Хусанти фестивальтен кашни фильма халăха кăтартма пулать – илемлӗ, шухăшӗ те пур
XVIII Халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗ иртсе кайрӗ. Ăна Атăлçи Пăлхар патшалăхӗ ислам тӗнне йышăннăранпа 1100 çул çитнине халалланă. Ирттерме ТР Президенчӗ Р.Н.Минниханов пулăшнă, «Раççей – ислам тӗнчи» стратегилле курăмӗн ушкăнӗпе алла-алăн ӗçленӗ.
Ытти çулсенчи пек вăл питӗ шавлă иртмерӗ. Фестиваль уçăлнă чух та, хупăннă чух та тӗнче шайӗнчи, Раççейри чи-чи чăнкă киноçăлтăрсем пулмарӗç кăçал. Çав вăхăтрах кинематографи аталанăвне сумлă тӳпе кӗртнӗ пурте пӗлекен, юратакан артистсем килсе Хусанти киномансене хисеп турӗç. «Кавказская пленница» фильм проката тухнăранпах пурте лайăх пӗлекен, юратакан Наталья Варлейпе йӗркеленӗ тӗлпулăвах мӗне тăрать! Актриса хăйӗн кинокарьери çинчен каласа пачӗ, сăвă вуларӗ (Н.Варлей поэтесса та). Хусана юратни çинчен кашнинчех шӗкӗр хуламăра хаваспа килнине пӗлтерчӗ. Ретроспектива витӗмӗпе «Золото» (СССР, режиссерӗ Д.Вятич-Бережных) кинофильма кăтартнă çӗре чӗннӗ актрисăна.
Ретроспектива кинокуравсене А.Тарковскин 90 çулхи юбилейне халалласа «Иваново детство» тата «Зеркало», В.Мотыль кинорежиссерăн 95 çулхи юбилейне халалласа ӳкернӗ фильмсене кăтартрӗç.
Кăçалхи кинофорумăн лайăх енӗ – кино ăстисем пурăннă отельпе юнашарах кинотеатр пулни. Çавăнпа кашни курав вӗçленсен ăна ӳкернӗ çынсемпе тӗл пулнă куракансем. Анчах йӗркелӳçӗсем шутласах çитерменнипе-и, хусансем киносемпе аплах интересленмӗç тесе-и, киносене пӗчӗк залсенче (калăпăр, 50 çын шăнăçмалăх) кăтартнипе пурин валли те вырăн пулмарӗ. Тӗслӗхрен, тахçан малтан каласа хунă «Ибн Фадлан» документлă тата илемлӗ фильма илер. Ăна «фильм-открытие» тесе сентябрӗн 7-мӗшӗнчех, кинофестиваль уçăлнă кунах икӗ залра кăтартсан та куракансем пурте шăнăçман. Çавăнпах сентябрӗн 10-мӗшӗнче тепӗр хут икӗ залра кăтартма тӳр килнӗ. Кинофестиваль ӗçне пӗтӗмлетнӗ мешехере «Ибн Фадлан» пирки 1000 çын пăхнă картинăна тесе пӗлтерчӗç. Тен, ытларах та. Çак кинона ӳкерекенсене (режиссерӗ А.Мухаметзянов) чăнах та мухтамалла. Унта архивра çырса хăварнисемпе (чи малтанах Ахмед ибн Фадлан ал çырăвӗсене асăнмалла) усă курса ӳкернӗ. Фильмра паллă наука тата политика ӗçченӗсем çав вăхăтри лару-тăрăва тишкереççӗ, историре пулни-иртнине каласа параççӗ. Çавăнтах илемлӗ пултарулăх мелӗпе историе «чӗртсе тăратаççӗ», ун чухнехи истори персонажӗсем мӗн пулнине кăтартаççӗ.
Тата тепӗр картина, кинофестивальччен тахçан малтан калаçма пуçланăччӗ ун çинчен, Тутарстанпа (Раççей) Казахстан пӗрле ӳкернӗ «Тарлан» илемлӗ фильм. Ăна Юлия Захарова режиссер Г.Ибрагимов калавӗ тăрăх лартнă. Пысăк шанăçлă, интереслӗ, чаплă фильм тесе шутланăччӗ калакансене итлесе. Пӗр эпӗ кăна мар иккен çапла шутлаканни. Фильма темиçе хут кăтартсан та кашнинчех куракансен шучӗ залри вырăнсенчен самай нумайрах пулчӗ. Ăна ӳкерекенсем «приз зрительских симпатий» çӗнсе илчӗç. Режиссер пысăкрах награда кӗтни сисӗнчӗ, мӗнех, пур чухне те эпир шутланисем пурнăçланмаççӗ. Чылай чухне çакăншăн хамăрах яваплă. Хальлӗхе картинăна виçӗ чӗлхепе – вырăсла, казахла, тутарла – пăхма пулать, ӳлӗм тата ытти чӗлхесене куçарасси те паллă. Мӗншӗн тесен картинăна туянма интересленекенсем пулнă фестивальте.
Хуть мӗнле кинофестивалӗн те тӗп тӗллевӗ – кинокартинăсен суту-илӗвне йӗркелесси. Мăсăльман кинофестивалӗнче те çаплах пулчӗ. Хатӗр картинăсене те сутрӗç-туянчӗç, идейăсене пурнăçлассишӗн ХХМКФ питчингне хутшăнма тăратнă 56 заявкăран 16 кинопроекта суйласа илнӗ. Вӗсенчен Тутарстан кинорежиссерӗн Амир Галиаскаровăн («Мулла», «Мы – дети 41-го года», «823 километр») «Алюминиевая лихорадка» проекчӗ çӗнтернӗ. Ăна укçан приз та панă – 500 пин тенкӗ. 2000-мӗш çулсенче çул çитмен ачасем дачăсенчен тӗслӗ металлсем вăрлани çинчен каласа парӗ фильм. Режиссер приз укçине Мускавра кастинг ирттерме, ӳкерме юрăхлă вырăнсем шырама тăкакласшăн. Çӗнӗ кинора А.Галиаскаров хăйех сценарист, режиссер тата композитор пулӗ.
Мăсăльман кинофестивалӗнче пӗрремӗш хут 2019 çулта питчинг иртнӗ. Сăмах май, унта та Амир Галиаскаров проекчӗ çӗнтернӗ, анчах пандемие пула кинона ӳкереймен. Кăçалхи кинофестивальте кăтартнă «Тарлан» та питчинг çӗнтерӳçи. Тата тепӗр картина Мăсăльман кинофестивалӗн питчингӗн пӗтӗмлетӗвӗпе кун çути курнă – Тутарстанпа Узбекистан пӗрле ӳкернӗ «Сумбуль» картина. 2021 çулхи питчингра çӗнтернӗ «Ракурс» (режиссерӗ А.Ширманов) ӗçре.
Сентябрӗн 11-мӗшӗнче «Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнче XVIII ХХМКФ пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтӗмӗр, хӗрлӗ кавир-çулпа утса пыракан çăлтăрсене, кино ăстисене саламласа алă султăмăр. Çӗнтерӳçӗсене наградăсен 13 комплекчӗ кӗтнӗ çак кунсенче.
В.И.Хотиненко РФ халăх артисчӗ, паллă режиссер, педагог ертсе пыракан жюри команди кама çӗнтерӳçе суйланă? Владимир Иванович хăй пӗрремӗш хут çакăн пек тӗрлӗ çӗршывсенчен килнӗ жюри пайташӗсемпе ӗçленине пытармарӗ. Кăçал пӗрремӗш хут ХХМКФ ӗçне NЕТРАСК (Ази киновӗсене сарăлма пулăшакан сеть) хутшăнчӗ. Вăл та хăйӗн çӗнтерӳçисене суйласа наградăларӗ.
«Пирамида» Культурăпа кану комплексӗнчи мешехене РФ Правительствин наградин лауреачӗ, паллă киноартист Иван Колесников, кино тата театр артисчӗ Гузель Сибгатуллина ертсе пычӗç. Фестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Василь Шайхразиев тата ТР культура министрӗ И.Аюпова, Хусан кинофестивалӗн ӗç тăвакан директорӗ М.Айтуганова, ТР правительствин пайташӗсем, чиркӳ тата мечӗт çыннисем мероприятире пулчӗç. ТР Президенчӗн «Киноискусствăри гуманизмшăн» ятарлă призне тата 500 пин тенкӗ укçана «Кӗске метражлă илемлӗ фильм» номинацире кăтартнă «Рух» (режиссерӗ М.Плиско, Казахстан – Раççей) кинофильмăн авторӗсем тивӗçрӗç. «Ибн Фадлан» ӳкерекенсем «Пулăмăн историри кирлӗлӗхне кăтартнăшăн» диплом илчӗç Миляуша Айтуганова аллинчен.
Владимир Хотиненко жюрин ятарлă призне «Мукагали» (Казахстан) фильмăн авторӗсене пачӗ. Картина казах поэчӗн Мукагали Макатаевăн кунçулӗ çинчен каласа парать.
«Тулли метражлă фильмăн чи лайăх актерӗ» ята «Газета» (Шри Ланка) кинон актерӗсем Сарат Коталавал тата Кумара Тхиримадура илчӗç.
«Тутарстан кинематографине тӳпе кӗртнӗшӗн» ятарлă приза ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Мансур Гилязов тивӗçрӗ. Мансур Аязович сценарийӗсемпе чăнах та республикăра нумай картина ӳкернӗ, чылайăшӗ фестивальсенчен призсемпе таврăннă.
Приз çӗнсе илнӗ режиссерсенчен пӗри: «Анăçри кино пирӗн прокатшăн хупăнни тем мар, Хусанти фестивальтен кашни фильма халăха кăтартма пулать – илемлӗ, шухăшӗ те пур», – тесе ырларӗ. Çакăншăн 600 картинăран чи интереслисене, ăслисене асăрхаса суйласа илме пултарнă ушкăна, суйлав комиссийӗн председательне Нина Кочеляевăна тав тумалла. Çапла, тав туса фестиваль призне Роза Ахмадиева пачӗ.
Хусан мэрӗн ятарлă призне те пӗрремӗш хут мар параççӗ çак фестивальте. Ăна культура управленийӗн ертӳçи Азат Абзалов «Глиябану» (режиссерӗ Рифат Миндубаев) командине пачӗ. «Раççей – ислам тӗнчи» стратегилле куравăн ушкăнӗ «Сагынбай Манасчы» (режиссерӗ Эрнест Абдыжапаров) асăнмалăх медаль, 300 пин тенкӗ укçа сертификатне пачӗ.
Киноведсемпе кинокритиксен ятарлă премине «Гнев» (Ливан – Раççей, режиссерӗ Мария Иванова (Сурае) фильм илчӗ.
«Тулли метражлă кинори чи лайăх сценари» номинацире «Приключения маленького Бахи» (режиссерӗ А.Галибин) фильмăн сценарине çырнă Анна Вейлерт çӗнтерчӗ.
Çавăн пекех Турци, Таджикистан, Раççейпе Францин пӗрлехи проекчӗ тӗрлӗ номинацисенче çӗнтерчӗç.
NETPAC жюрийӗ кăçал пӗрремӗш хут Хусанти кинофорума хутшăнчӗ, апла пулин те вăл хăйне хастар кăтартрӗ. Энни Деми-Джероу вице-президент NETPAC призне «Тихая слава» Иран кинокартинине (режиссерӗ Нахид Хассанзаде) пачӗ. Çакăнтан пуçланчӗ те «Тихая слава» лентăн мухтавӗ: «Тулли метражлă фильмри чи лайăх хӗрарăм ролӗ» Джила Шахи, фестивалӗн гран-прине те «Тихая слава» кинокартина тивӗçрӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк ХХМКФ сайтӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев