăннипе 57 пин çын пуçтарăнчӗ Чаша таврашӗнчи тӳреме. Фестивалӗн иккӗмӗш кунне онлайн пăхма май пулчӗ – 30 пин çын пăхни паллă.
Йӗркелӳ ӗçӗсем
Фестиваль икӗ сцена çинче 16 сехет пычӗ, музыкантсенчен кашни çур сехетрен кая мар юрларӗ, вылярӗ, ташларӗ. Синоптиксем эрнекун, шăматкун çумăр пуласса систернӗччӗ. Йăнăшрӗç! Тепре чух йăнăшни савăнтарать те иккен.
8 пин элементран тăракан, 90,5 тонна таякан сценăсене пуçтарма та, салатма та хăвăрт пулмарӗ, темиçе куна тăсăлчӗ ку ӗç. Сценăсен анлăшӗ 20-шер метр, тарăнăшӗ – 12.
Икӗ сцена пулнине кура концерт самантлăха та чарăнмарӗ, артистсем юрланă вăхăтра, теприсем хатӗрленсе музыка аппаратурине йӗркелерӗç. Икӗ кунӗнче те программăна Валерий Марьяновпа Гульнара Сафина ертсе пычӗç. Валерий Марьянов паллă Хусан ушкăнӗн продюссерӗ, «Валера пулман-тăк эпир Мускава çитеймен пулăттăмăр», – шӳтлеççӗ артистсем. Гульнара Сафина – паллă радиоертӳçӗ.
Вунпилӗк çул каялла «Сотворение мира» рок-фестиваль ирттерни йӗркелӳçӗсене пуян опыт пани куçкӗрет, икӗ сцена меслечӗпе те ун чухнех усă курнăччӗ.
Фестивальсен чапӗ «чӗрӗ, таса» сасă, чаплă юрăçсем, паллă ушкăнсем хутшăннипе çыхăннă, анчах сасă аппаратури чăхăмласан çăлтăрсем те ырă ята çăлса хăвараймаççӗ. Çавăнпа ăста сасă режиссерӗсем фестивальшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ.
Вунпилӗк çул каялла çак ӗçе ют çӗршыв специалисчӗсем тăватчӗç, халӗ Раççейре те маттур сасă ăстисем пур. Çутă, инженери ӗçченӗсем те, паллах, чи лайăххисем пулчӗç. Фестивале хатӗрлесе ирттерме 100 çын хутшăннă.
Куракансем çинчен шутлани те курăнать – фестивальте сывлăх енчен çирӗп маррисем те килнипе, вӗсене пусмасемпе хăпарса анма йывăррине ăнланса фестиваль тӳремне кӗнӗ çӗрте меллӗ пандуссем вырнаçтарнă. Темиçе тӗлтен те кӗрсе сцена патне пыма пулать, йӗрке хуралçисем пăхсах тăраççӗ, анчах куракансемпе питӗ сăпайлă, вашават тыткалаççӗ хăйсене. Куракансем тӗрлӗ çулсенчисем пулчӗç: çамрăксем, ачасем, çитӗннисем, аслă çулсенчисем (нумай пулмасан та, пур). Никам та никампа хирӗçмест, кашни артистсене кăмăлтан йышăнать (кунта футбол командисен «чирлекенӗсем» мар çав), музыка çынсене хирӗçтермест. Тӳремре тӗллӗн-тӗллӗн лартса тухнă контейнерсене пула ура айӗнче çӳп-çап çук, çиес-ӗçес текенсене тӳрем хӗрринче фудкорт тарават, 10 машина-кафере наци апатне те, стрит-футне те илме пулать. Журналистсене те ӗçлеме меллӗ, юнашарах, Чаша ăшӗнче пресс-центр йӗркеленӗ, чей ӗçсе ăшăнма, васкавлă материал çырма та пулать.
Фестиваль кунӗсем
Икӗ кунӗнче те кăнтăрла иртсе икӗ сехетре пуçланчӗç фестиваль концерчӗсем. Икӗ кунӗнче те Хусанти рок шкулӗнче вӗренекенсем уçрӗç ăна. OYME этно коллектив финно-угор, Çурçӗр Кавказ халăхӗсен кӗввисене юрласа, калăн çынсене фестивале йыхравларӗ. Хӗрарăмсен нумай саслă юррисем программăра пулчӗç. Китайран килнӗ DRUNK band хӗрӳллӗ ушкăн хыççăн кӗçӗн Дживан Гаспарян (Армени) дудук каланине итлерӗмӗр. Хӗрсен «Комсомольск» инди-ушкăнне ăшшăн йышăнчӗç хусансем. Хӗвел анса каç сӗмӗ çапнăçемӗн фестиваль тӳремӗнче куракансем йышлансах пычӗç.
2007 çулта «Евровидение» конкурса хутшăнса мухтав илнӗ Петр Налич та пулчӗ фестивальте. Артистăн кашни юррине «браво» кăшкăрса, тахçанччен алă çупса йышăнчӗç.
Концерт программи хыççăн пирӗн юрăçпа калаçма май пулчӗ.
– «Евровидение» конкурса хутшăнни сирӗн творчество, карьера çине мӗнле витӗм кӳчӗ?
– Интереслӗ. Пӗр енчен ку суперреклама пулчӗ. Укçа нумай килчӗ, анчах çакăншăн тӳлевӗ те пӗчӗк мар иккен: хăв пурăнас тенӗ пек пурăнма çук, мӗнле-тӗр функционала тухатăн. Санран мӗн кӗтеççӗ, çавна тумалла. Акă мӗншӗн çакăнтан пăрăнса хама чăннипех интереслӗ проектсемпе ӗçлеме тăрăшрăм.
– Эсир паян музыкăра тӗрлӗ енлӗ ӗçлетӗр: кино, мультфильмсем валли кӗвӗ çыратăр, музыковед, юрăç. Çаксенчен хăшӗ пӗлтерӗшлӗрех сирӗншӗн?
– Музыковед тесех каламан пулăттăм хама. Сăмах та çук, музыка çинчен сехечӗ-сехечӗпе калаçсан та музыковед тесе каламан пулăттăм хама. Музыка мана яланах интереслентернӗ. Çӗнӗ музыка çырасси, сцена çине тухса юрласси маншăн яланах пӗлтерӗшлӗ пулнă.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнчи тӗлӗнмелле ăста, чăн-чăн асамлăх кăтартнă Алексей Архиповский балалайка каланине куракансем сывлама чарăнса итлерӗç тейӗн, кӗвӗ вӗçленсен çеç тулли кăмăлтан «браво» кăшкăрчӗç. Пӗлместӗп, виçӗ хӗлӗх карăнтарнă инструмент (ансат тесе те калӗ тепри) мӗнле майпа çавăн пек тӗрлӗ-тӗрлӗ саслă пулса илемлӗ кӗвӗ кăларать? Ахальтен мар Архиповские музыкантсем оркестр-этем теççӗ. Чылайранпа Хусанта концертсемпе пулман «Мураками» ушкăнпа солистки Диляра Вагапова хусансемшӗн тунсăхлани курăнчӗ, паллах, куракансене те тӗлпулу савăнтарчӗ.
Пӗрремӗш кун Раççейӗн «Therr Maitz» инди-ушкăнӗн программипе вӗçленчӗ. Ку ушкăна I телеканалпа пыракан «Голос» шоун иккӗмӗш сезонне хутшăннă Антон Беляев пуçтарнă, уйрăм концертпа та Хусанта пулнă вăл.
Фестиваль. Иккӗмӗш кун
Фестивалӗн иккӗмӗш кунне те Хусанти Рок шкулӗнче вӗренекенсем уçрӗç – ку хăйне май йăла пулса тăчӗ. Программăри кашни коллектив интереслӗ, хăйне евӗрлӗ. Тываран килнӗ «Хуун-хуур-ту» ушкăнпа Хусан тахçанах паллашнă. Вăл «Крутушка» этнофестивале те хутшăннă, уйрăм концертпа та пулнă. Пыртан тухакан сасăпа юрланине юратакансем хаваспах итлерӗç тывасене. Антоха МС, «Космонавтов нет» – кашнине юратса йышăнчӗç. Битбокс, акапелла юрлакан «Jukebox trio» ушкăн та «Мураками» пекех Хусанта йӗркеленнӗ. Халӗ вăл Мускавра творчество идейисене пурнăçа кӗртет, анчах тăван хула çинчен те манмасть, фестивальсене, пысăк мероприятисене килсех тăрать.
Иккӗмӗш кунра чи асра юлмалли музыкантсенчен Найк Борзова тата Юрий Музыченкон «The Hatters» ушкăнне палăртас килет. Найк Борзовăн кашни юррине куракан юрăçпа юрларӗ, темӗнччен сцена çинчен ярасшăн пулмарӗ. Музыкант куракана хисеплени те курăнчӗ çакăнта. Сценăран инçетерех тăракансем патне те çитме тăрăшрӗ.
Паллă музыкантăн, телеертӳçӗн джипси-фолк-рок ушкăнӗ фестивальте чи экстрентичнăйӗччӗ, пӗрремӗш кун хӗрӳллӗн юрланă Nomfusi (ЮАР) те ăна çитеймерӗ пулӗ. Павел Личадеев аккордеонпа соло калани тата!.. Кашни юрăра кӗвве туйни, импровизаци, артист пултарулăхӗ тата ырă, ăслă юмор куракана ташша чӗнет.
Фестивале «Кино» рок-ушкăн вӗçлерӗ. Ушкăнăн солисчӗ çук... Виктор Цой юрланă юрăсене тепӗр çынна парас темен, хальхи вăхăтри технологисем, çутă пулăшнипе Цой сăнарӗ «чӗрӗлсе тăнă». Çамрăксене уйрăмах килӗшрӗ ку, савăнсах йышăнчӗç: «Пӗр-икӗ юррине çеç пӗлеттӗм Цойăнне, унăн тата нумай илемлӗ юрă иккен», – хавхаланса калаçрӗç вӗсем, сцена эффекчӗсем те витӗмлӗ пулчӗç, паллах.
* * *
«СоТворение» пӗрремӗш фестиваль хыçа юлчӗ, пӗтӗмлетӳсем тунă май унăн пуласлăхӗ пысăк теес килет. Çак пысăк мероприятие ирттернин тӗп тӗллевӗ – туристсем. Кăçал турист-куракансем пит нумай пулмарӗç, анчах иккӗмӗш фестивальтех картина улшăнасси куçкӗрет – онлайн пăхакансем 30 пин çын пулни мероприятипе интересленнине кăтартать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗксем KZN.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев