Хусан православи тӗн семинарийӗ уçăлнăранпа 300 çул çитрӗ
Ноябрӗн 20-21-мӗшӗсенче, Тӗн календарӗпе Михаил Архистратиг кунӗнче уяв мероприятийӗсем иртрӗç. XXII Халăхсен хушшинчи наукăпа богослови конференцийӗ уçăлнипе пуçланчӗç вӗсем. Конференци темиçе секципе харăсах Хусан православи тӗнӗн семинарийӗнче, Хусан Кремлӗнчи «Хазинэ» ӳнер галерейинче, ТР Наци библиотекинче иртнӗ.
Тӗн пӗлӗвӗпе тивӗçтерекен вӗренӳ учрежденийӗ 1723 çулта Хусан Архиерей славян-латин шкулӗ пек уçăлнă. Ун чухнехи III Тихон Хусан митрополичӗ шкула таврари вырăс мар халăхсен ачисене вӗренме йышăнассине ырланă. Çавăнпа миссионер шкулӗ теме те пулать семинарин пӗрремӗш çулӗсене (тӗпрен илсен вырăс мар халăхсенчен сахалăшӗ православи тӗнне тытса пурăннă). Тепӗр вунă çултан Хусан архиепископӗ Иларион тăрăшнипе славян-латин шкулне семинари статусне панă. Архиепископ Киеври православи тӗнӗн академийӗнчен вӗренсе тухнă, Хусанти тӗн вӗренӗвӗн учрежденине те Киеври академи манерлӗ тăвас тенӗ, çавăнпах Киеври академирен вӗренсе тухнисене Хусана ӗçлеме йыхравланă.
I Александр (1801–1825) патшара ларнă вăхăтра Амвросий архиепископ çине тăнипе истори, географи предмечӗсене вӗрентме пуçланă, нимӗç тата француз чӗлхисем расписание кӗнӗ. Çӗнӗ йӗркесем вӗренекенсене те, ачисене пӗлӳ парас текенсене те питӗ килӗшнӗ. Енчен те семинаринче 200 ача вӗреннӗ-тӗк, вӗсене те ашшӗ-амăшӗ вӗрентесшӗн пулман, улшăнусем кӗртсен кӗске вăхăтрах ачасен шучӗ 500 çитнӗ. Семинаринчен вӗренсе тухакансем чиркӳсенче тӗн ӗçӗпе çеç ӗçлемен, Чӗмпӗрти, Ӗпхӳри халăх училищисенче учитель пулнă. Ытти тӗн ӗçӗпе çыхăнман çӗрте те ăнăçлăн ӗçленӗ.
Амвросий архиепископ вăхăтӗнче семинарин шайӗ çӳллӗ пулнă. Çавăнпах 1797 çулта I Павел император ăна «академи» статус панă. Çакăнпа пӗрлех вӗренӳ программи те анлăланнă: философи, богослови, риторика, физика тата еврей, грек чӗлхисем хушăннă. Миссионер ӗçне илсе пырас тӗлӗшпе вырăнти халăхсен – тутар, çармăс, чăваш – чӗлхисене вӗрентнӗ.
1814 – 1818 çулсенчи православи вӗренӗвӗн реформинчен Хусан та айккинче юлман. 1818 çулта академие хупсах ревизи тунă. Çакăн хыççăн Раççейре виçӗ академи çеç пулмалла тесе йышăннă Таса Синод – Мускавра, Киевра тата Санкт-Петербургра. Хусанта Санкт-Петербургри тӗн академине пăхăнса тăракан семинари хăварнă, статусӗпе ăна гимназипе танлаштарма пулнă.
1842 çулта Хусанта каллех «тӗн академийӗн» статусне тавăрнă. Кунта тӗн ӗçӗпе ӗçлекенсене те, патшалăх службинче тăракансене те пӗлӳ панă. Çапла 1920 çулта хупăничченех «православи тӗнӗн академийӗ» пулнă.
Коммунизм режимӗ салансан, 77 çултан çеç уçăлнă вăл. Халӗ унăн «Хусан тӗн училищи» статуспа ӗçлеме тӳр килнӗ. Çак пысăк пулăм Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ II Алексий Хусана килнипе пӗр вăхăта килнӗ. 1998 çулта училище ректорӗ, Хусан тата Тутарстан архиепископӗ Анастасий (2012 çултан Тутарстан митрополичӗ) ыйтнипе вӗренӳ заведенине «Хусан православи тӗн семинарийӗн» статусне панă.
Çӗршыва турă законӗпе пурăнма вӗрентекенсене, светски вӗренӳ заведенийӗсем валли те – семинаринче (академире) вӗреннисенчен чылайăшӗ Хусанти патшалăх университетӗнче вӗрентнӗ – преподавательсем хатӗрленӗ учреждени хăйӗн 300 çулхи юбилейне «семинари» статуспа кӗтсе илчӗ.
Кашни секцире семинари халиччен тунă ӗçӗсене пӗтӗмлетсе хак панисӗр пуçне унăн малашнехи аталанăвӗн çул-йӗрне те палăртнă. Чиркӳ искусстви, архитектурипе историйӗ çинчен тухса калаçакансем те пулнă конференцире. Паллах, асăннă тематикăпа анлă курав та йӗркеленӗ. Ку ӗçе тӗн ӗçченӗсемпе пӗрле библиотека, ТР Патшалăх ӳнер искусствин музейӗн ӗçченӗсем пӗрле тăрăшса тунă.
Юбилейӗн иккӗмӗш кунӗнчи чи пысăк мероприяти ТР Православи общественноçӗн V форумӗ пулчӗ, иртнӗ IV форум 2019 çулта (Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ курăннăранпа 445 çул çитнине халалланă) пуçтарăннăччӗ. Унта Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан (Ашурков) хутшăннăччӗ. Сахал вăхăт пулнă вăл Тутарстан православи чиркӗвӗн пуçӗнче, анчах кӗске вăхăтрах пысăк ӗçсем тума ӗлкӗрнӗ, вӗсенчен пӗрне – Хусанта Турă Амăшӗн соборне çӗклеме çине тăнине асăнмалла. Феофан митрополита форума пухăннисем 1 минут ура çинче шăп тăрса сума сурӗç.
Форум «Корстон» суту-илӳ тата кану центрӗнче иртрӗ. Унăн ӗçне ТР Раисӗ Рустам Нургалиевич Минниханов хутшăнчӗ.
Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл ертсе пычӗ мероприятие. Форума Раççей православи чиркӗвӗн ӗçченӗсем йышлăн килнӗ. Çавăн пекех Беларусь, Чехи, Болгари, Сири, Америка çӗршывӗсенчен те пулчӗç православи тӗнне тытса пыракансем. Ислам тӗнне тытса пыракансем те сцена çине тухса саламларӗç семинарие. Икӗ тӗн Хусанта, Тутарстанра килӗштерсе ӗçлени, малашне те ытти çӗршывсемшӗн ырă тӗслӗх пулмалли çинчен каларӗ Хусан тата Тутарстан муфтийӗ Камиль хазрат.
Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова (Турă Амăшӗн соборне тунă çӗрте вăл пысăк тӳпе кӗртнӗ), Патшалăх Думин комитетне ертсе пыракан Елена Ямпольская, «Царьград» телекомпание тытса тăракан Константин Малофеев тата нумай-нумай тӗн, общество историйӗнчи паллă çынсем микрофон умне тухса саламларӗç, семинарин статусне ӳстерсе академи тумалли çинчен калаçрӗç.
Кун пирки уяв мероприятийӗсем иртес умӗн йӗркеленӗ пресс-конференцире те сăмах тухнăччӗ. Хусан православи тӗнӗн семинарийӗн ректорӗ Владимир (Самойлов) атте семинари сроксăр аттестаци иртни пирки савăнса пӗлтерчӗ. Унпа пӗрле пресс-конференцие хутшăнакан КФУ ăсчахӗ Михаил Дмитриевич Щелкунов семинарин статусне академие çити çӗклемелли пирки сăмах хускатрӗ. Ун чух Владимир атте сăпайлăн ку ӗмӗте пурнăçланма 2-3 çул кирли çинчен каларӗ.
Хусанта Ислам тӗнӗн академийӗ пур, тен, православи тӗнӗн академийӗ те пулӗ çывăх вăхăтра? Тен, Владимир атте статус улшăнас срока ӳстеререх каларӗ? Кăна вăхăт кăтартӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев