Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта иртнӗ «Çӗрлехи Хусан» чупăва Çӗпрел районӗн чăвашӗ те хутшăнчӗ

«Çӗрлехи Хусан» чупăва хальхинче Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн чăвашӗ, Шалти ӗçсен министерствин ветеранӗ Евгений Владимирович Кузнецов та хутшăнчӗ. 10 километра вăл 44:27 минутра чупса тухрӗ. Саламлатпăр!

«Çӗрлехи Хусан» массăллă спорт мероприятине яланхи пекех Тутарстанри мультиспорт ăмăртăвӗсен TIMERMAN серийӗ йӗркеленӗ. Кăçал та чупăва спорта юратакан темиçе пин çын хутшăнчӗ. Ытти çулсенче маршрут Казанка юханшывӗ хӗррипе пулнă-тăк, хальхинче Кабан кӳлли еннелле, Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалăх театрӗн çӗнӗ çурчӗ, «Экият» пукане театрӗ, Старо-Татарская слобода тата ытти паллă вырăнсем тăрăх иртрӗ.

Чупăва аслисем те, кӗçӗннисем те хутшăнчӗç. 3 –6, 7– 10 тата 11 –17 çулсенчи ачасемпе çамрăксем июлӗн 11-мӗшӗнче 17:30, 18:00 тата 18:30 сехетсенче 300 метр, 600 метр тата 1 километр дистанцие чупрӗç.

18 çултан аслисен 5 километр дистанцин старчӗ 22:30 сехетре, 10 километра çӗрле шăп 24 сехетре Хусан 1000-çуллăхӗн тӳремӗнчен старта тухрӗç.

 Дистанцие иртмелли вăхăт ирӗклӗ мар. 5 километра – 45 минутра, 10 километра 1 сехет те 30 минутра чупса тухмаллаччӗ.

Арçынсенчен 10 километра чупса финиша Олег Ильин (29:46), хӗрсенчен Анастасия Красильникова (33:23) çитрӗç.

«Çӗрлехи Хусан» чупăвăн 10 килемтрлă дистанцине Çӗпрел районӗнчи Матак ялӗн чăвашӗ, Шалти ӗçсен министерствин ветеранӗ Евгений Владимирович Кузнецов 44:27 минутра чупса 1600 çынран финиша 353-мӗш çитрӗ. Палăртса хăварар, Евгений кун йышши ăмăртусене нумай пулмасть кăна хутшăнма тытăннине шута илсен, кăтарту япăх мар. Малашне тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр ăна!

Е.Кузнецовăн сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #НочнаяКазаньзабег