Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанăн çурçӗр енчи территорин сывлăшне чи пысăк 7 предприяти варалать

Çуркунне ир килнипе хӗл хыççăн тавралăха тирпейлессине муниципалитетсем кăçал санитарипе экологи икӗуйăхлăхӗ (апрелӗн 1-мӗшӗ) пуçланасса кӗтмесӗрех пуçăннă. Тирпей кӗртесси экологсен ӗçӗн пӗр пӗчӗк пайӗ кăна, сывлăша варалассине чакарасси, тӗслӗхрен, тахçанхи пуç ыратăвӗ вӗсен. Ку тата экологи икӗуйăхлăхӗн ыйтăвӗсене ТР экологи министрӗпе Александр Шадриковпа унăн пӗрремӗш çумӗ Ильнур Губайдуллин апрелӗн 15-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра уçăмлатрӗç.

14 кунра 551 тӗслӗх

Санитарипе экологи икӗуйăхлăхӗн ӗçне йӗркелесе тăракан оперативлă штабсем кашни районтах ӗçлеççӗ. Надзор органӗсем ял-хула территорийӗсене, чугун çул, трассăсен хӗррисене, вăрмансемпе шыв-шурсене пирвайхи рейдсем ирттернӗ те ӗнтӗ. Çав шутра сывлăшран та. Ильнур Губайдуллин сăмахӗсемпе, икӗуйăхлăхăн пирвайхи 14 кунӗнчех республикăра çутçанталăк сыхлавӗн законне пăснă 551 тӗслӗхе асăрханă вӗсем. Яланхи пекех пӗрремӗш вырăнта – юраман вырăнти çӳп-çап куписем. 

Çутçанталăка вараланă е сиен кӳнӗ тӗслӗхе асăрхасан республикăри Экологин обществăлла приемнăйне пӗлтерме ыйтрӗ спикер. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа граждансенчен пурӗ 1382 обращени килнӗ унта. Пуринчен ытла халăха юраман вырăнти çӳп-çап куписем (662), шыв-шур таса марри (185) тата сывлăша варалани (226) хумхантарать. 

Ильнур Губайдуллин вăрах выртакан çӳп-çап куписен ыйтăвне те çӗклерӗ. 123-шне (чи нумаййи Хусанта, Лайăш, Ешӗлвар районӗсемпе Çырчалли хулинче) паянхи кунччен те тасатман-ха. 2024 çулта 11-шӗшӗн яваплисене пурӗ 10,6 миллион тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. 

Хăвăрт кăна татса параймӗç

ТР экологи министрӗ Александр Шадриков тепӗр çивӗч атмосфера сывлăшне вараланин ыйтăвне хускатрӗ. Паянхи кун республикăра кун пек 112 пин вырăн пуррине асăнчӗ вăл, атмосферăна 402 тӗрлӗ вещество (98 проценчӗ сероводород) кăлараççӗ иккен вӗсем. Усал шăршăпа ытларах Хусанăн промышленность предприятийӗсен çывăхӗсенчи Киров, Мускав, Авиастроительнăй районӗсенче пурăнакансем тарăхаççӗ. Ку енче пӗтӗмпе 71 предприяти (38-шӗ федераци, 33-шӗ республика шайӗнчи) вырнаçнă. Пуринчен ытла сывлăша федераци шайӗнчи предприятисем варалаççӗ (98 процент), çулталăкра 33 пин тонна сиенлӗ вещество атмосфера сывлăшне тухать вӗсен. Республика шайӗнчи предприятисем – 667,4 пин тонна. Шел те, министр сăмахӗпе, федераллă шайри предприятисем çине витӗм параймаççӗ вӗсем, министерствăн полномочийӗ сывлăша вараланине вăхăтра асăрхаса Росприроднадзора пӗлтернипе вӗçленет.

Хусанăн çурçӗр енчи территорин сывлăшне чи пысăк 7 предприяти, çав шутра «Казаньоргсинтез», ТЭЦ -3, «Татэнерго» АО филиалӗ – ТЭЦ-2, Мотостроительный, Силикат завочӗсем те вараланине пӗлтерчӗ спикер. 

Усал шăршлă тӗссӗр сероводород газне (органика çӗрнипе пулать) вара ытларах «Ак Барс» чăх-чӗп фабрики, «Возрождение» компанипе Химическая урамӗнчи çӳп-çап полигонӗ тата Осиновăри канализаци пуссисем кăларнине каларӗ вăл. Сывлăшри сероводород нормăран иртнин 99,7 процентӗнчен 75,4-шне шăпах çак предприятисен çывăхӗнчи «Салават купере» пурăнмалли комплекспа, Осиново поселокӗнчи сывлăша автомат режимӗпе талăкӗпех тӗрӗслекен станцисем асăрхаççӗ иккен.

Сывлăша вараланин проблемине хальхи вăхăтра Пермьри наука центрӗпе Мускаври М.Ломоносов ячӗллӗ университетăн специалисчӗсем тӗпчеççӗ. Пермьсен тӗпчевӗн пӗрремӗш тапхăрӗ март уйăхӗнче вӗçленнӗ пулсан, мускавсен – июнь уйăхӗнче. Усал сывлăш ăçталла сарăлнин карттине палăртнисӗр пуçне ытти пӗтӗмлетӳсемпе паллаштармарӗ министр. Каламасăрах паллă, проблемăна хăвăрт кăна татса пама çук. Çапах та хулапа ун çывăхӗнчи районсенче сероводород шăршине чакарас шутпа 2024 çулхи декабрь уйăхӗнче ТР Министрсен Кабинечӗ 1116-мӗш номерлӗ постановление йышăннă. Унпа килӗшӳллӗн, çӗнӗ производствăн е пуррине анлăлатассин строительствине пуçăниччен атмосфера сывлăшӗ çине мӗнле витӗм панине анализ тумалла. Енчен те варалать-тӗк, проект документацине улшăнусем кӗртмелле, унсăрăн строительство пуçарма ирӗк памаççӗ е вуçех вырăнне улăштараççӗ.

Сăнӳкерчӗк prav.tatarstan.ru сайтран. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество экология промышленность