Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йăх-несӗле тӗпчесси нихăçан та кая юлмасть

Нурлат районӗнчи Вăтам Хăмăшлă ялӗнчи вăтам шкулта таврапӗлӳ кружокӗ пур.

Мӗн-тӗр çӗннине пӗлес е тавракурăма ӳстерес тесен халь майсем туллиех. Кам-тăр хаçат-журнал вуласа киленет, тепри, ӳркенменни, тӗнчен тӗрлӗ кӗтессине çитсе курать. Интернет уçлăхне вӗçсе тухсан та темӗн чухлӗ усăллă та кăсăклă япала пӗлетӗн. Нурлат районне кӗрекен Вăтам Хăмăшлă ялӗнчи вăтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекенсем вара кăмăлпах таврапӗлӳ кружокне çӳреççӗ. Занятисенче вӗсем тăван ен историйӗпе, йăла-йӗркесемпе паллашаççӗ, паллă ентешсен пурнăçӗпе ӗç-хӗлне тишкереççӗ. Хальхи вăхăтра ачасем хăйсен йăх-несӗлне тӗпчеççӗ. Ку ӗç, паллах, питӗ те интереслӗ, анчах ăна пурнăçлама çăмăл  мар. Хăй вăхăтӗнче пуçтарса пыман пирки çемье архивӗнче материалсем, документсем сахал пулсан, аслă ӳсӗмри тăвансем юлман пулсан, мăн-мăн асаттесемпе асаннесем çинчен пӗлме питӗ йывăр.

Диана Гавриловăна ку енчен ăнать. Ун çемйинче йăх-несӗл, çемье реликвийӗсене яланах питӗ тӗплӗн пуçтарса пыраççӗ, упраççӗ, çавăнпа вăл хăйӗн аслашшӗпе асламăшӗ çинчен кăна мар, мăн аслашшӗ-асламăшӗсем çинчен те каласа пама пултарать, темиçе сыпăкри тăванӗсене те пӗлет.
Вӗренӳ çулӗ вӗçӗнче кашни ача хăйӗн ятарлă ӗçӗпе паллаштарӗ. Ӗç темисене нумайăшӗ суйласа илнӗ ӗнтӗ. Ӗнекасси ялӗнче пурăнакан Диана Гаврилова çак ялтах çуралса ӳснӗ А.А.Изотов çинчен каласа парӗ. Александр Александрович – тӗнчипех паллă ученăй, профессор. Паллă ентешпе мухтанмалăх пур: вăл пирӗн Çӗр чăмăрӗн чăн тӗрӗс формипе пысăкăшне палăртнă. 1952 çултан пуçласа паянхи кунчченех пӗтӗм тӗнче Изотовăн ӗçӗсемпе усă курать.
Ангелина Леонтьева çак ялтах çуралса ӳснӗ Елизар Абакшин паллă сăвăç-фронтовик çинчен материал пухать. Юля Новикова хăйӗн ялӗн историйӗпе паллаштарас тет. Чиешне ялӗн историйӗ питӗ пуян. Пирӗн тăрăх XVIII ӗмӗрте çак ялтан пуçланса кайнă теççӗ. Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ художникӗ Николай Плониш та пирӗн ентеш. Вăл Вăтам Хăмăшлă ялӗнче çуралса ӳснӗ, кунтах хăйӗн пӗрремӗш картинисене ӳкернӗ. Каярах та тăван ен, тăван тавралăх ăна вăй-хăват парса тăнă. Ун картинисемпе паллашас, художник çинчен нумайрах пӗлес тесе Арина Романова Нурлат хулинчи музея та çитсе килесшӗн. Азалия Кабирова пирӗн районти Çӗнӗ Иглайкино ялӗнче çуралса ӳснӗ Галимзян Хусаинов легендарлă футболистăн пурнăçӗпе паллаштарӗ.    
Ачасем хамăр тăрăхри çăлкуçсемпе юханшывсем çинчен те, Нурлат хулин паллă вырăнӗсемпе çыннисем çинчен те каласа пама кăмăл турӗç.
Çак ачасем паян – шкул вӗренекенӗсем. Малашне вара, тен, хăйсен ентешӗсем пек тăван ене, çӗршыва мухтава кăларса паллă, сумлă çынсем пулӗç. Ăнăçу сире, ачасем! (Вера ЗАХАРОВА. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество