Хусанта «Древо жизни» проект шайӗнче 7 халăхăн культурипе паллашма пулать
Паян, июлӗн 15-мӗшӗнче Горький ячӗллӗ паркра «Древо жизни» проектăн мероприятийӗ иртет. Тутарстанра пурăнакан халăхсен культуринчи шыв темине халалланă уяв 18.00 сехетре пуçланать.
Хăнасем тутарсен, вырăссен, чăвашсен, удмуртсен, марисен, мордвасен тата пушкăртсен йăлисемпе паллашма пултарчӗç. Çичӗ интерактивлă площадкăра республикăри тӗрлӗ районти фольклор коллективӗсем шывпа çыхăннă халăх йăли-йӗркипе паллаштараççӗ. Çавăн пекех килен-каян валли оберегсем ăсталассипе, чӳлмек тăвассипе, пир тӗртессипе тата апат пӗçерессипе мастер-классем иртӗç.
Ачасем валли юмахри уçланкăпа вăйă площадки йӗркелеççӗ. Унсăр пуçне килен-каяна Тутарстан юханшывӗсем çинчен интерактивлă вăйă, архив материалӗсен фотокуравӗ, йăлана кӗнӗ культура артефакчӗсен экспозицийӗ тата Тутарстан художникӗсен ӗçӗсен куравӗ пулать.
Уяв республикăри халăх коллективӗсен, Zakaria фолк-ушкăн хутшăннипе концерт пулать, уяв картине тăнипе тата халăх вăййисемпе мероприяти вӗçленет. «Древо жизни» проекта 2022 çултанпа Хусан мэрийӗпе Тутарстан Халăхӗсен ассамблеи пӗрле пурнăçа кӗртет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев