Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Йăлт пур пирӗн: персональлӗ компьютерпа смартфонсем валли операци системисем, суту-илӗвӗн электронлă платформисем... Апла пулсан мӗншӗн ют çӗршывсен куçӗнчен пăхмалла?

Раççей – хăйхаллӗ çӗршыв. Çутçанталăк ресурсӗсемпе кăна пуян мар эпир, ăслă пуçсемпе ӗçчен алăсем те, амбицилле специалистсем те çителӗклӗ пирӗн. Ӗçлеме условисем кăна туса памалла. Çак шухăш Иннополиса кайса килнӗ хыççăн вăйлăрах та тӗпленчӗ. Мăнаçланмалли пирӗн нумай, çав шутра ИТ сферăра та. Раççее Анăçпа Америка санкцисемпе пăвма тӗпӗртетнӗ хушăра пирӗн разработчиксем импорта хамăрăннипе улăштарасси пирки пуç ватаççӗ.  

Санкцисем тесен, вӗсен тӗп тӗллевӗ – çӗршыври социаллă лару-тăрăва çивӗчлетсе халăха Раççей ертӳçине хирӗç тăратасси. Акă мӗншӗн çынлăха, халăхсен хушшинчи килӗшӳсене мансах экономика хутшăнăвӗсене кăна мар, культура çыхăнăвӗсене те аркатаççӗ. 

Анчах вӗсем пире начар пӗлеççӗ пулмалла. Раççей халăхӗ чи йывăр вăхăтра вăй-халпа пуçтарăнма пултараканскер. Санкцисем ума çӗнӗ задачăсем кăларса лартаççӗ, уйрăмах ку бизнеса пырса тивет. Вӗсенчен нумайăшӗ ку вăхăтра рынока çӗнӗ сӗнӳпе тухма хатӗрленет. 

Паян кăна çуралман

Апрелӗн 12-мӗшӗнче «Иннополис» ятарлă экономика зонинче пулса импорта улăштарассипе ӗçлекен темиçе резидентпа паллашрăмăр. Çавсен хушшинче «Новые облачные решения», KazanExpress, «Открытая мобильная платформа», «Астра» ГК компанисем. Вӗсен ИТ-решенийӗсемпе паллашма питӗ кăсăк пулчӗ. Йăлт пур пирӗн: персональлӗ компьютерпа смартфонсем валли операци системисем, суту-илӗвӗн электронлă платформисем... Чăнах, мӗншӗн ИТ сфера рынокӗ пӗтӗмпех ют çӗршыв компанийӗсен аллинче пулмалла? Иннополис резиденчӗсен хăтлавӗсенчен курăннă тăрăх, пирӗн компанисем паян кăна çуралман. 5-6-шар çул ӗçлеççӗ рынокра, хăшӗсем ытларах та. Анчах аталану çулӗ, ют çӗршыв компанийӗсеннипе танлаштарсан, самай кăткăсрах. Нумай чух пирӗннисене пысăк компанисене лекекен кукăльрен юлнă тӗпренчӗксемпе çырлахма тивет. Мӗншӗн апла пулса тухать-ха? 

Тӗп чăрмавсенчен пӗри – коррупци. Ют çӗршыв компанийӗсене кӗртсе ярса бизнес отраслӗшӗн яваплисем, паллах, алă тытнипе кăна çырлахмаççӗ, алăра мӗн-тӗр юлать те. Менталитет тени те кайри вырăнта мар. Вырăс халапӗсене илер (вырăс тенине наци пек мар, Раççейре пурăнакансем тесе ăнланмалла): калăпăр Емельăна. Вăл кăмака çинче выртсах тутă пурăнасшăн. Кахалскер çăрттан кăмăла тивӗçтернине кӗтсе выртать, тепри ылтăн пулă ӗмӗтсене пурнăçласса кӗтсе упăшкине шар кăтартать. Юмахра вара халăх ăсӗ, тӗнчекурăмӗпе кăмăлӗ сăнарланнă. Мӗншӗн нушаланас енчен те çăмăлрах пурăнма май пулсан? Калăпăр чӗртавар сутса? Çав вăхăтра хамăра хамăр кашни отрасльте, кашни сферăра тивӗçтерме пирӗн мӗнпур майсем те,  потенциал та пур. Чăннипех йывăр вăхăт çитсен вара халăхăмăр Илья Муромец пек паттăррăн тăван çӗршывшăн кар тăрать. Мӗншӗн тесен чунра чăн тӗрӗс хăват вӗрет, таса çилӗ вăранать. 

Халӗ, пӗтӗм тӗнче пире хирӗç тăнă чух, Раççей чи çивӗч задачăсене татса пама майсем шырать. Тӗп тӗллев – кӗске  хушăра промышленностьпа производствăна импорт «чуралăхӗнчен» хăтарасси. Ахальтен мар пулӗ Раççей Президенчӗ Владимир Путин ятарлă операци пуçланине пӗлтернӗ хыççăн çийӗнчех ИТ сферăна аталанма пулăшассипе указ кăларчӗ. 

Айваннисен  йăхӗнчен мар

Пессимистсен шучӗпе, ку япала вăхăтлăх кăна, санкцисене çемçетсен, чикӗсене уçсан ак каллех ют çӗршыв компанийӗсене тӗпӗртеттерсе кӗртсе ярӗç  те йăлт малтанхи пек пулӗ. Темӗн, пирӗн бизнесменсем те айваннисенчен мар. Рынока пӗр кӗнӗ хыççăн çăмăллăнах парăнмӗç вӗсем те. Çитменнине продукчӗ аванни пулсан, вăл халăха килӗшсен. 

Сăмахран, «Новые облачные решения» компанин «МойОфис» платформи «Microcoft Office-рен» нимпе те кая мар, çӗнӗ функцисене шута илсен – лайăхрах та. Компанин регионсемпе ӗçлекен ертӳçи Борис Иванов пӗлтернӗ тăрăх, «МойОфис» документсемпе ӗçлеме, çыхăну тытма чи хăрушсăр платформа. Паян вӗсен офисӗсем 11 регионта ӗçлеççӗ. «Эпир пуçӗпех Раççей организацийӗ, Раççейӗн программа тивӗçтерӗвӗн реестрне кӗнӗ. 2600 яхăн тӗрлӗ организаципе компанисем, 11 миллион ытла çын усă курать пирӗн платформăпа. Мобильлӗ приложение 1 миллион ытла уçласа илнӗ. Рынокра эпир 8 çул ӗнтӗ», – терӗ Борис Иванов. 

«МойОфиспа» РЖД, Росатом, Газпром, Раççей Почти, Аэрофлот, РФ Пенси фончӗ тата ытти пысăк организацисем усă курни хăйех платформа шанчăклă та паха пулнине çирӗплетет. Компани хăвăрт аталанса пырканнисенчен, 2021 çулта кăна 1000 ытла çӗнетӳ кӗртнӗ. РФ Цифра аталанăвӗн министерствин  импортозамещени политикине шута илсен ӗç тăвакан власть, вырăнти хăйтытăмлăх организацийӗсем пуçӗпех Раççей программи çине куçсан ют çӗршыв компанийӗсем  каялла таврăнасси иккӗленӳллӗ. Çакна та палăртса хăварар, компани шкулсене платформăпа усă курма лицензие тӳлевсӗр панă.  

«Астра» ГК компанин Astra Linux Special операци системи те Windows-ран нимпе те катăк мар. Компанин маркетинг енӗпе директорӗ   Александр Гутин сăмахӗпе, вӗсен операци системи нумай енӗпе Windows-ран ирттерет. «Астра» компанин портфелӗнче «Брест» виртуаллă комплекс хатӗрӗсем, ВКСсем ирттерме Termideck, RuPost корпоратив почти, домен ӗçне йӗркелеме тата тытса пыма Ald Pro программа, мобильлӗ ӗç вырăнӗсем хатӗрлеме WorksPad программа тата ытти кирлӗ япала пур. 

KazanExpress компанин йӗркелӳçине тата генеральнăй директорне Линар Хуснуллина итлеме интереслӗ пулчӗ. «Импортозамещенипе ӗçлеме пуçласан чи малтан эпир складпа логистика системин управленине хута ятăмăр. Таварăн йывăрăшӗпе калăпăшне виçме кирлӗ устройствăна хамăр шутласа кăлартăмăр. Ют çӗршывра туса кăларни самай хаклăрах. Çакă пулчӗ те импорта хамăр таварпа улăштарнă пӗрремӗш утăм. Пирӗн компани Европăпа илес пулсан та чи хăвăрт аталанса пыракан маркетплейс шутланать. Пӗлтӗр, 2020 çултипе танлаштарсан, пирӗн кăтартусем 8 хутчен ӳсрӗç. Эпир Раççейӗн 118 хулипе ӗçлетпӗр. Тавара хуть хăш хулана та 1 кун хушшинче çитеретпӗр», – пӗлтерчӗ Линар Хуснуллин. 

50 пин çынна ӗçе илме хатӗрленеççӗ

Компани ертӳçи чи пысăк чăрмавсен шутне кредит йывăрлăхӗсене кӗртрӗ. Компание çӗнӗ складсем кирлӗ, ун валли 100 гектар çӗр туяннă Свияжск тăрăхӗнче. Складсен строительствине сахалтан та 4 миллиард тенкӗ кирлӗ. Анчах кредит ставки 20 процента çитни çав тери ура хурать. Çак условисемпе компани кредит илеймест. «Бизнесра финанс ыйтăвӗ сывлăш пек. Ун патне доступ çук-тăк – ним тума та çук», – тет Линар Хуснуллин. Майпен пулин те компани аталанать. Кăçалхи 4 уйăхра кăна 13,7 миллион заказ пурнăçланă. Укçа-тенкӗ çаврăнăшӗ 9 миллиард тенкӗпе танлашнă. Çулталăк вӗçлениччен 34 миллиард тенкӗпе танлашасса кӗтеççӗ. 2025 – 2026 çул тӗлне тавар çаврăнăшне 347 миллард тенке çитересшӗн. Хальлӗхе компани Хусантан 24 сехет инçӗшре вырнаçнă хуласемпе ӗçлет пулсан малашне инçереххисене те çитесшӗн. Паллах, тавара унта машинапа талăк хушшинче çитерме çук, çавăнпа самолет рейсӗсем йӗркелесси çинчен шутлаççӗ. Компани ӳснӗ май, ӗç вырăнӗсене те ӳстерме палăртнă. Паянхи кун компанире 5 пин çын ӗçлет пулсан складсене хута янă хыççăн тепӗр 50 пин çынна илме тӗллев пур. Сăмах май, вăтам ӗç укçи компани сотрудникӗсен 100 пин тенкӗпе танлашать, складра ӗçлекенсен 30-50 пин тенкӗ. Хăш-пӗрин 100 пин тенке те çитет. Йăлтах епле ӗçленинчен килет. Ӗç эффективлăхне вара алă çине çыхнă ятарлă устройство тӗп офиса пӗлтерсе тăрать.  

«Иннополис» ЯЭЗăн тепӗр резиденчӗ – «Открытая мобильная платформа» мобильлӗ операци системине йӗркелессипе ӗçлет, «Аврора» ят панă ăна. Унпа хальлӗхе предприятисемпе организацисем кăна усă кураççӗ, ахаль çынсем патне вăл çитмен. Çывăх вăхăтра та кун пек тӗллев çук вӗсен. «Хальлӗхе пирӗн компанин политики çавнашкал», – терӗ кӗскен маркетинг уйрăмӗн ертӳçи Анна Альбова.  Платформăна ФСБпа пӗрле хута янине шута илсен хуравӗ ăнланмалла. Ӗçре çак операци системипе усă куракан организацисен информаци хăрушсăрлăхӗшӗн пăшăрханма пӗр сăлтав та çук. 

Юлашкинчен «Иннополис» ЯЭЗ генеральнăй директорӗпе Ренат Халимовпа тӗл пултăмăр. Ун сăмахӗпе, чи кирли халӗ – кредит çăмăллăхӗсем, вăл бизнесшăн 3 процентран ытла пулмалла мар. «Доллар курсӗ тата оборудованисемпе комплект хатӗрӗсен хакӗсем ӳснӗ чухне ӗç илсе пыма укçа-тенкӗ çителӗклӗ кирлӗ. Çав шутра сотрудниксене ӗç вырăнӗнче хăварма та. Пирӗн компанисем, сăмахран, халăхсен хушшинчи компанисенче, фриланс-рынокра ӗçсӗр юлнисем валли çӗнӗ вакансисем уçма хатӗр. Çавна май вӗсене патшалăх пулăшăвӗ кирлӗ», – палăртрӗ хăй шухăшне Ренат Халимов.

Р.Зарифов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: бизнес ИТ-технологии