Хусанта иртнӗ «Стиль жизни – Культурный код» этно-фестивальте хусансем чăваш модипе паллашрӗç
«Регионсен культура кочӗ» курав-форума Шупашкарти «Паха тӗрӗ» фабрика та хутшăнчӗ.
Хусанта сентябрӗн 4-7-мӗшӗсенче иртнӗ «Стиль жизни – Культурный код» этно-фестивале «Паха тӗрӗ» илемлӗ промысласен фабрики кăçал та хутшăнчӗ. Ку площадка вӗсемшӗн ют мар. Ытти çулсенче те килнӗ вӗсем. Хальхинче те вӗсем Г.Камал театрӗн ҫӗнӗ ҫуртӗнче иртнӗ мероприятин кульминацийӗ пулнă «Регионсен культура кочӗ» чаплă мода кăтартăвне хутшăннă.

Куракансене вӗсем чăваш тӗррин искусствипе стилизациленӗ тумтир урлă паллаштарнă. «Ӗмӗрсем витӗр – шур тӗспе» коллекципе тухнă вӗсем подиум çине. Мероприятин калăпăшне пӗр подиум çине Турци, Малайзи, Казахстан, Узбекистан тата Раççей регонӗсен пӗтӗмпе 30 ытла дизайнерӗ тухни те çирӗплетет.
Куравсăр пуçне ӗç программи те пулнă. «Этника. Мода. Промыслы. Культурный код» çавра сӗтелре этно-мода сферинчи ыйтусене, модăпа культурăн тачă çыхăнăвне тата ытти ыйтусене сӳтсе явнă. «Паха тӗрӗ» генеральнăй директорӗ Наталия Посынкина фабрикăн аталану çулӗпе, малашнехи стратегипе паллаштарса доклад тунă.
Сăнӳкерчӗксем «Хыпар» хаçатăн Телеграмри каналӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев