Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана Чӗрӗлӗх кӳрекен Турă Хӗресне илсе килеççӗ

Октябрӗн 10-мӗшӗнче Годнево ялӗ çывăхӗнче Турă Хӗресӗ курăннин 600 çуллăхне халалланă çветтуй пуçару – миссионерсем Пӗтӗм Раççейӗпе Хӗрес йăтса утни Хусана çитет.

Хӗресе чиркӳрен темиçе те илсе тухма хăтланнă, анчах вăл йывăр  тăхланпа тулса ларнă тейӗн – вырăнтан та хускалман. 

Октябрӗн 10-мӗшӗнче Годнево ялӗ çывăхӗнче Турă Хӗресӗ курăннин 600 çуллăхне халалланă çветтуй пуçару – миссионерсем Пӗтӗм Раççейӗпе  Хӗрес йăтса утни Хусана çитет. Хӗресе ирхине 7.00 сехетре Хусанти Богородицки арçын мăнастирӗн Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн чиркӗвне (Большая Красная урамӗ, 5 çурт) илсе килеççӗ. Çак сăлтавпа Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл ятарласа праçник литургине ирттерет. Вăл ирхине 9.00 сехетре тытăнать. Унтан кунӗпех святыня умӗнче кӗлӗсем вулӗç. Годеновски Хӗресне çак кунах 20.00 сехетре пулакан каçхи кӗлӗ хыççăн тивӗçлӗн ăсатса яраççӗ.

Унччен пӗр кун маларах Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче  (Копылов урамӗ, 2А çурт) вырăс поэчӗн Николай Мельниковăн поэми тăрăх ӳкернӗ «Русский Крест» илемлӗ киноне кăтартаççӗ. Вăл каçхине 19.00 сехетре пуçланать.

Сăмах май, Хӗрес йăтса утасси сентябрӗн 2-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ Кирилл пилленипе пуçланнă, çак сăваплă ӗç ноябрӗн 4-мӗшӗчченех пырӗ. Енчен те тăван хулара Годеновски Хӗресӗн праçник литургине лекеймесен кӳршӗ регионти хулана кайма та май пур. Сăваплă миссие Православи миссионерӗсен обществи «Спас» телеканал, «Россия Православная» тата «Культурный фронт России» Пӗтӗм Раççейри обществăлла юхăмсем тӗрев панипе йӗркеленӗ. Миссионерсем Çветтуй Хӗресе Мурманск – Севастополь тата Брест – Владивосток маршрутсемпе  Раççейпе Беларуссин пурӗ 27 хулине илсе çитереççӗ.

Çапла майпа Хӗресе вӗсем маршрутсене хӗреслетсе Раççее хӳтлӗхпе тивӗçтерме тӗллев лартнă.

Пӗлме: Летопиçре çырса хăварнă тăрăх, 1423 çулта Аслă Ростов тӗлӗнчи Сахотски шурлăхӗнче тӗлӗнмелле пулăм курăннă – тӳперен Чӗрӗлӗх кӳрекен Турă Хӗресӗ тата чудотворец Николай Мирликийски аннă. XVIII ӗмӗрте çырса хăварнă тăрăх, ку Турăран çитнӗ пӗрремӗш тӗлӗнтермӗш пулнă. Хӗрес шурлăхра çветтуй Николай ячӗллӗ чиркӳ лартма çирӗп сăрт кăтартса панă пулать. Çав вăхăтран пуçласа ку вырăнта тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем пулма тытăннă: уксах-чăлахсем тӳрленнӗ, суккăрсем курма тытăннă тата ытти те. Вӗсене пурне те уйрăм кӗнекене çырса пынă. Пӗрремӗш кӗнеке пушарта çуннă, ун хыççăн çӗнӗрен çырса пыма тытăннă. Унта Чӗрӗлӗх кӳрекен Хӗрес умӗнче кӗл тунă хыççăн тӗрлӗ чиртен уçăлнине вуласа пӗлме пулать. 1917 çулхи октябрь революцийӗ хыççăн Никольски чиркӗвӗн территорийӗнче колхоз йӗркелесе яраççӗ. Анчах вăл нумая пыман. Ваттисем каласа панă тăрăх, атеистсем çветтуй Распятие Крестовоздвиженски чиркӗвӗнчен темиçе те илсе тухма хăтланнă, анчах Хӗрес хура тăхланпа тулса ларнă тейӗн – вырăнтан та хускалман. Вара ăна касса татма шутлаççӗ, анчах пила шăлӗсем ăнланмалла мар хытă япалана пырса тивеççӗ. Калăн Хӗрес йывăçран мар чулран тунăскер. 1940 çулта Хӗрес Крестовоздвиженски чиркӗвӗнчен (халӗ ун вырăнӗнче арçынсен мăнастирӗ вырнаçнă) Ярославль облаçӗнчи Годеново ялӗнчи Иоанн Златоуст ячӗллӗ  чиркӗве куçараççӗ. 1997 çулта асăннă чиркӳ хӗрарăмсен Никольски   мăнастирӗн подворйине кӗрет, 2008 çулта Хӗресе тӗпрен реставрациленӗ.

Хальхи вăхăтра та Чӗрӗлӗх кӳрекен Хӗрес умӗнче кӗл тума нумай паломник çӳрет. Ӗлӗкхи пекех тӗлӗнмелле чӗрӗлӳсене ятарлă кӗнекене çырса пыраççӗ.  

Ирина ТРИФОНОВА.

Сăнӳкерчӗк tatmitropolia.ru сайтран.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: православие