ЯЛТИ ПӖРТЕН-ПӖР ВЕТЕРАН
Михаил Константинов июнӗн 22-мӗшӗнче 94 çул тултарчӗ «Сасартăк Чăваш Майнинчи пушар каланчинчи чан çапни илтӗнсе кайрӗ. «Мӗн пулнă, пушар-ши?!» – тесе урама чупса тухрăм. Ял çыннисем урам тăрăх чупаççӗ. «Вăрçă! Вăрçă пуçланнă!» – тени илтӗнет унта та кунта. Юпа çинчи çатма пек радиоран Левитанăн сасси илтӗнсе кайрӗ: «Германи çарӗсем пӗр систермесӗр пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнӗ...» Ял-йыш, вăрçă нушине пӗлекенскер, хуйха ӳкрӗ. Хӗрарăмсем макăраççӗ, çарта пулнисем «тăшмансене час хӳтерсе ярăпăр, Совет Союзӗ хăватлă» теççӗ. Пуху салансан çынсем вăрçа кайма хатӗрленчӗç...» – çапла аса илчӗ июнӗн 22-мӗшӗнче 94 çул тултарнă вăрçă ветеранӗ, Алексеевски районӗн хисеплӗ гражданинӗ М.П.Константинов Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă куна
Михаил Константинов 1927 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Алексеевски районӗнчи Чăваш Майни ялӗнче çуралнă. Ашшӗ колхоз лашисене пăхнă, амăшӗ колхоз хирӗнче ӗçленӗ. Ялти пуçламăш шкулта, 5-6 классене Саврăш шкулӗнче вӗреннӗ. Пӳлер шкулӗнчен 7-мӗш класран вӗренсе тухсан вăрçă пуçланнă. 1941 – 1944 çулсенче Аксу педучилищинче вӗренсе учитель профессине алла илнӗ. Çар ретне тăриччен Пӳлерти çар комиссариачӗ хушнипе ял çамрăкӗсене çар ӗçне вӗрентнӗ.
1944 çулта Михаил Петрович вăрçа кайнă. Троицки çар авиаци шкулӗнче вӗреннӗ. ИЛ-2, ИЛ-10 самолетсемпе сывлăшри стрелок пулса вӗçнӗ. Фрунзери çар авиацийӗн училищинче вӗреннӗ. Вăрçă пӗтсен те вӗçме пăрахман. 1950 çулта самолетпа ӳксе йывăр аманнă. Ташкентри 340-мӗш çар госпиталӗнче сипленнӗ, 2-мӗш ушкăн инваличӗ пулса килне таврăннă.
Сывалнă хыççăн Анат Катрата ялӗнчи шкулта историпе географи предмечӗсене вӗрентнӗ, Чăваш Майнинчи пуçламăш шкулта ачасене вӗрентекен çамрăк учительницăпа Татьяна Васильевнăпа çемье çавăрнă.
1959 çулта парти хушнипе 30 пин доброволец шутӗнче Михаил Петровича «Заря» колхозӗн председателӗ пулма суйланă. «Победа» колхозра парти ӗçне те ертсе пынă вăл. Куçăн мар майпа аслă шкулта вӗренсе пӗлӗвне ӳстернӗ.
1965 – 1975 çулсенче Тутар Майнинчи вăтам шкул директорӗнче тăрăшнă. Пенси çулне çитсен те (2000 çулччен) Чăваш Майни вăтам шкулӗнче ачасене истори вӗрентрӗ. Паян кунччен ялти Ветерансен канашне ертсе пырать канăçсăр чӗреллӗ çын.
– Вăрçă çулӗсенче пурнăç çăмăл пулмарӗ, выçă пулсан та çăпата сырса, кутамкка çакса 30 çухрăмри Аксу педучилищине танкканă. Çулла тăван колхозра вăй хунă. Василипе Павăл пиччесем вăрçăраччӗ. Вăй çитнӗ таран фронта пулăшнă. Атте вăрçă вăхăтӗнче 3 пин мăшăр çăпата туса фронта ăсатрӗ, – тесе аса илет Чăваш Майнинчи пӗртен-пӗр сывă вăрçă ветеранӗ М.П.Константинов.
Халӗ те канса ларма вăхăчӗ çук унăн. Пулă тытма çӳрет. Çӗрлесенче сăвăсем шăрçалать. Хăй ӗмӗрӗнче тӳссе ирттернине, курнине сăвă йӗркине куçарать. 18 кӗнеке кăларма вăй çитернӗ Михаил Петрович. А.Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ, Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ. Халь пӗчченех пурăнать. 3 ачи, мăшăрӗ вилнӗ ӗнтӗ. Тоня хӗрӗ Белоруссинче, Анатолий ывăлӗ Ижевскра пурăнаççӗ.
Вăрçă ветеранӗсене пысăкрах тимлӗх уйăрасчӗ. Вӗсем сывă чухне çӗршыв та хăватлăрах, пурнăç та илемлӗрех. Михаил Петровича çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр, ӗçӗрсем ăнса пыччăр.
Лидия УГАХИНА.
Алексеевски районӗ,
Чăваш Майни.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Михаил Петрович Константинов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев