Хусанта тутар чӗлхине халалланă палăкăн концепцине сӳтсе яваççӗ
Чӗмпӗрте чăваш чӗлхине халалланă палăк уçнă хыççăн Хусанти интеллигенци тутар чӗлхин палăкне ларттарма хатӗрленет
Нумай пулмасть ТР Культура министерстви «Туган тел» – «Родной язык» палăкăн эскизне хатӗрлеме тепӗр хут конкурс пуçлани çинчен паллă пулчӗ
Идея авторӗсен шухăшӗпе, палăкра Габдулла Тукайăн паллă сăввине халалланă композици пулмалла. Палăка лартас пуçарупа Тукай премийӗн лауреачӗ Зиннур Мансуров тухнă. Шăпах вăл тутар интеллигенцийӗ республика Раисӗпе тӗл пулнă вăхăтра çак шухăша каланă. Республика ертӳçи шухăша ырланă. Палăк валли вырăнне те палăртнă. Культура министерстви пулас композицие суйласа илме конкурс ирттересси çинчен пӗлтернӗ. Ун валли художниксемпе скульпторсем 12 эскиз хатӗрленӗ. Анчах та конкурс комиссийӗ пӗрне те юрăхлă тесе йышăнман. Çавна пула тепӗр конкурс пуçланă та.
Пӗрремӗш конкурс пынă хушăрах халăх çак палăкăн сăн-сăпатне пӗр евӗр курманни çиеле тухнă. Пӗрисем ăна тутар чӗлхине халалламалла тенӗ, теприсем Хусанта мӗн пур чӗлхесене сăнарлакан палăка вырнаçтарма сӗннӗ.
Идея авторӗн Зиннур Мансуровăн та хăйӗн шухăшӗ пур. Ун шучӗпе, скульптура композицине Г.Тукайăн «Туган тӗл» («Тăван чӗлхе») сăввине халалламалла. Тутарстанри Çыравçăсен союзӗн председателӗн Ркаил Зайдулла сӗннипе пулас палăкăн концепцине сӳтсе явассине йӗркеленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев