ЫРРИ ВАТЛĂХРА ТА НУМАЙ
Инвалидсен декади вăхăтӗнче Пăвари ваттисемпе инвалидсен çуртне çуллен хăнасем нумай килеççӗ. Унта пурăнакансене кăçал та манман. Район администраци пуçлăхӗпе Ранис Камартдиновпа, пăвасен Хусанти ентешлӗхӗн ертӳçипе Ирек Закировпа, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмӗн ӗç тăвакан секретарӗпе Наталья Храмовапа, Пăва район телевиденийӗпе хаçачӗн представителӗсемпе пӗрле эпир те, «Сувар» хаçат ӗçченӗсем, пултăмăр.
Коронавирус инфекцийӗ сарăлнă вăхăтра персонал çав тери асăрханса йышăнчӗ. Сăлтавӗ паллă – ваттисене чир ертес хăрушлăх пысăк. Учрежденин ертӳçин çумӗ Лилия Камалеева пӗлтернӗ тăрăх, çак усал чирпе чирлекенсем пулман-ха, карантин вăхăчӗсенче персонал та киле каймасăр кунтах пурăннă. Хальхи вăхăтра Пăвари ваттисемпе инвалидсен çуртӗнче 120 çын (60-шӗ тутар, 36-шӗ чăваш, 20-шӗ вырăс тата 2-шӗ мари) хӳтлӗх тупнă. Вӗсем ытларах Пăва районӗн çыннисем. Кӳршӗллӗ Теччӗ, Çӗпрел, Çӳлту, Апас, Кайпăç районӗсенчен, Çырчалли, Ешӗлвар хулисенчен тата Марий Эл Республикинчен те пур. Тӗпрен илсен, 65 çултан иртнӗ 1,2,3-мӗш ушкăн инваличӗсем вӗсем. Хăшӗсем пăхаканӗсемсӗр юлнă, теприсем хăйсем килме ыйтнă, виççӗмӗшӗсене ачисем кӳрсе янă. Пӗр сăмахпа, миçе çын, çавăн чухлӗ шăпа. Ватлăхра ваттисен çуртӗнче пурăнма никам та ӗмӗтленмест те çав, пурнăçра урăхларах пулса тухать.
– Иртнӗ эрнере кăна-ха пӗр арçын шăнкăравларӗ те: «Хам вахта мелӗпе ӗçе каятăп, арăм икӗ ачапа, аттене пăхаймасть, сирӗн пата вырнаçтарасшăн», – тет. «Мӗнле-ха капла, ашшӗне ачин пăхмалла, ку вăл сирӗн тивӗç. Хăвăра ачăрсем çапла тусан?» – хуравлатăп кăна. «Юрӗ эппин, аттене Кайпăçри ваттисен çуртне вырнаçтаратăп, каярах сирӗн пата куçарма юрать-и?» – малаллах перет вăл хăйӗнне. «Шутласа пăхăр-ха, ват çынна вырăнтан вырăна куçарни мӗнле пысăк стресс», – тетӗп кăна. Ӳкӗте кӗмесӗрех телефон трубкине пăрахрӗ. Шел, кун пек тӗслӗхсемсӗр мар. Нумай чухне, ăнлантарса калаçсан, хăйсен шухăшне улăштаракансем те тупăнаççӗ. Нумай пулмасть Пăва хулинчех ӗçекен ывăлӗпе пурăнакан 76-ри нушаллă карчăк пуррине пӗлтӗм. Мăнтарăна ывăлӗ пенси укçине аллине те тыттармасть иккен, веçех ӗçсе ярать. Чун чăтмарӗ. Медицина сестрине, социаллă хӳтлӗх уйрăмӗн представительне илсе хамăрăн «ГАЗель» машинăпах ун патне кайрăмăр. Вырăнти фельдшера карчăкăн докуменчӗсене хатӗрлеме систерсе хутăмăр. Пирӗн телее, ывăлӗ килте мар вăхăт пулчӗ. Карчăкăн тумтирӗ хуп-хура, таса мар, чӗрнисем ӳссе кайнă... Хăйпе калаçнă хыççăн лартрăмăр та килтӗмӗр. Халь пирӗн патра пурăнать, питӗ ырă кăмăллă та тирпейлӗ карчăк вăл. Ывăлӗ вара амăшне каялла илсе каясси пирки шăнкăравларӗ малтан, парса яма килӗшмерӗмӗр, – ӗç саманчӗсемпе паллаштарчӗ Лилия Рафаилевна.
Учрежденире камсем пурăннине кура, кунта пурăнакансен списокне кашни тунтикун тӗрӗслесе улăштарма тивет. Эрне хушшинче кам-тăр больницăна выртать, кам-тăр вилет. Вун-вун çул пурăнакансем те пур, инвалидность пуррисене 18 çултан йышăнаççӗ. Республикăн пӗр зонинчи çынсене мӗншӗн тепӗр зонăри ваттисен çуртне вырнаçтарнин сăлтавӗ вара çакăн йышши ку е вăл учрежденире вырăн пуррипе çуккинчен килет иккен. ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви черете тăратнă çынсене çапла вырнаçтарать. Чăн та, енчен те ват çын е инвалид хăйне аякка янăран çӗнӗ вырăна хăнăхаймасть пулсан, вырăн тупăнсанах тăван енри ваттисен çуртне куçарма тăрăшаççӗ.
Ватлăхра чăнах та пӗччен пурăнма май çуккипе Пăвари ваттисемпе инвалидсен çуртне лекнисен пурăнмалли условийӗсем çав тери лайăх. 120 çын пилӗк хутлă çуртăн 4 хутӗнче пурăнать. Питех çӳрейменнисем валли виççӗмӗш хута уйăрнă. Вӗсем валли куçса çӳремелли хатӗрсем – патаксем, инвалид креслисем тата ытти – йăлтах пур. Учреждени нумай вăхăт пăхассипе çыхăннă проекта кӗнӗрен, 4 сиделка штатне те уçнă. Пӗр сиделка 8 çынна пăхать. Лилия Камалеева каланă тăрăх, хальхи вăхăтра вырăнпах выртакансем çук. Йывăр чирлӗ икӗ çын та персонал лайăх пăхнипе утакан пулнă. Кăçал сентябрь уйăхӗнче кунта шалти волонтерство та йӗркеленнӗ. Интернатра пурăнакан лайăх çӳрекен 10 çын кӗнӗ унта. Вӗсем питех çӳрейменнисене уçăлма тухма, мунча кунӗсенче инвалид креслипе мунчана илсе кайма, кӳме пулăшаççӗ.
Кунта пурăнакан икӗ карчăкăн туслăхӗ çинчен те асăнса хăварчӗ Лилия Рафаилевна.
– Максимова Валя аппа пирӗн питӗ çыру çырма юратать, анчах хăй япăх курнипе çыраймасть. Ăна пӗр пӳлӗмре пурăнакан Незванова Татьяна аппа пулăшать. Эпир интернет урлă Валя аппан тусӗсене шыраса тупрăмăр, видеоçыхăнупа тӗлпулу та йӗркелерӗмӗр. Вӗсем халӗ çыру çырса почтăпа яраççӗ те хурав килессе чăтăмсăр кӗтеççӗ, – терӗ вăл. — Коллектив та туслă пирӗн, тăван асатте-асаннесем вырăнне хурса пăхатпăр, упратпăр кунта пурăнакансене. Ыррине шанма пăрахнăскерсене çапла майпа хамăр ăшша парнелесе пурнăç çине çӗнӗрен шанса пăхма вӗрентетпӗр.
Пăвари ваттисемпе инвалидсен çурчӗн директорӗ Разиня Раисовна Хисамутдинова пӗлтернӗ тăрăх, вӗсем район, ентешсен тӗревне яланах туяççӗ. Мӗн кирли кунта йăлтах пур, мӗн-тӗр кирлӗ-тӗк, тӳрех пулăшма тăрăшаççӗ. Персонал хăй те ку енӗпе маттур, нумай пулмасть выляса илнӗ грантпа кислород концентраторне туяннă. Çулла хута кайнă «Кислородный коктейль» проектпа кунта пурăнакансене спортпа туслашнă, вăрмана кайса çулталăка çитмелӗх сиплӗ курăк пухаççӗ.
Инвалидсен декадинче те район тимлӗхӗсӗр юлмарӗ ваттисен çурчӗ. Район администраци пуçлăхӗ Ранис Камартдинов кӗпе çумалли тата типӗтмелли машина, пăвасен Хусанти ентешлӗхӗн ертӳçи Ирек Закиров питех çӳрейменнисем валли светильниксем, «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмӗн ӗç тăвакан секретарӗ Наталья Храмова чей сервизӗ, «Сувар» хаçат редакторӗ Ирина Трифонова хаçата çулталăка çырăнтару, чăвашла календарьпе кӗнекесем парнелерӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев