Ылтăн туйран рубин туйччен юратупа
Валерий Александровичăн аслашшӗпе чăвашсен пӗрремӗш математикӗ Никифор Охотников тăвансем пулнă
Паян Валерий тата Зинаида Охотниковсем ылтăн туй паллă тăваççӗ. Мăшăр халӗ Хусанта пурăнать, çемье вара Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Чăваш Шупашкарӗнче чăмăртаннă.
Аслă пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш чăваш математик Никифор Охотников шăп çак ялта çуралнăччӗ, астăватăр-и? Аслăрах çултисем лайăх астăваççех ӗнтӗ, В.И.Ленин чăваш ачине Никифор Охотникова гимназие кӗме хатӗрлени çинчен шкулти уроксенче каласа паратчӗç.
Валерий Александрович Никифор Охотников ăрăвне тăсакансенчен пӗри пулать, мӗншӗн тесен унăн аслашшӗ Мирон Никифор Охотникова тăван лекет.
Валерий Охотников та ачаран пӗлӳ патне туртăннă, Чăваш Шупашкарӗнчи вăтам шкултан вӗренсе тухсан медицина институтне кӗме документсем те тăратнă. Анчах тӳрех аслă шкулта вӗренме май килмен, пӗр тапхăр Хусанти вертолетсем тăвакан заводра ӗçленӗ. Çакăнтанах çара кайнă çамрăк. Шăпа ăна Инçет Хӗвелтухăçне илсе çитернӗ, тинӗс авиацийӗнче хӗсметре тăрса Тăван çӗршыв умӗнчи хӳтӗлевçӗ тивӗçне пурнăçланă вăл.
1970 çулта демобилизаципе тăван ене таврăнсанах Валерий Охотников Хусан çывăхӗнчи Васильево поселокӗнчи автотранспорт техникумне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӗренсе тухнă çӗре çирӗп кăмăллă чăваш каччи пулас мăшăрӗпе паллашнă.
Чистай районӗнчи Изгары ялӗнче çуралса ӳснӗ Зинаида 1973 çулта тăван район центрӗнчи медицина училищинчен вӗренсе тухнă. Чăваш Шупашкарӗнчи фельдшерпа акушер пунктне ӗçлеме янă ăна. Ун чухнехи çамрăк специалистсене ӗçпе тивӗçтерес йӗрке-и, шăпа-и — Валерийпе Зинаидăна паллашса пӗр-пӗрне кăмăллама май панă. 1974 çулта каччăпа хӗр çемье çавăрнă.
Çав çулах диплом илнӗ çамрăк специалиста Лениногорскри ПАТПа инженер-технолог пулма палăртсан вăл мăшăрӗпе çула тухнă.
Лениногорскра Охотниковсен çемйи ӳснӗ, малтан Юлия хӗрӗ çуралнă, тепӗр икӗ çултан Александр ывăлӗ те çемьене килнӗ.
Валерий Александрович характерӗнче чăвашсене сăнлакан ен пурри сисӗнет — çинетăраслăх. Вăтам шкултан вӗренсе тухнă чухнех аслă пӗлӳ илме шут тытнă вăл, хăйӗн тӗллевӗ патне утăм хыççăн утăм çывхарнă. Заводра ӗçлени те, салтакра пулни те, техникум хыççăн ӗçе кӳлӗнни те, мăшăрланса çемье тăрантараканӗ пулса тăни те çак тӗллеврен пăрайман ăна. Лениногорскра ӗçленӗ чух, юратнă мăшăрӗпе ачисене çитӗнтернӗ вăхăтра вăл Анат Камăри химипе технологи институтне каçхи уйрăма вӗренме кӗрет. 1980 çулта çемйипе Анат Камăна пурăнма куçсан та хăвармасть вӗренӗве. 1984 çулта Валерий Александровичăн ӗмӗчӗ тулать — аслă пӗлӳ илни çинчен диплом ун аллинче. Тивӗçлӗ канăва кайиччен — 29 çул вăй хунă Валерий Александрович Анат Камăра. Зинаида Сергеевнан та ӗç стажӗ пысăк — 30 çул ача-пăча поликлиникинче тăрăшнă.
Зинаида Сергеевна çамрăкла суйласа илнӗ профессирен ниçта та уйрăлман — Лениногорскра та, Анат Камăра та çынсене сипленӗ.
Охотниковсен ачисем çитӗнсе çитсе хăйсем çемьеллӗ халь. Юлия Хусанти педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнă, халӗ «Татарстан» Патшалăх телерадиокомпанире продюсерта тăрăшать. Ывăлӗ Александр Санкт-Петербургри МВД университетӗнче пушар сӳнтерессипе пӗлӳ илнӗ, аван паллăсемпе вӗренсе тухнă. Вăл полковник, МЧС Тӗп управленийӗнче пуçлăх çумӗ пулса ӗçлет. Александр Валерьевич мăшăрӗпе икӗ хӗр те пӗр ывăл ӳстернӗ. Арăмӗ Анна Александровна медицина наукисен кандидачӗ. Ачисем çитӗнсе çын пулнă: аслă хӗрӗ культура институтӗнчен вӗренсе тухнă, ывăлӗ кăçал шкула ылтăн медальпе пӗтернӗ, кӗçӗн хӗрӗ вăтам шкулта вӗренет.
Юлия хӗрӗн ывăлӗ кăçал Мускаври РФ Ют çӗршыв ӗçӗсен министерствин Дипломати академийӗнчен вӗренсе тухнă, унччен Раççей Патшалăх гуманитари университетӗнче (РГГУ) вӗреннӗ. Юлиян кӗçӗн хӗрӗ вăтам пӗлӳ паракан шкулта вӗренет.
Валерийпе Зинаида Охотниковсем 50 çул пӗрле, çемьен çитӗнӳсен тапхăрӗ тесен тӗрӗс пулӗ. Çемьене чыс тумалăх, çӗршывшăн шанчăклă ывăл-хӗр çуратнă, тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗ. Мăнукӗсем те куç тулли, пӗринчен тепри мал ӗмӗтлӗ. Чăн-чăн юратăвăн çапла пулмалла та, ыррине çеç таврана салатмалла, вара тӗнче тата илемлӗрех, чеченрех пулӗ.
Сăнӳкерчӗкcум çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев