Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă çынччӗ Александр Кириллович

«Суварăн» виççӗмӗш тӗп редакторӗ Александр Иванов çуралнăранпа 80 çул çитрӗ

Александр Кириллович Ивановпа пире, редакцире ӗçлекенсене, ун чухнехи редактор Николай Сорокин паллаштарчӗ. Хыпар пӗлтерме пире хăй пӳлӗмне пуçтарчӗ. Унта вăл пӗччен мар иккен, сӗтел хушшинче вăтам пӳллӗ, кӗрнеклӗ, тӗттӗмрех пит-куçлă вăтам çулсенчи арçын ларать. Симӗс курткăпа пулнине астăватăп.

– Юлташсем, эпӗ редактортан кайни сирӗншӗн вăрттăнлăх мар ӗнтӗ, ку паллă япала. Ман вырăна малашне сирӗнпе Александр Иванов ӗçлӗ. Вăл Новороссийскра тухса тăракан хаçатра ӗçленӗ çӗртен килчӗ, Хусанта пӗр вăхăт «Советская Татария» журналисчӗ пулса тăрăшнă. Эпӗ ăна çавăнтанпа пӗлетӗп, пултаруллă журналист. Юратса тата хисеплесе йышăнма ыйтатăп, – терӗ Николай Михайлович пире хăнапа паллаштарса. 

Ун чухне эпир, Костя Малышев, Лена Крылова тата эпӗ, «Суварта» çур ставкăпа кăна ӗçлеттӗмӗр-ха. Студента кун пек те пырать. Редакцин политикине пит хутшăнса кайман, аслă ӗçтешсен калаçăвӗсене те. Пире пулсан, кама лартсан та эпир ӗçлеме хатӗр, редакцирен кăларса ан яччăр çеç. Ара, стипенди çумне пăртак ӗç укçи хушăнса пыни ытлашши мар. Тата ӗçӗ те килӗшет, командировкăсен тутине те тутанса курнă ӗнтӗ. Николай Михайлович редакцин профессилле командипе пире те хăш чух районсене яркалатчӗ. 

Телее, Александр Кириллович пире ăнланакан çын пулчӗ. Ӗç дисциплинине вара питӗ юрататчӗ, вăхăтран 5-10 минута кăна юлни те ăна килӗшместчӗ. Ӗçе вăхăтлă çитеймен чух ун кабинечӗ патӗнчен шăппăн вăшлатса иртме тăрăшаттăмăр. Анчах туфли каблукӗсем шаклатса пире час-час сутатчӗç. Хамăр хыççăн кабинет алăкӗ хупăнса та ӗлкӗрейместчӗ, хыççăнах Александр Кириллович кӗрсе тăратчӗ. Стена çине çакнă сехете вăраххăн та тимлӗ, мăш-мăш сывласа сăнанă хыççăн пирӗн çине кăмăлсăррăн пăхса илетчӗ те пăртакран ним каламасăр шăппăн тухса каятчӗ. 

Купăс калама юрататчӗ

Çапах хăй питӗ ырă çынччӗ. Кăна тăрăшсан та пытараймастчӗ вăл. Александр Кириллович чухне çулталăкри пысăк уявсене коллективпа кӗтсе илесси йăлана кӗчӗ. Нумайăнччӗ эпир ун чух, интереслӗччӗ. Çуралнă кунпа саламламасăр та хăвармастчӗ вăл, редакци шутӗнчен парне тума та тăрăшатчӗ. Купăс каланă чух чунӗ яр уçăлатчӗ вара унăн. Пичӗ ачанни евӗр çуталатчӗ музыка инструменчӗ аллинче кӗвӗ кăларнă чух. Куçне хупа-хупа, пуçне айккинелле пăрса калатчӗ купăса. Ахăртнех пурнăçӗнчи ырă самантсене аса илетчӗ çак хушăра. Кăна ӗнтӗ хăй кăна пӗлет. 

Александр Кириллович редакторта ӗçленӗ хушăра «Суварăн» тиражӗ калама çук ӳссе кайрӗ. 7 пине те çитсе пыратчӗ. Белоруссири Минск хулине те çитерчӗ хаçата. Унтан çыракансем те пурччӗ. Командировкăсем çулталăк тăршшӗпех. Ун чух хальхи пек пӗр кунра çаврăнса килмен. Каяс-тăк виçӗ кунран сахала мар яратчӗ. Пуçтарса килнӗ материалсем вара пӗр уйăх çырмалăх та çитетчӗç. 

Тата Александр Кирилловичăн юратнă министерство пурччӗ. Алăка уçатчӗ те: «Мана ан çухатăр, эп Ял хуçалăх министерствинче пулатăп», – тетчӗ те пире вăраххăн сăнаса çаврăннă хыççăн хăй ӗçӗпе тухса каятчӗ. Мӗн тунă ӗнтӗ унта вăл тăтăш çӳресе, тен, çывăх тусӗ ӗçленӗ? Ял хуçалăхӗпе çырнă материалӗсем, чăнах та, тухкалатчӗç ӗнтӗ. 

Автономи председателӗ те пулчӗ

«Сувар» хаçата ертсе пынисӗр пуçне Александр Кириллович Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗнче те ӗçлерӗ. Ку ӗçе çамрăк журналистсене вăл активлă явăçтаратчӗ. Республика кунӗсене, сабантуйсене хутшăнмасăр пӗрре те юлман. Пӗррехинче Авиастроительнăй районӗнчи Ленин ячӗллӗ Культура керменӗ çумӗнчи паркра шкулта нимӗç чӗлхине вӗрентекен чăвашпа, Владимир Будяшкинпа, пӗрле кунӗпе чăваш юррисене юрласа тăнăччӗ. Владимир Ильич купăс калать, эпӗ юрлаканни. Дисциплинăна пăсманнине, хушăва пурнăçланине Александр Кириллович кунта та килсе тӗрӗслесе кайрӗ вӗт. Эпир пӗр çаврăм юрланине итлерӗ те хăй çулӗпе малалла уттарчӗ. 

Александр Иванов председательте ӗçленӗ хушăра пӗрремӗш хут автономи пайташӗсем, пултарулăх ушкăнӗсем валли чăваш тумне çӗлеттерчӗç. Вӗсене Вăрмарти çӗвӗ фабрикинче пит ăста туса пачӗç. Кӗски те, вăрăмми те, саппунлă- сурпанли те – йăлт пур, тухъя таранччен. Вăрмара костюмсене илме Александр Кирилловичпа пӗрле эпӗ те кайнăччӗ. Редакцие таврăнсан эпир çав кӗпесене тăхăна-тăхăна кăтартрăмăр. 

– Эсир ӗçе çакăн пек çӳресен те хирӗç мар, – пуçланă ӗçе вӗçне çитернипе хавхаланса кăмăллăн каланăччӗ вăл. 

Ӗçрен кăларассипе хăратнăччӗ

Çапах пирӗн хушăра та хура кушак чупса иртрӗ пӗрре. Ку автономин черетлӗ отчетпа суйлав конференцийӗ хыççăн пулнăччӗ. Активистсем председатель пулма Константин Яковлев кандидатурине сӗнчӗç. Нумайăн тухса калаçрӗç ун чух, вӗсен шутӗнче эпӗ те. Ун чух Туслăх Çурчӗ Хусанти Островски урамӗнче вырнаçнăччӗ. Çапах Александр Кирилловича хирӗç пӗр начар сăмах та каламан, тӗрӗссипе сăлтавӗ те пулман. Кăна тӳрре тухас тесе мар, сăмах тӗрӗслӗхӗшӗн калатăп. Çапах та автономие çӗнӗ çынсем, çамрăк энерги кирлине, чăвашлăхшăн чӗре çунса тăрсан кăна ку ӗçе кӳлӗнмеллине хӗрӳ каланăччӗ. Александр Кириллович çамрăк энерги çинчен каланинче, тен, хăйне тӗксе илнине курнă? Çакăн хыççăн пирӗнпе калаçас килменнине уççăн палăртма пуçларӗ. Пӗррехинче ӗçрен кăларасси патнех çитрӗ. Сăлтавӗ – ЧНКАн Çӗнӗ çулне палăртас тӗллевпе ӗçрен пӗр сехет маларах тухса кайни. Вăт çамрăкла çăмăлттайлăх! Ӗç дисциплинине пăсса ыйтмасăрах кайнă-çке! Ыйтсан ямасран хăранă. 

Тепӗр куннех редактор пире Сильвия Бултыковăпа иксӗмӗре хăй патне чӗнтерчӗ. Ӗçрен кайма заявлени çырма хушрӗ. Пуç усса тухса кайрăмăр ун патӗнчен. Çапах парăнма шутламарăм. Хăюлăх çитерсе Александр Кириллович патне кӗтӗм, хамăн шухăша уççăн пӗлтерсе çăмăлттайлăхшăн каçарма ыйтрăм. Бултыковăпа иксӗмӗр пултаруллă журналист иккенне ӗнентерме, редакцишӗн кирлӗ çын пулнине шантарма тăрăшрăм. Сăмах май, вăл тӳрӗ кăмăллă редакторччӗ. Ӗçление тӗрӗс хаклама пӗлетчӗ, çав шутра пултарулăха курма та. Çакна пӗлсе тăрса ӗнтӗ ун патне шанса кӗнӗччӗ. Ăмăр сăн-питпе итлесе ларчӗ Александр Кириллович. Тухса каяс умӗн çавах ун çине йăпăрт çаврăнса пăхрăм, редактор лӗхлетсе кулманни кăна. Хăй эп пăхнине асăрхаса кхм-кхм ӳсӗркелесе каллех сăн-питне тӗксӗмлетрӗ. Çакăнта каллех вăл ырă чӗреллӗскер пулни палăрчӗ. 

Тепӗр кун ирех редактор хăй патне чӗнтерчӗ. Çӗрӗпе çывăрайманнипе чи çивӗч приговора итлеме хатӗр ӗнтӗ. 

– Юрӗ, хальлӗхе каçарап... Упăшкуна тав ту, вăл саншăн ыйтрӗ. Атту пулсан-и... Кайма пултаран, – терӗ вăл хут ӗçӗсемпе аппаланма пуçласа. – Э, чим-ха... Упăшкушăн та санăн манах тав тумалла. Эп пулман пулсан эс унпа паллашас та çукчӗ-ха, – темле ачалла хушса хучӗ юлашкинчен. 

Чăн та, пулас упăшкапа редакцирех паллашнă. Вӗсен фирми пирӗн пӳлӗмӗн çуррине арендăна илнӗччӗ. Мăшăрăм менеджерта ӗçлетчӗ ун чух. Александр Кириллович ӗнтӗ бизнесменсене редакцие кӗртсе ман харпăр пурнăçа йӗркеленме пулăшрăм тесшӗнччӗ пулӗ. 

Çак вăтам пӳллӗ, туллирех кӗлеткеллӗ арçын, тӗрӗссипе, ачан таса чунне хăйӗнче упраса хăварни час-час палăратчӗ. Çырнă материалсенче те ун çутă сăнӗ палăратчӗ. Пулни-иртнине, курнине мӗнле пур çапла тӳррӗн сăнлатчӗ вăл. 

Чи асра юлни вара – унăн 60 çулхи юбилейне палăртни. Редакцире 20 çынна яхăн та ӗçлеттӗмӗр пулӗ. Кашнине роль уйăрса панă. Ӗç хыççăн юлса репетицисем ирттеретпӗр. Çамрăк композитор Алексей Наумов та пӗр кун сиктермесӗр пирӗн пата çӳрерӗ. Пӗрле пуçтарăнса концерт номерӗсем, плакат хатӗрлерӗмӗр. Çавăн чухне сăн ӳкерӗннисем халӗ те фотоальбомра ӗмӗр асăнмалăх упранаççӗ. 

Питӗ шел, Александр Кириллович чире пула пурнăçран питӗ ир – 2003 çулхи августăн 11-мӗшӗнче – уйрăлса кайрӗ. Унтанпа сисӗнмесӗрех ик теçеткене яхăн вăхăт иртсе кайрӗ. Анчах унăн сăнарӗ пирӗн асрах. Малашне те упранӗ. «Суварăн» виççӗмӗш тӗп редакторӗ пурăннă пулсан паян, февралӗн 2-мӗшӗнче, 80 çул тултармаллаччӗ. 

Ирина ТРИФОНОВА

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев