Инкек октябрӗн 11-мӗшӗнче, каçпа Карагандинская урамӗнче пулса иртнӗ. «Лада» водителӗ çул хӗррипе çула май утакан хӗрарăма таптаса кайнă. Кун хыççăн водитель инкек пулнă вырăнтан автомобильне пăрахса хăварнă. Сурансене пула хӗрарăм вырăнтах вилсе кайнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.
Полицейскисем тĕрĕслев ирттерсе йĕркене пăсакан çын кам пулнине палăртнă. Вăл 15 çулти шкул ачи иккен. Каярах вăл инкек пулнă вырăна ашшӗ-амăшӗпе таврăннă. Тӗрӗслев çамрăк ӳсӗр пулнине кăтартнă.
Шкул ачи хăй тӗллӗн туяннă çăмăл машинăпа шăпах вăл пынине пӗлтернӗ. Çамрăкăн водитель удостоверенийӗ, паллах, пулман.
Авари пирки тӗрӗслев ирттереççӗ, çывăх вăхăтра уголовлă ӗç пуçарас ыйтăва татса парӗç. Инкекре çын пурнăçӗ татăлнине тата йӗркене пăсаканăн çулне шута илсе, çамрăка хăйне кăна мар, унăн ашшӗ-амăшне те явап тыттарӗç.
Сăнӳкерчӗк tatarstan24.tv сайтран.
Нет комментариев