ЯЛ АЧИСЕМ ВАЛЛИ ТЕ ÇУЛ УÇĂ
Академи музыкипе кăсăкланакана аталанмалли трамплин
«Поющая звезда», «Новая волна», «Голос», «Синяя птица», «Лучше всех» тата ытти çакăн пек сумлă проектсене малашне Тутарстанри хула ачисем кăна мар, район-ял ачисем те çăмăллăнах лекӗç, Турă панă пултарулăхӗ пур пулсан, паллах. Вӗсен ку конкурссене хăйсем тӗллӗн заявка парса çӳремелле мар халь. «Ыранхи çăлтăрсем» («Звезды из завтра») республика проектне хутшăнса çӗнтерекенсене проект пуçаруçи – Хусанти La Primavera камерный оркестр – хăй ку е вăл конкурса ярать.
Шăпах çакăн пек тӗллев лартать те «Ыранхи çăлтăрсем» («Звезды из завтра») проект. Урăхла каласан, академи музыкипе кăсăкланакан çамрăк музыканта малалла аталанма (тен, пурнăçăн тӗп ӗçне çаврăнма та) май паракан трамплин вырăнне пулать.
Оркестрăн тӗп дирижерӗ тата асăннă проектăн ертӳçи Рустем Абязов пӗлтернӗ тăрăх, «Ыранхи çăлтăрсем» («Звезды из завтра») программăна 6-мӗш çул, анчах проект хăй тата аслăрах, ăна пуçарни 10-15 çул та пур. Музыка училищисенче вӗренекенсен хушшинче кăна иртнӗ вăл малтан. Çак вăхăтра ун али витӗр 700 çамрăк музыкант тухнă ӗнтӗ. Кăçал вара проекта тата анлăрах сарса республика шайне кăларнă. Пуçарăва ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Культура министерстви ырласа тӗрев панине каларӗ Рустем Абязов. Сăмах май, çамрăк музыкантсене тӗп дирижер хăй суйласа илет. Тӗрӗсрех каласан, юрлакан е музыка инструменчӗпе ăста калакан ача хăй вăйне оркестр солисчӗ пулса кăтартать.
Оркестр республикăн 43 районнех çитейменни те паллă, тăкакпа кăна çыхăнман ку. Çавăнпа районсене 6 зонăна пайланă та.
«Суйласа илмелӗх пур», – терӗ тӗп дирижер республикăра пултаруллă ачасем нумаййине палăртса. Журналистсемпе вăл «Ыранхи çăлтăрсем» («Звезды из завтра») финалӗ иртнӗ кун, сентябрӗн 28-мӗшӗнче, ирхине «Татар-информра» тӗл пулчӗ. Чăн-чăн оркестра халиччен концерт сценисем çинче кăна курнă çамрăк музыкантшăн, уйрăмах яллă вырăнсенче пурăнаканшăн, солист пуласси пӗрре те çăмăл мар, апла пулин те унта хутшăнас текенсем сахалăн та мар иккен. Çырчаллинче, тӗслӗхрен, 110 заявка килнӗ кăçал. Финала вара республикăри 34 ача тухнă. Вӗсем сентябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанта Салих Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче La Primavera камерный оркестрпа концерт кăтартрӗç. Пурне те финалист Дипломне, медальне парса чысларӗç. Чи пултаруллисем ятарлă статуэткăллă пулчӗç.
Проект сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене те хăйӗн пултарулăхне кăтартма май парать. Çак проекта темиçе çул каялла хутшăннă Алексей Романовăн та акă, пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăнать. Проект хыççăнах ăна Раççейре кăна мар, тӗнчипех асăрханă. Каччăн алă тупанӗсем çук пулсан та фортепианăпа питӗ ăста калать вăл. Алексей Романова Андрей Малаховăн «Пусть говорят» кăларăмне чӗннӗ, Ник Вуйчич меценатăн, çыравçăн темиçе çул каялла Хусанта иртнӗ мероприятине хутшăннă.
Кăçалхи финалта тепӗр çакнашкал çутă çăлтăр çуталчӗ тесен те юрать. Инвалид креслипе кăна çӳреекен, япăх куракан Тимур Фазлеев питӗ хитре юрласа куракансен чӗрине тыткăнларӗ. Уншăн та, ытти финалистсемшӗн те кăвак хуппи уçăлинехчӗ. Вӗсене пирӗн малашне телевизорпа та курасчӗ, концерчӗсенче те пуласчӗ-ха.
Ирина КУЗЬМИНА.
В.Васильев сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев