ЯШ-КӖРӖМЕ ПӖЛМЕ, ИНТЕРЕСЛЕНМЕ
Августăн 20-мӗшӗнче II «Итиль» фестиваль Хусан çыннисене, хăнана килнисене М.Горький ячӗллӗ паркри лапама пуçтарчӗ
Атăлçи халăхӗсен культурин этно-фестивалӗ кăçал иккӗмӗш хут иртрӗ. Пӗлтӗр вăл сентябрь вӗçӗнче, ылтăн кӗркунне пурте лайăх пӗлекен Чаша çывăхӗнче иртнӗччӗ. Те вырăнне улăштарнипе, курма, хутшăнма килекенсем кăçал кӗтнинчен сахалрах пек туйăнчӗç. Тен, туйăнчӗ кăна, мӗншӗн тесен кунӗпех пӗрисем килчӗç, теприсем тухрӗç фестиваль «картинчен».
Ку мероприятие йӗркеленӗ Хусан хулин Культура управленине те, Парксемпе скверсен дирекцине те ырлас килет. Уяв чăнах та хăйӗн ятне тӳрре кăлартăр, çынсен канăвӗ интереслӗ, усăллă ирттӗр тесе тăрăшни курăнать. Тӗрлӗ наци апачӗсене астивсе пăхас текенсем нумай пулчӗç. Уйрăмах удмуртсен перепечи кăсăклантарчӗ хăнасене. Черет тăрса илеççӗ икерчӗ манерлӗ, чуста çине ăшне хурса çатмапа кăмакана лартса пӗçернӗскере. Пӳремеч пекрех вăл, анчах çулăм умӗнче хатӗрлеççӗ тата икерчи те пит çӳхе. Ăшӗ вара тӗрлӗрен: кăмпаран, тăпăрчран, кăлпассирен... Чейне те илме пулать. Кыстыбый туянакансем те пурччӗ. Паллах, ӗçмесемпе сутă тăвакансем таварӗсене пуринчен малтан сутса пӗтерчӗç.
Ытти фестивальсенчи пекех, «Итиль» мастер-классем ирттерме ятарлă площадка уйăрнă. Пӗр шутласан вăл пит пысăк мар, анчах йӗркелӳçӗсем питӗ аван меслет шутласа тупнă – мастер-классем вăхăтпа ачисен çулне кура иртеççӗ. Калăпăр, малтанах шкул çулне çитменнисем тӗрлӗ кӗлеткесене сăрлаççӗ. Паллах, сăррисем те, кӗлеткисем те тӳлевсӗр.
Вăхăт иртсен кăшт аслăраххисем пукансене йышăнаççӗ. Вӗсене кириллица алфавичӗпе (авалхи славянсен тесен тӗрӗсрех те пулать-тӗр) çырма хăнăхтараççӗ. Наци орнамӗнчӗсемпе паллаштараççӗ çеç мар, ӳкерме те вӗрентеççӗ. Курăсран тата пусма татăкӗсенчен пуканесем тума та пӗлекен пулчӗç мастер-класс хыççăн.
Инçех те мар темиçе çипе явса эрешлӗ пиçиххи тӗртме урок параççӗ. Çакăнтах ярмаркка пуçланать. Пит пысăк мар вăл, анчах тӗрлӗ регионсенчен килни куçкӗрет. Людмилăпа Вадим Семеновсем чăваш тӗррине латунь çине куçарса хитре алка-сулăсем тăваççӗ. Вӗсен OMLA брендне Шупашкарта аван пӗлеççӗ, унта кăна-и? Интернетпа таçтан-таçтан çырăнса илеççӗ.
Ӗпхӳрен килнӗ Айым та капăрлăхпа çыхăннă. Хӗрарăмсен пуçа тăхăнмалли хатӗр кашмау интереслентерчӗ çынсене. Сутуçăсем каласа панă тăрăх, тахçан ӗмӗтленни уйăх каялла пурнăçланнă. Пушкăрт халăхӗн капăрлăхӗсене паянхи кунпа килӗшӳллӗн ăсталама дизайнерăн пултарулăхӗ те пур, ӗмӗчӗсем те пысăк. Çак ӗçе ытларах тимлӗх уйăрасшăн малашне. Хальлӗхе хатӗрленӗ алкасенчен, кашмаусенчен ытларахăшӗ интернет урлă саланать. Паллах, этно-фестивальсене те хаваспах çӳреççӗ.
Тӗп сцена çинче этно-ушкăнсем пултарулăхне кăтартаççӗ. Артистсен программине итленӗ май фестивале çамрăксем валли йӗркелеме тӗллев лартни куçкӗрет, сăмах май, кун пирки пресс-конференцире Хусанти парксемпе скверсен арт-директорӗ Л.Р.Валеева асăнчӗ. Мускав, Тутарстан, Удмурт Республики, Пушкăртстан, Хусантан (Атăл шывӗнчен те) самай аякри Дагестан, Тыва Республикисенчен те пулчӗç музыкантсем. Паллах, концерт чăваш юррисемсӗр иртмерӗ – Хусанти «Shanu» (ертӳçи Д.Лысов) ушкăн этно-джаз стилӗпе ӗçлет. Ушкăн солистки Вера Кожеманова «Итиль» умӗн ирттернӗ пресс-конференцире те пулчӗ, концерт хыççăн та унпа, коллектив ертӳçипе тӗл пулса калаçма май килчӗ.
«Shanu» ушкăна куракансем ăшшăн йышăнчӗç, анчах çын кӗпӗрленсе тăмаллах нумайăн марччӗ. Çакăнтан пуçларăмăр та В.Кожемановăпа калаçăва.
– Кăнтăрлахи концертра çын чылай чухне сахал пек. Кам пурри те çителӗклех. Тимлӗн итлекен 20 çын пулсан та аван, паян куракансем кăмăллăччӗ, хавхалансах юрларăм, – тулли кăмăлпа каласа пачӗ юрăç. «Shanu» Екатеринбургра, Ижевскра, Элметре тата Хусанта иртекен фестивальсене, концертсене хутшăнни çинчен каласа пачӗ. «Чăвашсен умӗнче час-час юрлаймастпăр, Шупашкарта иртнӗ мероприятие хутшăнни те чылай пулать», – паллаштарать ушкăн ӗçӗ-хӗлӗпе Вера Кожеманова.
Ушкăнра пӗр Вера кăна чăваш. Юрăсен тексчӗшӗн, чӗлхешӗн явап тытаканни вăл. Дмитрий кӗвӗ çыраканни, аранжировкăсем тăвать. Коллектив репертуарӗнче паян чăваш юррисем çеç. Малашне ытти халăх юррисене те программăна кӗртесшӗн. Вера тутар чӗлхипе ӗçлесшӗн пулнине пӗлтерчӗ: «Эпир Тутарстанран, пирӗн коллектива аталанма пулăшаççӗ. Çавăнпа та репертуара тутар юррине кӗртесшӗн. Пӗр композици пур, анчах унпа ӗçлеме пуçламан. Унăн кӗввине хам çырнă, босса-нова жанрӗпе».
«Shanu» ертӳçисенчен пӗри Дмитрий Лысов пӗтӗмӗшле илсен «Итиль» фестивальте коллектив хăйне мӗнле кăтартнипе кăмăллă юлнă: «Техника енчен малтанах çитменлӗхсем пурччӗ, анчах ку нумайлăха пулмарӗ. Сцена çинче, ушкăнра атмосфера аванччӗ», – тесе кӗскен хакласа ырларӗ. Пуласлăх планӗсем çинчен пит каласшăнах пулмарӗ ертӳçӗ.
Пысăк сцена çинчи концерт каçхине 10 сехетчен пычӗ. Хедлайнерсенчен пӗри инди-фолк жанрӗпе ӗçлекен Zventa Sventana ушкăн пулчӗ. Вулакансем ăна пӗлеççех тесе шутлатăп. Унăн солистки Тина Кузнецова «Голос» телепроектăн иккӗмӗш сезонӗнче финала тухнăччӗ. Сасси те, вăл ăсталанă сăнарӗ те питӗ асра юлмалла илемлӗччӗ. Унăн ӗçтешӗ, мăшăрӗ Юрий Усачев та паллă çын. Вăл «Гости из будущего» ушкăнра клавишник пулнă.
Фестивалӗн пӗчӗкрех сцени те ӗçлерӗ паркра. Анчах ăна, пысăк сцена çинчен пыракан вăйлă сасă ан чăрмантартăр тесе-ши, аллея вӗçнех лартнă. Самай аякра. Анчах ун çывăхӗнче те куракансем сахал марччӗ. Ку сцена çинче ташă ушкăнӗсем, перформанссем, пантомимăсем кăтартрӗç. Тӗрлӗ çулсенчи куракансем интересленсех пăхрӗç хусканусем тăвакан çынсем çине.
Пӗтӗмӗшле илсен «Итиль» ăнăçлăн иртрӗ куракансемшӗн те, фестивале хутшăнакансемшӗн те. Çынсем канчӗç, кӳршӗллӗ пурăнакан халăх çинчен мӗн-тӗр çӗнни пӗлчӗç, килӗшӳллӗ, ырă атмосфера тăчӗ таврара.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев