Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТИ КИНОФЕСТИВАЛЕ ХУПНĂ ÇӖРЕ ЭМИР КУСТУРИЦА КИЛЧӖ

Сентябрӗн 9-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ хупăнчӗ. Кинофестивале хупас церемонире кинематографи çăлтăрӗсене хӗрлӗ кавир çул сарса кӗтсе илчӗç. Хусансем пуринчен ытла Эмир Кустурицăна кӗтрӗç.

Кăçалхи Хусанти Халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ (ХХМКФ) Тутарстанăн кинематограф аталанăвӗшӗн пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Республика киновӗ регион шайӗнчен тухса çӗршывсен шайне çӗкленчӗ. Харăсах 4 кинолента конкурс прграммине кӗни халиччен пулман. Çакна ТР культура министрӗ кинофестивале хупас  церемонире палăртса хăварчӗ.

  • Кинофестивальте фильмсен художествăлла хакне палăртассипе кăна çырлахмалла мар. Кинон малашнехи шăпине, прокат пурнăçне татса памалла. Ăна тепӗр çул, юбилейлă ХХ кинофестивальте тӗп вырăна хурса татса парасса шанатăп. Уйрăмах пысăк пахалăхлă тутар киновӗсем палăрма пуçланă чухне. Кинофестивалӗн тепӗр пысăк пӗлтерӗшӗ – вăл кинематографистсемшӗн шкул пулса тăни – терӗ Ирада Аюпова.

Министр тӗрӗсех калать. Тутар киновӗ пысăк утăмсемпе малалла талпăнать. Çакна кинофестивале хупнă кун харăсах темиçе çӗрте кăтартнă Байбулат Батуллинăн «Бери да помни» киновӗ те çирӗплетет. Проката фильм сентябрӗн 14-мӗшӗнче тухать. Унччен маларах çамрăк режиссерăн кинокартини дебют фильмсен хушшинче Калининградра иртнӗ «Короче» кинофестивальте тулли метрлă фильмсен номинацийӗнче тӗп приза çӗнсе илнӗ. Ку кино çинчен тӗплӗнрех хăйне уйрăм çырса пӗлтерӗпӗр.

Кинофестивале хупнă çӗре Югославипе Сербин тӗнчипе паллă режиссерӗ, икӗ хутчен Канны кинофестивалӗн «Ылтăн пальма хунавӗ» премие тивӗçнӗ Эмир Кустурица килнине культура министрӗ питӗ пысăк пӗлтерӗш пачӗ.

  • Кăçал эпир Педагогпа вӗрентекен çулталăкне палăртатпăр. Эмир Кустурица маншăн чи малтан вӗрентекен. Ун ӗçӗ, опычӗ çамрăк режиссерсемшӗн чăн-чăн шкул пулса тăрать. Эпӗ унпа хамăрăн, Тутарстанăн, режиссерӗсене паллаштарасшăн. Ăçта та пулин хута кӗрсе «тӗртме» мар, çук. Кустурица вӗсен ӗçӗсене анализ туса мӗн пулнине, мӗн пиçсе çитейменнине палăрттăр тесе. Ку пире питӗ кирлӗ, – терӗ Ирада Аюпова журналистсемпе уйрăммăн тӗл пулсан. 

Тутарстанăн тепӗр паллă режиссерӗ Ильдар Ягафаров та регион киновӗ самай пысăк çитӗнӳсем тунине палăртрӗ.

  • Аван кино ӳкерес тесен ыттисен киновӗсене нумай пăхмалла. Пирӗн кино ыттисеннинчен нумай енпе уйрăлса тăрать. Çӗршывсем тăрăх нумай çӳренӗ, нумай курнă. Кинфестивальте Китай, Африка киновӗсем самай. Вӗсем технологиллӗ, пысăк бюджетлă фильмсем мар. Анчах чи пахи – çын историне каласа пани, ăна курма пӗлни. Вӗсем наци менталитетне, çӗршыв хăйевӗрлӗхне кăтартаççӗ. Хамăрăнни çинчен каласан пурте конкурса заявка паман. Анчах вӗсен хушшинче Якути, Пушкăртстан киновӗсене хыçа хăварма пултараканнисем пур. Хам пирки каласан, пăртак вăхăта тăхтав илтӗм кино ӳкерес ӗçрен, творчествăлла шыравра, – терӗ паллă режиссер. Церемонире Ильдар Ягафаров Виктор Клячкина дипломпа тата статуэткăпа наградăлаканни пулчӗ. Ку премие çулсерен Тутарстан кинематографне пысăк тӳпе кӗртнӗ отрасль ветеранӗсене хисеп туса параççӗ. 

Кинофестивале хупас церемонире кинематографи çăлтăрӗсене хӗрлӗ кавир çул сарса кӗтсе илчӗç. Хусансем пуринчен ытла Эмир Кустурицăна кӗтрӗç. Пафосран, ытлашши тимлӗхрен пăрăнса-ши паллă режиссер церемони пуçланнă хыççăн тин килчӗ. Халăх зала кӗрсе ларнăччӗ ӗнтӗ ку вăхăтра. Çавăнпа ăна кӗтсе илекенсем чи телейлисем пулчӗç пулӗ. 

Эмир Кустурица зала кӗнӗ-кӗмен ăна «Наци киновӗ» номинаци çӗнтерӳçине палăртма, паллах, саламлă сăмах калама сцена çине чӗнсе кăларчӗç. Сăмах май, церемони Хусан Ратушинче, сентябрӗн 9-мӗшӗнче иртрӗ.

Çак номинацире Юлия Захарован «Мишка» кӗске метрлă киновӗ çӗнтерчӗ. Çамрăк режиссершăн кинофестиваль статуэткине Эмир Кустурица аллинчен илме уйрăмах пӗлтерӗшлӗ пулчӗ.

  • Паян эпӗ сирӗнпе пӗрле Хусанта пулма питӗ хавас. Ӗнер сирӗн ертӳçӗрпе тӗл пултăмăр. Тӗнчере сирӗнни пек президент пур республика сахал, – терӗ вăл хăй ТР Раисӗпе тӗл пулни çинчен каласа. – Хусан çинчен калаçнă чух ун пуплевӗнче ытларах «савăнăç» сăмах пулчӗ. Ку нумай япалана ăнлантарать. Хамăрăн президентран та çак сăмаха ытларах илтес килсе кайрӗ, – терӗ паллă режиссер.

Палăртса хăварар, хупас церемоние ТР Премьер-министрӗн çумӗ, кинофестивалӗн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Василь Шайхразиев, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ХХМКФ ӗç тăвакан директорӗ Миляуша Айтуганова, жюри председателӗ, Сенегал режиссерӗ Мусса Туре, Хусан патшалăх культурăпа искусствăсен институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева, Раççей Муфтийӗсен Канашӗн председатель çумӗ Фарит Фарисов тата ытти паллă çынсем пулчӗç. Мероприятие Раççейӗн кино тата театр актриси Елена Захаровапа Иван Остроумов ертсе пычӗç.

Роза Ахмадиева куракансен кăмăлланă кино номинаци çӗнтерӳçине Ирек Хафизовпа Амир Галиаскаровăн «823-ий километр» киноне палăртса вӗсене кинофестиваль символне тыттарчӗ.

Миляуша Айтуганова жюрин ятарлă парнине кам илнине пӗлтерчӗ. Номинаци çӗнтерӳçи – Ирак режиссерӗн Саад Аль-Эссамин «Последние почтальоны» фильмӗ.

Наци конкурсӗнче çӗнтерекенсене Ирада Аюпова палăртрӗ. «Чи лайăх документлă кино» номинацире Лейла Салахутдинован «Хаситэ: Легенды Татарстана» фильмӗ çӗнтерчӗ. «Кӗске метрлă чи лайăх наци фильмӗ» çӗнтерӳçи – Олег Кондрашовăн «Мой народ – татары. Код успеха» картини, «Ача-пăча валли чи лайăх наци киновӗ» номинацире – Сергей Киатровăн «Элдермештэн Элмэндэр».

Раççей киновечӗсемпе кинокритикӗсен гильдийӗ те çӳлсерен хăйсен парнине парать. Кăçал ăна Николай Майоровпа, ТЭФИ лауреачӗ Наталия Примакова «Чечня и мир» киношăн Дмитрий Семибратова пачӗç.

Пӗлтӗртенпе Ази киновне сарассипе ӗçлекен NETPAC организацин представителӗсем жюри йышне кӗреççӗ. Организаци представителӗ Рашми Дораисвами (Инди) NETPAC призне Станислав Светловăн «Ада» фильмне пачӗ.

Церемонире номинаци çӗнтерӳçисене палăртса сăмах тухса калакансем йышлăн пулчӗç. Кашни Хусанти кинофестивале пысăк хак парса ăна малалла аталанма сунчӗ, жюри пайташӗсем мероприяти çӳллӗ шайра иртнине, киносен шайӗ пысăк пулнине палăртрӗç.

Çӗнтерӳçӗсем:

«Тулли метрлă чи лайăх илемлӗ кино» номинацире Гран-прие тивӗçнӗ фильм – «Без предварительной договоренности», режиссерӗ Бехруза Шоаиби, Иран;

 «Тулли метрлă чи лайăх илемлӗ кино режиссерӗ» – «Наш дом» фильм авторӗ Маянгламбам Роми Мейтеи (Инди);

Чи лайăх сценаристсем –  Бахтиер Каримовпа Мухиддин Музаффар, «Фортуна» фильмшăн  (Таджикистан);

Чи лайăх оператор – Павел Медведев («Ада», Раççей);

Чи лайăх актерпа актриса –  Ваггелио Андреаки («Достоинство», Греци), Пега Ахангарани, («Без предварительной договоренности», Иран);

«Кӗске метрлă чи лайăх илемлӗ кино» – Рауль Гейдаровăн «Бебия, Бабуа, Анзорик, Я и мама» фильмӗ (Раççей);

«Тулли метрлă чи лайăх документлă кино» – Юлия Бобкован «Беглецы» (Раççей) фильмӗ;

«Кӗске метрлă чи лайăх документлă кино» – Салах Буффелан «Душа природы. Бакди» фильмӗ (Алжир);

ТР Раисӗн «Киноискусствăри гуманизмшăн» номинацире Узбекистан режиссерӗн Хуснор Розматовăн «Несчастный жених» фильмӗ çӗнтерчӗ.  Тутарстан режиссерӗн Нурания Замалееван «Юллар чатында» кинофильмне вара Тутарсен пӗтӗм тӗнчери конгресӗ ятарлă парнепе палăртрӗ.

Ирина ТРИФОНОВА.

Салават Камалетдинов тата автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль