Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти Туслăх Çуртӗнче чăваш ёлки иртрӗ

Иртнӗ вырсарникун Хусанти Халăхсен Туслăх Çурчӗ иртен пуçласа каçченех ача-пăча шавӗпе кӗрлесе тăчӗ. Кунта кунӗпех тӗрлӗ халăхсен ачисен Çӗнӗ çул уявӗсем иртрӗç. Паллах, чăваш ачисем те айккинче юлмарӗç — ашшӗ-амăшӗпе, аслашшӗ-асламăшӗпе е кукашшӗ-кукамăшӗпе пӗрле 13.00 сехет тӗлне пуçтарăнчӗç кунта. Чи пӗчӗккисенчен пуçласа вăтам классенче вӗренекенсем таранах килнӗ чăваш елкине ачасем. Нумайăшӗ наци тумне тăхăннă. Питӗ кăмăллă пулчӗ хамăр ачасем тăван культурăпа чӗлхе патне чунтан туртăннине сăнама.

Пухăннисене ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçипе К. Г. Яковлевпа «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ И. Ф. Трифонова çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе саламларӗç, çирӗп сывлăх, телей, Çӗнӗ çул ыррине кăна илсе килтӗр тесе сунчӗç. 


Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳрекен ачасемпе вӗсен ашшӗ-амăшӗсем, ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗн тата чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗн хастарӗсем хатӗрленӗ уяв сценарийӗ питӗ интереслӗ пулчӗ, ăна Сильвия Чаркина йӗркелесе ертсе пычӗ. Уяв пуçлансанах юмах тӗнчине лекрӗç ачасем. Çӗнӗ çулпа (Дмитрий Мясников) Гоша аçтаха (Альбина Шейлан) ачасемпе кам хăш уйăхра çуралнине кура ячӗсене калаттарса паллашрӗç: пӗри уйăх ятне вырăсла калать, тепри — чăвашла. Унтан ачасене ташлаттарса та илчӗç. 


«Хӗл Мучи! Хӗл Мучи!» — часрах Çӗнӗ çулăн тӗп хăнине курасшăн кăшкăраççӗ ачасем. Анчах пӗлетпӗр, Хӗл Мучие уява çитме ялан мӗн-тӗр кансӗрлет. Чăваш ачисен ёлкине те тӳрех çитеймерӗ шур сухаллă асатте. Вăл çитиччен ачасене Юрпике (Светлана Гордеева), Кузя хӗртсурт (Семен Леонтьев), Тухатмăш карчăк (Вера Юнусова) тата Вут кайăк (Альбина Васильева) йăпатрӗç, выляттарчӗç. 


Уявăн хăйнеевӗрлӗхӗ малтан пуçласа вӗçне çитичченех — ачасене май пур таран чăвашла ăнлавсемпе усă курса çӗнӗ сăмахсем вӗрентессиччӗ. Çăвар карсах итлерӗç, вăйăсене хутшăнчӗç, юрларӗç те ташларӗç ачасем. Хӗл Мучи (Евгений Турхан) килсен ăна черет тăрсах чăвашла сăвăсем каласа пачӗç. Хусан чăвашӗсен ачисен хушшинче музыка шкулӗнче вӗренекенсем те нумай-мӗн — фортепианăпа, сӗрме купăспа калакансем те пулчӗç. Паллах, уява килнӗ кашни ачах Хӗл Мучи парнине тивӗçрӗ. 


Тулли кăмăлпа саланчӗç Хусанти чăваш ачисем ёлкăран. Нумайăшӗн Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чăваш уйрăмне çӳреме тытăнас кăмăл çуралчӗ.



Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев