Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă ят паттăра тарават

Паян СВОра танк батальонӗн ротине ертсе пыракан кӗçӗн мăнукӗ те мăн кукашшӗ пекех хăюллă

1941 – 1945 çулсенче мӗн тери йывăр, хăрушă пулнă: пур çӗрте те вăрçă кӗрленӗ, çӗр чӗтреннӗ, çуннă… Вăрçă кашни çыннăн чун-чӗрине ыраттарса амантнă. Миçе хӗрарăма, миçе ачана тăлăха хăварман-ши?.. Уйрăмах салтак амăшӗн чӗри кунсерен канăçсăр тапнă, ачишӗн пăшăрханнă. Кун çинчен чăваш çыравçи А.С.Артемьев акă мӗнле çырнă: «Эй, салтак амăшӗ! Темиçе çул аслă çапăçу пынă чух çӗрлесерен çичшер вăранса пăшăрханнă аннемӗр, юнлă вăрçă хирӗнчи ачусене асăнса ура çинчех тӗлӗк курнă, савăк самантра та савăнаймасăр салтак ывăлусене киле кӗтнӗ аннемӗр!..»

Тăван çӗршыв пысăк çухату тӳснӗ пулсан та çутă та телейлӗ кун патне туртăннă. Тăшмана хирӗç Раççейӗн паттăр ывăлӗсем – вырăсӗ, тутарӗ, чăвашӗ, мăкши… – пурнăçне шеллемесӗр çапăçнă.

Харсăр танкист

Тăван çӗршывăн кашни кӗтесӗнчи ывăл-хӗрӗ Аслă вăрçа хутшăннă. Тутарстан Республикинчен те нумайăшӗ тăшманпа çапăçма вăй çитернӗ. Вӗсенчен 225-шӗ Совет Союзӗн Геройӗ пулса тăнă. Çаксенчен 5-шӗ Çӗпрел районӗн çыннисем: П.С.Юхвитов, С.А.Уганин, М.К.Хакимов, З.З.Алимов, Н.Г.Фазлаев. Эпир хамăрăн ентешсемпе мухтанатпăр, мăнаçланатпăр, вӗсен ятне яланах асра тытатпăр. 

Вăрçă пуçлансан Аслă Аксу ялӗнчен те 606 çын Тăван çӗршыва хӳтӗлеме кайнă. Вӗсенчен 304-шӗ тăван яла каялла таврăнайман: хăшӗ вăрçă хирӗнче пуç хунă, хăшӗ хыпарсăр çухалнă. Пуç хунă паттăрсен йывăр тăпри çăмăл пултăр.

Таврăннисем те, вăрçă ветеранӗсем, пиртен уйрăлса кайрӗç ӗнтӗ. Хăйсем вилнӗ пулсан та вӗсен ячӗсем халăх чӗринче пурăнаççӗ. 

Çӗнтерӗве 80 çул çитнине тата кăçал Раççейре те, Тутарстанра та Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ пулнине халалласа паян Василий Ефремович Осипова аса илес килет. Вăл 1923 çулхи çӗртме уйăхӗн 13-мӗшӗнче Аслă Аксу ялӗнче хресчен çемйин­че çуралнă. Вӗсен çем­йинче тăватă ывăл – Иван, Ваççа, Петя, Николай тата икӗ хӗр – Акçук,  Еля – ӳснӗ. Ун чухне пурнăç çăмăлах пулман. 

Василий Ефремович çемйин­­че – виççӗмӗш ача. Вăл шкулта ултă класс таран кăна вӗреннӗ, кайран колхозра ӗçленӗ. 1942 çулта ăна вăрçа илсе кайнă. Вăрçă хирне çитиччен малтан вăл Хусанта кӗске вăхăтрах танкистсен курсне пӗтерет. Ун хыççăн Василий Ефремовича ытти салтаксемпе пӗрле хаяр вăрçа яраççӗ. Вăл вăрçăра нимӗçсене хирӗç Курск пӗккинче «Т-34» танкпа çапăçнă.

Пӗр çапăçура Василий Ефремовичăн танкне сирпӗтеççӗ. Аран-­аран çунакан танк ăшӗнчен тухса ӳкет вăл, ыттисем хăтăлаймаççӗ. Çак вăхăтра пурнăçпа вилӗм хушшинче пулнă-çке! Çунакан танк­ран хăтăлсассăн тăшман-снайпер уринчен вăйлă амантать ăна. Юрать-ха хамăр салтаксем пулăшнă. Унтан Василий Ефремович нумай вăхăт хушши госпитальте выртнă. Сипленсен 1943 çулта ăна килне янă. Ури ӗмӗрлӗхех сусăр юлнă, çанталăк улшăннă чухне ялан ыратнă. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗпе, «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.

1945 çулхине Василий Ефремович çемье çавăрнă. Мăшăрӗпе Христина Ивановнăпа тăхăр ача – виçӗ ывăл та ултă хӗр – çуратса ӳстернӗ. Вăрçă хыççăн Василий Ефремович колхозра вăй хунă. Тракторист, фермăра кочегар пулса ӗçленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш çулӗсен вӗçӗнче вӗсем кӗçӗн ачисемпе Ульяновск хулине пурăнма куçнă. Василий Ефремович хулара та ахаль ларман – хуралта ӗçленӗ.

Василий Ефремович питӗ ырă кăмăллă та ӗçчен çын пулнă. Ăна халь те ял çыннисем лайăхпа çеç аса илеççӗ. Вăл 1996 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче çӗре кӗнӗ.

 

Кӗçӗн мăнукӗ Игорь – паянхи кун паттăрӗ

Хастарлăхпа паттăрлăх ăруран ăрăва куçать. Паян Василий Ефремовичăн кӗçӗн мăнукӗ Игорь Матросов ятарлă çар операци­йӗнче хăюлăх кăтартать. Вăл 2002 çулхи авăн уйăхӗн 14-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралнă. Вăл ырă кăмăллă, хастар, хăюллă, пултаруллă, тăрăшуллă, харсăр, ӗçчен, мал ӗмӗтлӗ ача. Игорь Владимирович шкула лайăх паллăсемпе вӗренсе пӗтернӗ. Вăл мӗн пӗчӗкрен хă­йӗн пулас профессине çар ӗçӗпе çыхăнтарма шутланă, çавăнпа та шкулта вӗреннӗ чухнех спортпа туслашнă. Уйрăмах хоккейла выляма юратнă. Игорь ăмăртусенче пысăк çитӗнӳсем кăтартнă, çавăнпа та унăн Мухтав хучӗсемпе медальсем нумай. 11 класс пӗтернӗ хыççăн вăл 2020 çулта Хусанти танк училищине вӗренме кӗчӗ. Унтан вӗренсе тухсан 2024 çулхи январьте ăна Волгограда çар службине ячӗç. Апрель уйăхӗнче Игорь Владимировича ятарлă çар операцине янă. Халӗ вăл 10-мӗш гварди танк полкӗнче, Козьма Минин ячӗллӗ 1-мӗш гварди танк батальонӗнче рота командирӗ. Полк командирӗ Владимир Петровичпа Екатерина Николаевнăна çакăн пек хăюллă та хастар ывăл   çуратса ӳстернӗшӗн Тав çырăвӗ парса хисеп тунă.

Ятарлă çар операцийӗнчен Игорь пек паттăр салтаксем хальхинче те Çӗнтерӳпе килессе шанатпăр. Вӗсене çирӗп сывлăх, хастарлăх тата вăрăм ӗмӗр сунатпăр. 

Урăх нихăçан та вăрçă ан пултăр, пире вăрçă кирлӗ мар! 

Пирӗн ял варринче вăрçă паттăрӗсене халалласа лартнă палăк пур. Ун çине вӗсен хушамачӗсене çырса хунă. Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисене   эпир ырăпа çеç асăнатпăр. Паттăрсен умӗнче Петӗр Ялкир сăввине вулас килет:

Чыс туса пуçа пӗкетпӗр

Хаклă палăк умӗнче.

Чечексем çитӗнтеретпӗр

Тăрăшса ун çумӗнче…

Паттăрсем мире сыхланă,

Хупнă пирӗншӗн куçне.

Пăхаттирсене кам манӗ?

Палăк упрӗ ыр ятне.

Халӗ ялта сывă ветерансем çук. Вӗсен ячӗсене уявсенче, шкулта иртекен тӗрлӗ мероприятинче аса илетпӗр. Паянхи ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пирӗншӗн ырă тӗслӗх пулса тăраççӗ.  Çавăнпа та пирӗн, çамрăк ăрăвăн, хисеплӗ те хастар çынсен ячӗсене яланах асра тытасчӗ. 

Тăван çӗршыва, тăван тавралăха, тăван яла сыхлакансен умӗнче пуçа таятпăр!

 

Алена ОСИПОВА,

вӗрентекен.

Çӗпрел районӗ, Аслă Аксу.

Автор архивӗнчи 

сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев