Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ялти пахчара ӳсекен çимӗçре те нитрат пур-ши?

Пахча çимӗçе нитрат органика çыхăнăвӗ валли çитмелӗх кăна пултăр тесен агротехника правилисене çирӗп пăхăнмалла. Уйрăмах çӗрмен тислӗкпе ытлашши усă курасран сыхланмалла. Кун пек удобренире азот (аммиак), концентрачӗ унăн ӳсен-тăран валли çав тери пысăк, наркăмăшлă. Çӗрмен чăх-чӗп, сысна тислӗкӗнче азот пуринчен нумай. Çавăнпа çурма çӗрнӗскере те шывпа хутăштармасăр сапма юрамасть. Тислӗк çӗрсе пынă май, азот пăсланса пӗтсе пырать, акă мӗншӗн  çӗрсе тăпра пулнă тислӗк кăна ӳсен-тăраншăн усăллă.

«Россельхозцентрăн» Тутарстанри филиалӗ шкул, харпăр хуçалăх пахчисенче пахча çимӗçе тӗрӗс ӳстермелли сӗнӳсем хатӗрленӗ. Пахчара çитӗннӗ тымар çимӗçре те нитрат çулсерен нумайланса пынипе çыхăннă ку. Нитрат вăл – азот кислотин тăварӗ. Азотлă удобренипе кирлинчен нумай усă курнипе пахча çимӗçре, шывра пухăнса пырать. Тӗрӗссипе, нитрат кирлӗ чухлӗ кăна пулсан организмшăн сиенлех мар, анчах ытлашши-тӗк, клеткăна сывлама чарать. Ку вара холестерина, сӗт кислотине ӳстерет.

Пахча çимӗçсенчен нитрат ытларах салатра (теплицăра ӳсекеннинче уйрăмах), çарăкра, редисра, хӗрлӗ чӗкӗнтӗрте, купăстара, кишӗрте, укропра. Хӗрлӗ чӗкӗнтӗрпе кишӗрте нитрат ытларах çулçисенче пухăнать пулсан, ытти тымар çимӗçсен хуппинче, купăстан –  кучанӗнче. Нитрат шайне пăхса пахча çимӗçсене виçӗ ушкăна пайлама пулать.

1. Чи нумай нитрат пухаканнисем: салат, шпинат, чӗкӗнтӗр, укроп, çулçăллă купăста, редис, симӗс сухан, дыня, арбуз;

 2. Вăтам пухаканнисем: чечеклӗ купăста, кабачки, кавăн, çарăк, йӳçӗ кăшман, купăста, хӗрен, кишӗр, хăяр;

3. Чи сахал нитрат пухаканнисем: пăрçа, йӳçӗ кăшкар, фасоль, çӗрулми, помидор, пуçлă сухан, улма-çырла.

Нитрат нумайланнин сăлтавӗсем:

– азотлă удобренисемпе кăна мар, минераллă удобренисемпе те ытлашшипех усă курни;  

– ӳсен-тăранăн биологи хăйнеевӗрлӗхӗнчен, сортӗнчен;

– пахча çимӗç ӗлкӗрес вăхăтран (ир ӗлкӗрекеннинче нитрат нумайрах пухăнать);

– ӳсен-тăрана удобренипе апатлантарас режимран;

– сывлăш температурипе нӳрӗлӗхӗнчен, кун вăрăмăшӗнчен (мӗн чухлӗ кун вăрăмрах, çавăн чухлӗ нитрат сахалрах).

Пахча çимӗçе нитрат органика çыхăнăвӗ валли çитмелӗх кăна пултăр тесен агротехника правилисене çирӗп пăхăнмалла. Уйрăмах çӗрмен тислӗкпе ытлашши усă курасран сыхланмалла. Кун пек удобренире азот (аммиак), концентрачӗ унăн ӳсен-тăран валли çав тери пысăк, наркăмăшлă. Çӗрмен чăх-чӗп, сысна тислӗкӗнче азот пуринчен нумай. Çавăнпа çурма çӗрнӗскере те шывпа хутăштармасăр сапма юрамасть. Тислӗк çӗрсе пынă май, азот пăсланса пӗтсе пырать, акă мӗншӗн  çӗрсе тăпра пулнă тислӗк кăна ӳсен-тăраншăн усăллă.

Любовь ЗАНИНА,

«Россельхозцентрăн» Тутарстанри филиалӗн ертӳçин çумӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство огород