Йӗлтӗр ҫине 200 пин ҫын тӑмалла
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тутарстан "Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне" хутшӑнать. Хусанта ҫак мероприятие хутшӑнакансен шучӗ кӑҫал 18 пин ҫынна ҫитмелле
Пурӗ республикӑра 200 пин ҫын йӗлтӗр ҫине тӑмалла. Чупусене хутшӑнса текенсемшӗн ҫул пирки чару ҫук. Терапевтран справка ҫеҫ кирлӗ.
Хусанпа пӗрле ҫак кун Тутарстанри кашни ял-хулари спорта кӑмӑллакансем йӗлтӗр трассисене тухӗҫ. Массӑллӑ стартсем Ҫырчаллинче, Анат Камӑра, Элметре, Ешӗлварта тата ытти хуласенче пулӗҫ.
Йӗлтӗр гонкине курас текенсем валли анлӑ культура программине хатӗрлеҫҫӗ, унта кӑҫатӑпа хоккейла вылясси, парнесем вылянтарасси, концертсем кӗреҫҫӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Хусанта йӗлтӗрпе чупас текенсен http://orgeo.ru/event/19908 .сайтра регистраци иртме пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев