Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хут документ çумра пулманни темех мар, водитель правине электронлипе улăштарасси пуçланнă.

Тата тепӗр 5-10 çултан мӗнле технологисем пурнăçа кӗрӗç-ши? Тен, урам шăлса çӳрекенсем те роботсемех пулӗç. Халӗ ӗçе автоматизациленипе никама та тӗлӗнтереймӗн, роботизаци, искусствăлла интеллект кашни сферăна кӗрсе пырать. Хăш-пӗрне ку хăратать те

Тата тепӗр 5-10 çултан мӗнле технологисем пурнăçа кӗрӗç-ши? Тен, урам шăлса çӳрекенсем те роботсемех пулӗç. Халӗ ӗçе автоматизациленипе никама та тӗлӗнтереймӗн, роботизаци, искусствăлла интеллект кашни сферăна кӗрсе пырать. Хăш-пӗрне ку хăратать те, çын валли ӗç пулӗ-ши ун чухне тесе кулянтарать. Ман шутпа, çӗнӗлӗхсем цивилизаци аталанăвӗшӗн кирлех. Хăрани те кăлăхах. ИТ технологисем аталанса пынă май çӗнӗ профессисем çуралаççӗ. Çитӗнсе пыракан ăру çакна пиртен лайăхрах та ăнланать пулӗ.

Ку чухне чи кирли – ИТ сфера аталанса пынă май хăрушсăрлăх мелӗсем те кая юлмасăр пыни пӗлтерӗшлӗ. ШӖМ çывăрмасть ку енӗпе. РФ ШӖМӗн Çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерессипе тӗп управлени пуçлăхӗ, полицин генерал-лейтенанчӗ Михаил Черников та журналистсемпе тӗл пулсан калаçăвӗнче хăрушсăрлăха тӗп вырăна лартрӗ. «Харпăр даннăйсене, банк шучӗсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерни аван, çапах çынна, ун ачи-пăчине хăрушсăрлăхпа тивӗçтерессине пӗрремӗш вырăна лартмалла. Сăмахăм çул-йӗр çинчи хăрушсăрлăх пирки. Раççейре ку енӗпе ӗç палăртнă планпа пырать», – терӗ Михаил Юрьевич.

Ун сăмахӗпе, Сывлăх сыхлавăн пӗтӗм тӗнчери организацийӗн (ВОЗ) кăтартăвӗсемпе, тӗнчере çул çинчи аварисенче çулсерен 1 миллион та 300 пине яхăн çын вилет. Калама кăна вӗт, çулталăк иртнӗ – пӗр пысăк хула чухлӗ çын çут тӗнчерен кайнă. Вăрçă та кирлӗ мар... ытларах ачасемпе çул çитменнисен, çамрăксен пурнăçӗ татăлать, 5 – 29 çулхисем. Мӗнпе çыхăннă-ха çакă? Ашшӗ-амăшсем ачи кăшт ӳссенех ăна пит тимлесе кайманнипе, тата çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн правилисене вӗрентменнипе. 18-тан пуçласа вилнин сăлтавӗ руль умне тинь ларнипе çыхăннă. Машинапа çӳреме кăшт хăнăхаççӗ те чăрсăрланма тытăнаççӗ, хăрушсăрлăх ременьне çыхмаççӗ.

Михаил Чернов палăртнă тăрăх, çул çинчи хăрушсăрлăх шайне ӳстерес тӗллевпе Раççейре ятарлă стратеги йышăннă, тăваттăмӗш çул çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе çыхăннă нацпроект пурнăçланать. Унпа килӗшӳллӗн, автотрассăсене паянхи куна тивӗçтерекен нормăсене пăхăнса тӗпрен юсаççӗ, çӗннисене тăваççӗ.

Тепӗр мел шутне çул-йӗр правилисене пăсассине тӗрӗслесе тăни кӗрет. Сăмах кунта шăпах ИТ технологисем çинчен. Федераллă, регион шайӗнчи автотрассăсене çӗнӗ йышши камерăсемпе тивӗçтереççӗ. Управлени пуçлăхӗн сăмахӗпе, ку çул çинчи аварисен, вилекенсемпе аманнисен шайне палăрмаллах чакарма пулăшнă. 17 çул хушшинче аварисен шучӗ икӗ хут чакнă. Çапла майпа 19,5 пин çын пурнăçне сыхласа хăварма пултарнă. Çӗршывра автомобиль шучӗ 33  миллионран 64 миллиона çитнине шута илсен аварисен шутне ӗлӗкхипе танлаштарма çук.

«Анчах кунпа лăпланса лармалла мар. 2030 çул тӗлне çул çинче вилекенсен шутне 3,5 хут чакарма тӗллев лартнă. Çавăнпа ӗнтӗ транспорт сферине ИТ технологисене пурнăçран юлмасăр кӗртсе пырасси пирӗн тӗп тӗллев. Вӗсем хула урамӗсенчи автомобильсен юхăмне дистанцилле майпа йӗркелеме, йышăнăва оперативлă  пурнăçлама май параççӗ», – терӗ Михаил Чернов.

Çул-йӗрпе транспорт инфраструктурине аталантарас тӗллевпе  беспилотниксемпе усă курасси те планра. Управлени пуçлăхӗн шучӗпе интеллектуаллă çул-йӗр инфраструктурине аталантарни çул-йӗр хăрушсăрлăхӗн шайне самай ӳстерме пулăшӗ.

РФ ШӖМӗ ӗç тăвакан федераллă власть органӗсемпе пӗрле автомобиль хуçисем усă куракан документсене электронлă вариантсем çине куçарассипе те ӗç пуçарнă. Транспорт хатӗрӗн регистраци свидетельствине халӗ «Госуслуги.Авто» мобильлӗ приложени урлă та кăтартма пулать. Ку çынсемшӗн те питӗ меллӗ, документсем çумра мар чухне пысăк пулăшу. Машина хуçисене те ку килӗшнӗ. Патшалăх автоинспекцийӗн сотрудникӗсем водитель кăтартнă QR-код тăрăх транспорт хатӗрӗн регистраци свидетельствине тӗрӗслеме пултараççӗ. Интернет çыхăнăвӗ пулмасан та полици сотрудникӗ хăй планшечӗ çинче свидетельствăна курма пултарать. Водитель удостоверенине те электронлипе улăштарасси тепӗр утăм. Вăл та асăннă мобильлӗ приложенирех пулать. Çав вăхăтрах хут документа та пăрахăçламаççӗ, вăл юлмаллах. Ăна пуçӗпех электронлипе улăштарас тесен РФ çул-йӗр правилисене тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыççăн тин тума пулать. Тӗрлӗ тиев турттаракансен докуменчӗсене те электронлă мая куçарасси пырать. Çакă ДПС инспекторӗсем ирттерекен тӗрӗслеве самай хăвăртлатма пулăшӗ. 

«Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсене, санкцисен пусăмне пăхмасăрах çӗршывăн транспорт комплексне хальхи технологисемпе тивӗçтересси малаллах тăсăлать. Шанатăп, малашне Раççей çыннисемшӗн пилотсăр тарнспорт та, «ăслă çулсем» те хăнăхнă япаласем пулса тăрӗç. Вӗсем аварилле лару-тăрусене самай чакарма тивӗç. Тӗлӗнмелле те, паян усă куракан технологисем çинчен ӗнер эпир ӗмӗтленме те пултарайман», – тесе вӗçлерӗ сăмаха Михаил Чернов.

Ирина ТРИФОНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: безопасные дороги