«Ылтăн тимӗр шапа» – илеме курма пӗлекенсен триумфӗ
Иртнӗ эрнере чаплă лару-тăрура тӗлӗнмелле илемлӗ 120 сăнӳкерчӗкрен тăракан курав уçăлчӗ. Шучӗпе 19-мӗш пулсан та Хусанта пӗрремӗш хут иртет фестиваль. 19 çӗршывран 98 фотографăн 120 сăнӳкерчӗкӗ финала тухнă. Çакăнтах фестивалӗн ятарлă проекчӗ – япăх куракансем валли сăнӳкерчӗксен тактильлӗ копийӗсем.
Мероприятие «Ылтăн тимӗр шапа» Халăхсен хушшинчи çутçанталăк фестивалӗн президенчӗ Андрей Владимирович Сухинин уçрӗ. Проект тӗллевӗ – искусство урлă экологие лайăхлатасси пулса тăни çинчен каласа пачӗ вăл. Фестиваль Раççейӗн тӗрлӗ хулисенче иртнӗ, анчах Хусанта пӗрремӗш хут. Мӗншӗн кăçал Хусанта йӗркелес тенӗ? Мӗншӗн тесен 2026 çул Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Хусан – нумай наци çынни туслă пурăнакан хитре хула. Андрей Владимирович фестивале ирттерме пулăшакансемпе партнерсен ячӗсене асăнчӗ.
.jpg)
Ку фестивальте сăнӳкерчӗксен куравӗ тата экологипе çутӗç проекчӗ тӗп вырăнта. Программăра киносеанссем, мастер-классем, шкул ачисем валли экскурсисем пур.
ТР Культура министерстви хаваспах фестивале Хусанта ирттерме килӗшнӗ, йӗркелӳçӗсене пур енчен пулăшса тăнă. ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Ильдаровна Адгамова йӗркелӳçӗсене, фотографсене, хăнасене микрофон умне тухса саламларӗ. Йӗркелӳçӗсене фестивале ирттерме Наци библиотекине суйласа илнӗшӗн тав сăмахӗ каларӗ, хула çыннисемпе хăнисене курава тӳлевсӗр кӗме май панăшăн тав турӗ.
ТР экологи тата çутçанталăк ресурсӗсен министрӗн çумӗ Ильнур Мунирович Насретдинов тата ТР Атăлпа Кама патшалăх çутçанталăк биосферин заповедникӗн директорӗ Ян Артурович Мурзаханов та йӗркелӳçӗсене, фотографсене тав туса çакăн пек чаплă сăнӳкерчӗксем тума çăмăл мар пулни çинче чарăнса тăчӗç. Пӗр ăнăçлă кадршăн фотограф тепӗр чух талăкӗ-талăкӗпе «сунара» тухать иккен. Ян Артурович ашшӗ çутçанталăка ӳкерекен фотограф пулни çинчен каласа пачӗ: «Тепӗр чух 1000 кадртан пӗри çеç ăнăçлă пулать. Хитре сăнӳкерчӗкшӗн атте юр айӗнче 5-6 сехет выртни те пулнă», – аса илчӗ вăл.
Наци библиотекинче çывăх вăхăтрах – апрелӗн 5-мӗшӗнче «Атăл кунӗ» пулассине, 11-мӗшӗнче Раççейри заповедниксемпе наци паркӗсен ӗçченӗсем пухăнассине пӗлтерчӗ. Çак мероприятисем «Ылтăн тимӗр шапа» фестивальпе пӗр вăхăтра иртни хăй пысăк, тарăн шухăшлă проект пулса тăрӗ тесе шутлать заповедник директорӗ.
ТР Наци библиотекин директорӗ Мадина Фатыховна Тимерзянова çакăн пек сумлă курав библиотекăра чарăнса тăнипе кăмăллă пулнине пытармарӗ. Хусанта çӗннипе интересленекен, илеме хаклама пӗлекен çынсем пурăннине, фестиваль вӗсемшӗн кăсăкран та кăсăк пулăм пулса тăрассине шанса каларӗ.
.jpg)
«Ылтăн тимӗр шапа» сумлă проект пулни куçкӗрет, фестивале йӗркелекенсене, уçакансене видеоçыхăнупа саламлакансем чылай пулчӗç: Пӗтӗм Раççей Çутçанталăка сыхлакан обществăн председателӗ, РФ Патшалăх Думин депутачӗ, фестивалӗн амбассадорӗ Вячеслав Александрович Фетисов, Мускав хулин Çутçанталăкпа усă курассипе, тавралăха сыхлассипе ӗçлекен департаменчӗн ертӳçи Юлия Валерьевна Урожаева, Раççей Геройӗ, космонавт, фестиваль амбассадорӗ Сергей Николаевич Ревин тата ТР Фотографсен союзӗн председателӗ Валерия Рустамовна Шигапова. Вӗсем пурте фестиваль уçăлнăшăн савăннине, çутçанталăкри сăнсене ӳкернӗ чух фотограф пултарулăхӗ чи пӗлтерӗшли пулнине, çав вăхăтрах ăнăçу та пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрӗç.

Мешехе Кристина Рытченкăн Мускаври хальхи вăхăтри вокал студийӗнче вӗренекенсен пӗчӗк концерчӗпе вӗçленчӗ. Концерта автор-композитор Игорь Барик та хутшăнчӗ.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев