Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ярмаркӑсенче ял таварӗ йӳнерех хакпа сутӑнать

Кӗрхи ярмаркӑсем Хусанти 15 площадкӑра ӗҫлеме пуҫларӗҫ

 Вӗсем сентябрӗн 11-мӗшӗнчен тытӑнса декабрӗн 25-мӗшӗнче вӗҫленӗҫ. Хулара пурӑнакансем унта ял-хуҫалӑх продукцине йӳнерех хакпа туянма пултарӗҫ.

Хула ҫыннисем валли республикӑри ял-хуҫалӑх продукцине туса кӑларакансем юрӑхлӑ хаксемпе сутаҫҫӗ. Ассортиментра пахча-ҫимӗҫ, аш-какай тата хуҫалӑхра кирлӗ ытти продукци. Ярмаркӑсем кашни эрне шӑматкунсерен иртӗҫ.
Кӑҫал хусансем Чеховски пасарӗ патӗнче ярмаркӑсене ирттерме ыйтнипе ҫак пасарӑн парковкин территорийенче суту-илӗве ҫӗнӗрен пуҫарнӑ.
"Салават Купере" комплексра пурӑнакансемшӗн "Радужный" суту-илӳ центрӗн парковкинче ярмарка йӗркелӗҫ. Суту-илӳ площадкинче республикӑри 22 районтан продукци сутӑнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев