Хусанта «Защитники Отечества» фонд çӗнӗ çӗре куçнă
«Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗ çӗнӗ адреспа йышăнать: Бутлеров урамӗ, 30-мӗш çурт.
Çурт культура эткерлӗхӗн объекчӗ шутланать. Нумай çул хушши вăл пушă пулнă, çавна пула майӗпен арканнă. «Дом ученых» пулнăскерте Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов хушнипе тулли масштаблă реставраци ӗçӗсем ирттернӗ.
.jpg)
Халӗ çӗнетнӗ çурт «Защитники Отечества» фондăн Тутарстанри филиалӗн официаллă ӗç вырăнӗ пулса тăрӗ. Социаллă координаторсене кирлӗ япаласемпе тивӗçтернӗ меллӗ кабинетсем уйăрса панă. Холлра информаци стенчӗллӗ кӗтмелли зона йӗркеленӗ, иккӗмӗш хутра конференц-зал пур. Сывлăх енчен çирӗп марррисем валли меллӗ пултăр тесе пандуссемпе лифт вырнаçтарнă.
.jpg)
Фонд Тутарстанра пурăнакан кашни СВО хутшăнаканăн тата вӗсен çемйисен ыйтăвӗсене татса парас тӗллевпе ветеран организацийӗсемпе тата вырăнти власть органӗсемпе килӗштерсе ӗçлессине малалла тăсӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев